Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗре сăмах пирĕн базăра пур.
чӗре (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Температура ансах тӑчӗ, тинех ӗнтӗ камфора та, дигален та чӗре хутне кӗме пултараймарӗ.

Температура падала, и уже ни камфора, ни дигален не действовали на сердце.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав кунхине хам калаҫнӑ профессор-терапевт чӗре эмелӗсене улӑштарчӗ «Сашкӑна эпир ытла та эмелсем нумай паратпӑр» терӗ.

Профессор-терапевт, с которым я говорила в этот день, отменил сердечные лекарства и сказал, что мы вообще «слишком пичкаем больную лекарствами».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, ҫавӑнпах та ӗнтӗ чӗре — ирӗксӗртен тенӗ пекех ыратса кайнӑ пек те пулать.

От этого невольно даже сжалось сердце.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хама ҫывӑх, тахҫантанпах хӑнӑхнӑ пӳлӗме кӗрсессӗн, уйрӑмӑнах тата вӗлернӗ комендантӑн дипломӗ, иртнӗ вӑхӑтӑн салхуллӑ эпитафийӗ пек, стена ҫинче ҫакӑнса тӑнине курсассӑн, манӑн чӗре ыратса кайрӗ.

Сердце мое заныло, когда очутились мы в давно знакомой комнате, где на стене висел еще диплом покойного коменданта, как печальная эпитафия прошедшему времени.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ, сӗтел тулли ӗҫме-ҫиме тултарса лартнине курсан, ҫакна апат умӗн «чӗре сури тумалли» тенине илтсен, ахӑлтатса кулса ятӑм.

Что я покатился со смеху, увидев заваленный всякой снедью стол и услышав, что это называется «закусить перед обедом».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн чӗре хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн тапрӗ, эпӗ вӑл халех: «Эпир пӗр-пӗрне пӗлместпӗр» теесрен е пӗр-пӗр урӑхларах сӑмах персе ярасран хӑраса лартӑм.

У меня билось сердце, и я боялся, что сейчас она скажет: «мы незнакомы» или что-нибудь в этом роде.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл вӗсене атӑ хывмаллипе хӗнетчӗ, — терӗм эпӗ, ҫаксене асӑннипе чӗре хӑвӑрттӑн тапма пуҫланине туйса, — хӗрачана вӑл тата хытӑрах хӗнетчӗ, мӗншӗн тесен арҫын ачи хирӗҫ тавӑрса пама та пултарнӑ.

Она била их подставкой для сапог, — продолжал я, чувствуя, что у меня сердце застучало от этих воспоминаний, — особенно девочку, потому что мальчик, чего доброго, мог бы дать и сдачи.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӗре калтах чарӑнчӗ, диктор васкамасӑр каланӑ май, ӑшчик кӳтсе пынине эпӗ уҫҫӑнах туйрӑм.

У меня остановилось сердце, я ясно почувствовала, как оно коченело, пока диктор, там, на радиостанции, медлил.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Расщепей юлташӑн яланхи чирӗ — чӗре тытни.

У товарища Расщепея обычный припадок.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Манӑн чӗре хытӑ тапма пуҫларӗ; унӑн тапӑмӗ хӑлхана кайса тивнипе эпӗ лӑпкӑ та хаяр музыка хӑҫан пуҫланса кайнине йӗркеллӗ ас туса та юлаймарӑм.

У меня гулко застучало сердце; удары его так отдавались в ушах, что я даже не слышала тихой, но грозной музыки, которая уже лилась из-за экрана.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӗре ман сиксе тапа пуҫларӗ.

У меня заколотилось сердце.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫак сӑмахсене илтсен, манӑн чӗре пӗтӗмпе тӑвӑлса ҫитрӗ: Швабрин крепость начальникӗ пулать; Марья Ивановна унӑн аллине юлать!

С ужасом услышал я сии слова: Швабрин делался начальником крепости; Марья Ивановна оставалась в его власти!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Аранах вара (ҫав саманта эпӗ халӗ те хама-хам кӑмӑллӑ пулса аса илетӗп) манӑн ӑшӑмра чӗре сисӗмӗ этем имшерлӗхне ҫӗнтерчӗ.

Наконец (и еще ныне с самодовольствием поминаю эту минуту) чувство долга восторжествовало во мне над слабостию человеческою.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Манӑн чӗре татӑлсах анчӗ, анчах нимӗн тума та ҫук.

У меня сердце так и екнуло, да нечего было делать.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫав хура-сарӑ сӑн-питлӗ ҫынсене курсан манӑн чӗре ыратса кайрӗ.

У меня сердце упало, когда я увидел эти багровые морды.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн чӗре ыратса кайрӗ.

Мое сердце защемило.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн юрату никама та телей паман, мӗншӗн тесен эпӗ хам кама юратнӑ, ӑна уншӑн пӗр ырӑпа та тавӑрман: эпӗ хамшӑн юратнӑ, пӗр хама килентересшӗн юратнӑ; эпӗ чӗре темӗн ыйтнине ҫеҫ туса пынӑ, вӗсен сисӗмӗсене, вӗсен ачашлӑхне, вӗсен хаваслӑхӗсемпе асапӗсене ҫӑтӑланса ҫӑтнӑ — ҫапах нихӑҫан та тӑранма пултарайман.

Моя любовь никому не принесла счастья, потому что я ничем не жертвовал для тех, кого любил: я любил для себя, для собственного удовольствия: я только удовлетворял странную потребность сердца, с жадностью поглощая их чувства, их радости и страданья — и никогда не мог насытиться.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Манӑн чӗре чул пулса каять те, ӑна вара ҫӗнӗрен нимӗн те ӑшӑтаймасть.

Мое сердце превращается в камень, и ничто его не разогреет снова.

Июнӗн 14-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кунта вара темиҫе пӑнчӑ, ӑс-пуҫ малалла нимӗн те каласа памасть-ҫке, ун вырӑнне пуринчен ытла: чӗлхе, пуҫ, вӗсен хыҫҫӑн, хай, чӗре те калаҫма пуҫлать, вӑл пурах пулсан.

Тут несколько точек, ибо рассудок уже ничего не говорит, а говорят большею частью: язык, глаза и вслед за ними сердце, если оно имеется.

Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Манӑн тӗссӗр ҫамрӑклӑх хампа тата обществӑпа кӗрешнипех иртсе кайрӗ; ҫын куласран хӑраса, эпӗ хамӑн чи лайӑх сисӗмӗмсене чӗре тӗпне пытараттӑм; вӗсем унтах вилчӗҫ.

Моя бесцветная молодость протекала в борьбе с собой и светом; лучшие мои чувства, боясь насмешки, я хоронил в глубине сердца: они там и умерли.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней