Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ксени тутлӑ шӑршлӑ, чикекен утӑ ҫумӗнчен уйрӑлчӗ те, хӑй ҫинчен типӗ курӑк пӗрчисене силлекелесе, ашшӗн хӑлхинчен пӑшӑлтатрӗ:Ксения оттолкнулась от колючего душистого сена и, стряхивая с себя сухие травинки, зашептала отцу:
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тутариновсем пӗтерчӗҫ… — Хывӑнмасӑр, аттине те пӑрахмасӑр, вӑл вырӑн ҫине ӳпне кайса ӳкрӗ те йӗпе куҫхупаххисене ыратакан, чикекен пуличченех хытӑ хӗстерчӗ.
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Григорий куҫне хӗстерсе пӑхать ун ҫине, пӑхать те — ҫӑлтӑрӑн янкӑрах мар, анчах куҫа йӗп пек чикекен пӑрлӑ ҫути чӗпӗтнипе хӑйӗн куҫӗсенчен те куҫ тӗкӗсем хушшипе ҫавӑн евӗр сивӗ тумламсем пӑчӑртанса тухнине туять.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Аксинйӑн мамӑкланса тӑракан кӑтра ҫӳҫ пайӑркисемлӗ вӑр-ҫаврака мӑйне астуса илчӗ, вара хӑйне ҫухавийӗ хушӑкӗпе тарлӑ ҫурӑмӗ ҫине такам чикекен типӗ утӑ хылчӑкӗ сапнӑ пек туйса илчӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ирхи сывлӑшра машинӑсем тӗрлӗ шавпа кӗрлени, анчах ҫав кӗрлев пӗр-пӗтӗмӗшлӗ шав пулса вӑрӑммӑн янӑраса тӑни те; сап-сарӑ пучахсене хӑй айне пӗтӗре-пӗтӗре чикекен комбайнӑн инҫетрен ялтӑртатса тӑракан ҫунаттисем те; кӗлте ҫыхакан хӗрарӑмсен сулӑмлӑ аллинче хӗреслӗн-хӗреслӗн хурса тухнӑ кӗлтесем пулакан вырнӑ тырӑ та; кӗлтесемпе, ҫӗмелсемпе, улӑм куписемпе чӑпарланса анлӑланса пыракан вырнӑ тыра пусси те, — пӗр сӑмахпа каласан, мӗн ҫине пӑхатӑн, ҫавсем пурте ҫӗрле ӗҫлекенсен чун-чӗрине пурте савӑнтараҫҫӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Нумай пулмасть ҫулнӑ, чикекен курак ҫинче сыхлануллӑн утса, Хворостянкин капанӑн тепӗр енне шӑппӑн пырса тӑчӗ.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пурте штабра пулнӑ, — халӗ ҫеҫ «1-мӗш №-лӗ объектран» таврӑннӑ, пӗрмай ҫуха хыҫӗнчен чикекен рак хуран чулӗ тӗпренчӗкӗсене кӑларакан Лазарев командир та, строительство начальникӗ, вӑлах аслӑ подрывник Жученков та, яланхи пек тап-таса хырӑннӑ, хӑрӑмланнӑ гимнастерка ҫухи айне тирпейлӗ шурӑ татӑк ҫӗленӗ Корнилов та, шеф-повар Манто та.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
«Кайрӑмӑр» терӗ те Володя, анчах утас вырӑнне, чикекен курӑк ҫине выртса, шӑва пуҫларӗ.Но, сказав «пошли», Володя не пошел, а упал на колючую и холодную траву и пополз.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя хулӑн, чикекен утиялпа витнӗ тимӗр кровать ҫинче пӗччен ларать.А Володя сидел один на железной кровати, покрытой толстым, колючим одеялом,
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Куҫӗсем унӑн ҫунса, пӗҫерсе тӑратчӗҫ, пырне мӗскерле-тӗр чикекен ют япала хирӗлтерсе сарӑлтарать те, ҫав вӑхӑтрах хӗссе пӑвӑнтарать, унтан йӗрес киле-киле каять.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пурнӑҫри хӑйсен вырӑнӗсем пӗр евӗр пулни Ромашова чикекен намӑслӑхпа вӑтантарчӗ, леклентерчӗ пулин те, унра ҫаплах темӗнле халиччен нихӑҫан курман тарӑнлӑх, чӑн-чӑн ҫынлӑх-этемлӗх туйӑмӗ те пурччӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кунашкал минутсене чӑтса ирттерме питех те йывӑррине ҫамрӑк офицер хӑй опычӗ тӑрӑхах пӗлет: сӑмахсене, темиҫе хут каласа та, итлемеҫҫӗ пулсан, пулӑшусӑр вӗсем сывлӑшран ҫакӑннӑ пек кӑна юлаҫҫӗ, вӗсем патне ҫаврӑнса пырасса та темле чикекен намӑслӑх ҫине тӑрса хистенипе ҫех ним шанчӑксӑррӑн пыратӑн.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Малтан вӗсем тарӑн ҫӗрте хӑмӑш ҫумӗпе пычӗҫ; кунта шывӗ Дымова мӑй таран, лутра Кирюха кӗлетки тӗллӗн-тӗллӗн пӗтӗмпех пытанать; вӑл чыхӑна-чыхӑна каять, хӑмпӑ кӑларать, Дымовӗ, чикекен тымарсенчен такӑнса, час-часах ӳкет е сӗрекерен ҫыхланать, иккӗш те вӗсем вӗҫсӗр шавлаҫҫӗ-ҫуйхашаҫҫӗ, пулӑ тытни мар, иртӗхни ҫеҫ пулса тухать юлашкинчен ку вӗсен.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Дениска ҫӑварне карса пӑрахнӑ, тур лашасем пуҫӗсене кӗлте енне тӑсаҫҫӗ, кӳме, чӗриклетсе, тулли лавпа сӗртӗнсе иртет, чикекен пучахсем Христофор аттен шӗлепкине шӑпӑрпа шӑлнӑ пек шӑлса илеҫҫӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Малалла кала-ха, эпӗ сан урапа кустӑрмине чикекен патак ҫинчен итлеме интереслӗ.— Валяй дальше, интересно послушать про палки, которые я тебе вставляю.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нагульнов паҫӑрхи пекех сулахай аллине кӑкри ҫумӗнчен илмесӗр тӑрать-ха, типсе ҫитнипе йӗп пекех чикекен хытса ларнӑ пырӗ патнелле сылтӑм алли унӑн майӗпен ҫӗкленет.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӗтмен ҫӗртенех щетка пек шӑртланса тӑракан, чикекен хӑмӑл ҫине Катерина кӗрсе тӑчӗ.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чикекен курӑксем йӗпсем пек ҫӗршерӗн-ҫӗршерӗн пите-куҫа тӑрӑнчӗҫ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫутӑ пӑнчӑ ҫине халӗ ҫеҫ ҫывӑхран та шӑтарас пек тинкерсе пӑхнӑ тейӗн, куҫсенче шари-шари чикекен ҫав тери вӑйлӑ ырату.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Акӑ халь ӗнтӗ, ҫавӑн пек ирӗк пурӑнӑҫ хыҫҫӑн, унӑн тӑвӑр матроскӑпа урана чикекен чӑлхасем, тӑвӑр пушмаксем, пысӑк улӑм шӗлепке тӑхӑнса ҫӳреме тивет.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949