Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чирӗ (тĕпĕ: чир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Манӑн упана ҫавӑрса ҫапмалӑх та вӑй пур-ха», — тесе шӳтлетчӗ те — чирӗ хӑйне пӗр наччасра ҫавӑрса ҫапрӗ, — юратнӑ ҫынни тӗлӗшпе хурланӑвне нимӗнле путараймасть ҫулланнӑ хӗрарӑм.

Помоги переводом

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Япӑх аталаннӑ тӗмсене кӑлармалла, тымарне тӗплӗн тӗрӗслемелле, нематода чирӗ иккенне ҫирӗплетсен тымара тӗп тумалла, тӗм вырӑнне вӗрекен шыв е извеҫ, кӗл сапмалла.

Помоги переводом

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Ҫӗрулми анине улӑштарсан, сывӑ вӑрлӑх туянса лартсан нематода чирӗ сарӑлаймасть.

Помоги переводом

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Юлашки вӑхӑтра республикӑра ҫӗрулмин нематода чирӗ вӑйлӑ сарӑлса пырать.

В последнее время в республике сильно распространилась кортофельная болезнь нематода.

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Ҫӗрулмине нематода чирӗ ернӗ.

Помоги переводом

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Пӗррехинче Елчӗк районне кайсан питӗ хытӑ шӑннӑ, ҫурӑм шӑмми чирӗ аптратма тытӑннӑ ӑна.

Однажды во время поездки в Яльчикский район очень сильно замерз, начала беспокоить болезнь позвоночника.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Вӑл ачасен рахит чирӗ пуҫланасран сыхлать, ҫитӗннисен ҫак витамин ҫитмесен остеопороз аталанас, шӑмӑсем патракланас хӑрушлӑх ӳсет.

Он защищает детей от рахита, если у взрослых не хватает этого витамина, то может начаться остеопороз, растет опасность ломкости костей.

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Кунта Аленӑн чирӗ аталанма кӑна пуҫланӑ, вунӑ кунра ӑна хулара тупса палӑртма пултарнах.

Здесь у Алены болезнь только что начала развиваться, в течении 10 дней в городе ее можно было обнаружить.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Цистит, шӑк ҫулӗсен чул чирӗ.

Цистит, камень мочеточнике.

Ытарма ҫук ҫӗр ҫырли // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Организмри тӑвар шайлашӑвне йӗркелесе шӑк ҫулӗсен чул чирӗ тата сыпӑ чирӗсем аптратсан пулӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хутаҫӗ уйрӑмах паха // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Пӗтӗм «чирӗ» ҫакӑ ҫеҫ — ҫынсене усӑ тӑвас килни.

Вся "болезнь" заключается лишь в одном — в желании принести пользу людям.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ученӑйсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, унашкаллисен инфаркт, чӗре чирӗ 10 хут сайрарах тӗл пулать.

По утверждению учёных, у таких людей в 10 раз реже встречаются инфаркты и болезни сердца.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Аслинчен «ҫӑлтӑр чирӗ» ермен вӗсене.

От старшего «звёздная болезнь» к ним не прилипла.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Аслинчен «ҫӑлтӑр чирӗ» ермен вӗсене.

От взрослых "звездная болезнь" к ним не приставала.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Тӗслӗхрен, бронх астмин чирӗ аллергие пула вӑй илет.

Помоги переводом

Вӑхӑтра сипленмелле // Л.ХАБИБРАХМАНОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

4. Ҫакна илтсен, Иисус каланӑ: ку чир вилӗм чирӗ мар, Турӑ мухтавне кӑтартмалли чир, ун урлӑ Турӑ Ывӑлӗ мухтава тухӗ, тенӗ.

4. Иисус, услышав то, сказал: эта болезнь не к смерти, но к славе Божией, да прославится через нее Сын Божий.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Унтан вӗсене каланӑ: халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ; 11. вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑхпа мур чирӗ пулӗ, хӑрушӑ пулӑмсем пулӗҫ, тӳпере аслӑ паллӑсем курӑнӗҫ.

10. Тогда сказал им: восстанет народ на народ, и царство на царство; 11. будут большие землетрясения по местам, и глады, и моры, и ужасные явления, и великие знамения с неба.

Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Вӑл ун патне пырса тар чирне чарнӑ та, чирӗ иртсе те кайнӑ.

39. Подойдя к ней, Он запретил горячке; и оставила ее.

Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Вӑл ун патне пынӑ та ӑна аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ; вара тар чирӗ тӳрех иртсе кайнӑ, хӗрарӑм ӗнтӗ вӗсене пӑха пуҫланӑ.

31. Подойдя, Он поднял ее, взяв ее за руку; и горячка тотчас оставила ее, и она стала служить им.

Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Петр килне пырсан, Иисус унӑн хунямӑшӗ тар чирӗпе выртнине курнӑ; 15. Вӑл унӑн аллине сӗртӗннӗ те, тар чирӗ иртсе те кайнӑ; лешӗ вара ура ҫине тӑнӑ та Ӑна пӑха пуҫланӑ.

14. Придя в дом Петров, Иисус увидел тещу его, лежащую в горячке, 15. и коснулся руки ее, и горячка оставила ее; и она встала и служила им.

Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней