Поиск
Шырав ĕçĕ:
Салтак шинелӗ айӗнче унӑн колонна чӗрипе пӗр майлӑ тапакан чӗре.Под солдатской шинелью у него бьется созвучное колонне сердце.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Эпӗ санӑн тӗпренчӗкӳ-ҫке, чӗрӳ айӗнче тапакан тепӗр пӗчӗк чӗре.
Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив
Нихӑш куҫсем те ман ҫине юратупа ҫунса пӑхакан леш куҫсене ылмаштараймарӗҫ, ман кӑкӑр ҫумне пӑчӑртаннӑ чӗресенчен пӗрине хирӗҫ те манӑн чӗре ҫавӑн пек хаваслӑн та савӑккӑн тапмарӗ!
XXII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ун арчисенче ассигнацисен купи ӳснӗҫем ӳсрӗ, ҫакӑн пек парне илнӗ мӗнпур ҫынсем пекех вӑл кичемленме пуҫларӗ, ылтӑнсӑр пуҫне урӑх ниме те юратми пулчӗ, сӑлтавсӑрах хыткукарланса, ҫӑткӑнланса кайрӗ; вӑл ҫут тӗнчере сахал мар тӗл пулакан, чӗре вырӑнне виле пытарнӑ чул тупӑксем евӗр курӑнакан ҫын пулса тӑма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, анчах пӗр ӗҫ пулса иртни ӑна тарӑн шухӑша ячӗ, унӑн чӗрине ыйӑхран вӑратрӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫак пӗчӗк ҫырмасем пурте чӗрене юхса тухаҫҫӗ; чӗре вара вӗриленсе пысӑкланать.И все эти ручейки впадали в сердце, и оно росло, росло — большое, горячее.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Эпӗ хамӑн чӗре кӑкӑртан сиксе тухасла тапнине кӑна мар, Анжеликӑн чӗри сикнине те илтсе выртатӑп.Я слышу не только, как стучит в груди моё собственное сердце, но и как бьётся сердце Анжелики.
Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.
Чӗре систермест — апла пулсан, чӗрех вӑл, ман ывӑлӑм!
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Манӑн савни тракторист, Хушрӑм эпӗ савнине: «Ман чӗре тек ан ыраттӑр, Ачашла ман чӗрене…»Мой миленок тракторист, Я ему велела: «Запаши мою любовь, Чтоб сердце пе болело…»
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун аллисем шыва сӗртӗнчӗҫ кӑна, ӑна хӑйне ҫивӗч сивӗ йӗп пек чиксе илчӗ, чӗре патнех ҫитнӗ пек туйӑнчӗ, чӗри тӳсмелле мар ыратса кайрӗ.
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Киле кайнӑ чухне Аникей ытти чухнехи пек утмарӗ, лӑпӑстатса чупрӗ, сайра хутра чарӑнса тӑрса, аллине чӗре тӗлне тытрӗ: чӗри сиксе тухас пек тапать.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ман чӗре — казак чӗри — Ҫилленсен, ай тур, вӗри.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тем тӑршшӗ тӑсӑлнӑ лавсем ҫине пӑхсан, каҫхи сасӑсене итлесен — чӗрере ҫав тери савӑнӑҫлӑ туйӑм ҫӗкленет, ҫеҫенхирти юрра илтсен ҫеҫ чӗре ҫавӑн пек савӑнӗ-и тен…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Кашкӑр чӗри сан ӑшӑнта е нимӗнле чӗре те ҫук пулӗ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӗнчере каллех нимӗн те ҫук, пуш-пушах; салхуллӑн шавлать Днепр; чӗре хурланать; анчах хӑйӗн чӗри хурланнине туять-ши ҫав тухатмӑш?Пусто во всем мире; унывно шумит Днепр; грусть залегает в сердце; но ведает ли эту грусть колдун?
VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн пирӗн геройсен чӗрисем пӗрлешсе, пӗр пысӑк чӗре пулса тӑчӗҫ темелле, вара, ҫав пысӑк чӗре кӑртлатса тапнӑ сасса ҫӑра уҫнӑ май шанкӑртаттарнӑ сасӑ та хуплаймарӗ.
IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Чӗри япӑх, — хӑйне хӑй каларӗ Тимофей Ильич, ҫаплах килкартишнелле пӑхса, — унӑн чӗре япӑххине эпӗ унпа пурӑнма пуҫланӑранпа пӗрмаях асӑрханӑ…
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чӗри лӑпкӑн тапман, анчах чӗре мӗншӗн ун пек ӗҫленине вӑл хӑй те пӗлмен.Сердце билось беспокойно, но она и сама не понимала, почему так происходило.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах апла пулсан та, ҫапӑҫу хӑйне пӗчӗк чӗри вырӑнне пысӑк чӗре панӑ пекех, хӑйӗн кӑмӑлӗ ҫапӑҫӑва пула ҫӗкленнине туйса илчӗ…
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ӑнланатӑп, — терӗ Воронин, алтупанӗпе Бояркин кӑкӑрӗнчен ачашшӑн перӗнсе, — эсӗ ӑна шӑпах чӗре ҫумӗнче усрарӑн, халь, тӑванӑм, чӗрере усра…
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Темиҫе кун, темиҫе ҫул хушши чӗре патне вӗри юн хӑваланӑ, чӗрене кӳрентерсе, кӳлештерсе, ыраттарса тӑнӑ япаласем халӗ, Тимофей вилнӗ хыҫҫӑн пурте таҫта аякка, ӗмӗр каялла таврӑнмалла мар кайрӗҫ.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.