Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӳпе сарӑ-хӗрлӗ тӗсне ялкӑша-ялкӑша чӗтренет, асаплӑн туртӑнса хирӗнсе илет.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Чӑннипех те ҫӗр чӗтренет, Чили сӑрчӗсенче, пуринчен те ытларах ҫул ҫинчи ҫынсем ҫӗр каҫнӑ вырӑнта, кун пеккисем тӑтӑшах пулаҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫӗр чӗтренет, лашасем хашкаҫҫӗ, красноармеецсем йӗнӗр пускӑчӗсем ҫине тӑраҫҫӗ.Застонала земля, задышали кони, привстали на стремена бойцы.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Манӑн вӗри питҫӑмартисем тӑрӑх шултра куҫҫулӗсем юха-юха анчӗҫ, пыр чӗтренет, вара, ҫумӑр шывӗ юхса анмалли трубана хытӑ ыталаса тытрӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Витре пӑяв вӗҫӗнче чӗтренет те сулланать, ун хӗрринчен вут-хӗм пек курӑнакан пысӑк тумламсем сирпӗнеҫҫӗ.Ведро дрожит и качается на веревке, роняя длинные огнистые капли.
Ял // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 164–165 с.
Чемоданӗ, хум ҫинче ишнӗ пек, чӳхенет те чӗтренет…
VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Унӑн сулахай куҫ хупаххи хӑвӑрт-хӑвӑрт сиккелесе чӗтренет, пичӗ, хӗстерсе тытнӑ тути патӗнчен пуҫласа, шӑнӑр хутлатнӑ пек туртӑнса илет.Живчик подергал у него веко левого глаза, судорога наплыла от угла сжатых губ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗртен пӗр Ҫурҫӗр ҫӑлтӑрӗ ҫеҫ, инҫетри ҫурҫӗр тӳпинчен сапаланчӑк ҫутӑ пӗрӗхтерсе, пӗрешкел сивлеккӗн мӗлтлетсе чӗтренет.Лишь на севере ровным мерцающим светом истекает Полярная звезда.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Янӑравлӑ сасӑсем казак кун-ҫулӗ ҫинчен кӑткӑсах мар халап каласа параҫҫӗ, ҫурма-саслӑ тенорӗ апрельте ӑшӑннӑ ана тӗлӗнче ярӑнса тӑракан тӑри пек чӗтренет.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья, питне Григорий кӑкӑрӗ ҫине хунӑ та, хӑйӗн тутисем ҫинче Григорий курасран пытарнӑ кулӑ, кӗтнӗ телей ҫитнипе ҫӗклесе тухнӑ хаваслӑ вӑрттӑн кулӑ ейӗлсе чӗтренет.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн сӑмси вӗҫӗнче манка тумламӗ чӗтренет, анчах вӑл ӑна асӑрхамасть.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑтанса, куҫне тартать хӗр, хӗрелсе каять, анчах вӑрӑм хӑрпӑкӗсем айӗпе те тути хӗррисемпе унӑн пытарӑнчӑк кулӑ чӗтренет.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Унтан юрлакан ҫумне тепри хутшӑнать, акӑ ӗнтӗ пирӗн тӑвӑр шӑтӑкӑн пӑчлӑхӗнче икӗ сасӑ хуйхӑллӑн чӗтренет.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Вӑл пӗтӗмпех малалла, тӗттӗмелле ӳпӗнчӗ те, ӑна хӑй ӳссе пынӑ пек туйӑнчӗ, — унӑн шӑммисемпе шӑнӑрӗсем йывӑррӑн, ыратӑнса карӑнчӗҫ, пӗр шухӑшпа кӑна тулнӑ пуҫӗ ыратать, ҫан-ҫурӑмӗ туртса чӗтренет, урисене вӗтӗ те вичкӗн, сивӗ йӗпсем тиреҫҫӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӑл, пуҫне хаяртараххӑн сула-сула, хӑй тӗллӗнех темскер пӑшӑлтатать; кӑвакарса кайнӑ ҫӑра мӑйӑхӗ чӗтренет, ҫӳҫ-пуҫне ҫил вӗҫтерет.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Кайӑк юрри хуллен-хулленех вӑйсӑрланса пырать, часах вӗсем йӑлтах шӑпланаҫҫӗ, пӗри ҫеҫ, кутӑнскер, ыттисене хирӗҫленӗ евӗр, таврари шӑплӑхра, чарӑна-чарӑна, пӗчченех пӗр евӗрлӗ чӗриклетет, анчах лӑпланнӑҫемӗн лӑпланса пырать, унтан вара юлашки хут хуллен шӑхӑрса илет, хӑй таврашӗнчи ҫулҫӑсене ерипен хускатса чӗтренет те… ҫывӑрса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кантӑк чӑнкӑртатать, унпа пӗрлех сӗтел ҫинчи чӗпкуҫ ҫути те чӗтренет.Стёкла вздрагивали и вместе с ними — жёлтый листок коптилки, стоявшей на столе.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Инҫетре-инҫетре, Мускав ҫинче хура пӗлӗт шевле вӑййине хӗрелсе чӗтренет.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӗвеланӑҫ, ниепле сивӗнсе ҫитеймесӗр, хӗрелсе тӑрать; горизонтӑн тепӗр енче, кӑнтӑра ҫывӑхарах, кӗмӗл тӗслӗ ачаш шевле чӗтренет — унта Мускав.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑ ӗнтӗ эпӗ ларатӑп, манӑн умри сӗтел пӑрахут ҫинчи пек чӗтренет, тахӑшӗ мана шыв парать, тахӑшӗ пирус сӗнет, анчах эп ӑна алӑра тытма пултараймастӑп, тахӑшӗ ман урасене пушмак тӑхӑнтартма хӑтланать те — вӗсем кӗмеҫҫӗ, тет, унтан мана кӑштах ҫавӑтса, кӑштах йӑтса пусма тӑрӑх аялалла, автомобиль патне илсе каяҫҫӗ; эпир машинӑпа пыратпӑр, тахӑшӗ каллех ман ҫине револьверпа тӗллет, маншӑн ку кулӑшла; эпир каллех шурӑ чечексенчен тунӑ шерепесемпе илемлетнӗ трамвай тӗлӗпе иртсе каятпӑр, анчах та ку тӗлӗк, аташни, вилӗм умӗн юлашки хут асапланни кӑна е вилӗм ҫитсе килни пулӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953