Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫусӑр шӳрпе, симӗс апат ҫиме пултаратӑр; анчах сыхланӑр: халӗ пур ҫӗрте те тенӗ пекех халер чирӗ, ҫавӑнпа та асӑрханас пулать…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тата вӗсенчен пӗрне тинӗсе тухсанах тинӗс чирӗ аптратрӗ.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чирӗ ӑна час-часах силлесе пӑрахать.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Розалия Наумовнӑна — фотограф-художникӑн мӑшӑрне ҫапла каласа пачӗ, унӑн йӑмӑкӗ Берта ҫӗрӗшен плевритпа чирлет те, ҫав чирпе танлаштарсан Саша чирӗ нимӗн те мар терӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Расщепей юлташӑн яланхи чирӗ — чӗре тытни.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унӑн чирӗ пирки ӳкерӳ ӗҫӗ вӑхӑтлӑха чарӑнчӗ, ҫакна пула, эпӗ, хула ҫывӑхне ҫӳрекен поезд ҫине лартӑм та «Бородино ҫапӑҫӑвӗ» хирне тепре кайрӑм.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вера хӗне кайнӑ, питӗ чирлӗ вӑл, анчах хӑй палӑртасшӑн мар: эпӗ унӑнне ӳслӗк чирӗ пулӗ тетӗп е ҫынна пӗтерекен сивӗ чир пуласран хӑратӑп, вӑл вырӑссем хушшинче палӑрман, пирӗн чӗлхере унӑн ячӗ те ҫук.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Темиҫе уйӑхран ҫеҫ, ун ятне Бородино патӗнче йывӑр аманнӑ тата палӑрнӑ ҫынсен шутӗнче курнӑ хыҫҫӑн, вӑл ӑнсӑр пулса кайнӑ та, килтисем ӑна, тар чирӗ ҫӗнӗрен килсе ураран ан ӳкертӗр тесе, хӑраса ӳкнӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах та унӑн сӑмахӗсем нимӗнле сӑлтавпа та ҫыхӑнса пыман, ҫавӑнпа унӑн патӗнчен пӗр утӑм пӑрӑнман амӑшӗ унӑн херӗ Владимир Николайевича вилес пекех юратать, унӑн хальхи чирӗ те ҫав юрату пиркиех пулчӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ӑна питӗ вӑйлӑ тар чирӗ килсе лекнӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пушкин «Белкин повеҫӗсене» 1830-мӗш ҫулта, кӗркунне, холер чирӗ сарӑлнӑ пирки тухса ҫӳреме юраман вӑхӑтра, хӑйӗн Болдино ятлӑ именинче виҫе уйӑх пурӑннӑ хушӑра ҫырнӑ.
А. С. Пушкин тата вӑл ҫырнӑ «Белкин повеҫӗсем» // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вилӗм пӗтӗм ҫӗршывӗпех чума чирӗ пек ҫӳрет, никама та хӗрхенсе тӑмасть.Свинцовая смерть, как чума, расхаживает по всей стране и не щадит никого.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Темшӗн ӑна пӗр самантлӑха хӑй анатоми музейӗнче курнӑ ҫын пуҫӗ аса килчӗ, — волчанка чирӗ хыҫҫӑн ҫав пуҫ пит те нӗрсӗррӗн ҫаралса, тӗмескеллӗ-лупашкаллӑ пулса юлнӑ…
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах князь, хӑйӗн бархатлӑ ҫемҫе аттисем ҫине кӑтартса тата подагра чирӗ ҫине персе, шӳтлӗ сӑлтавсем тупкаларӗ те, ку сӗнӳпе килӗшмерӗ; вӑл хӑйпе юнашар ларса апатланнӑ илемлӗ те кӑмӑллӑ хӗртен уйрӑласшӑн мар пулса, линейкӑллӑ урапапа уҫӑлса ҫӳреме юратнине палӑртрӗ.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫак туйӑм чи ҫирӗп кӑмӑллӑ, ҫапӑҫура вилӗм куҫӗнчен хӑюллӑн пӑхнӑ ҫынсене те шиклентерет, профессор сасси мӗнлерех илтӗннине тавҫӑрса илтерет, Василий Васильевич хӑйсен чирӗ пирки мӗн шухӑшланине сӑнтан пӑхсах чухласа илтерет.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Каҫхи шӑплӑхра тинкерсе итлекен хӑлха кашни кӑштӑртатнӑ сасса вунӑ хут ытларах ӳстерме пултарать, ҫавӑн пекех, ҫакӑнта выртакана та пӗрмаях чирӗ ҫинчен шутланине суранӗ тата ытларах ыратнӑн туйӑнать.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнпа атеросклероз чирӗ аталанасран сыхлать.
Кавӑн евӗр пахчаҫимӗҫ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№
Кунашкал йӗксӗкпе муталаниччен, луччӗ рак чирӗ ҫаклантӑрччӗ.
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
Вӗсем патне, Томӑнни пекех, вӗсен чирӗ таврӑннӑ.
22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Тепӗр кунне каллех тухтӑра чӗнме тиврӗ: Томӑн чирӗ вӑйланса кайрӗ.На другой день опять позвали доктора: у Тома начался рецидив.
22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.