Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ҫиччӗллине патӑм сана, — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл ӑна, вӑрманти тӑшмана хӗссе кӑларма пуҫланӑ салтаксем хушшинче курсан, унтан ҫывӑхарах пырса, вӑл хӑйӗн кошелекӗпе бумажникне кӑларнӑ та, лешӗ кунӑн парӑмне йышӑнасшӑн пулмасан та, укҫине тыттарса хӑварнӑ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Мӗн вара? — терӗ ӳсӗр ҫын, хӑйне паллӑсем парса хӗтӗртекен драгун капитанне куҫ хӗссе, — Кӑмӑл тумастӑр-им тата?..
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Алексей куҫӗсене хупсанах, ун умӗнче пӗрин хыҫҫӑн тепри — пӗрисем уҫӑмлӑрах, теприсем тӗтреллӗрех — палланӑ сӑнсем мӗлтлетме тытӑнчӗҫ: Михайло мучи хӑйӗн кӗмӗл тӗслӗ ҫӳҫӗсем айӗн ун ҫине пӑшӑрханса пӑхрӗ; Андрей Дегтяренко кӑмӑллӑн пӑхса, куҫӗсене час-час мӑчлаттарса тӑчӗ; такама хӑтӑрса, Василий Васильевич хӑйӗн кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫӗсене силлентерчӗ; ватӑ снайпер, питне пӗркелентерсе, ӑшӑ кӑмӑлпа кулчӗ; шурӑ минтер ҫинчен Алексей ҫине хӑйӗн ӑслӑ, витӗр куракан, кӑшт тӑрӑхларах кулакан, пурне те ӑнланакан куҫӗсемпе пӑхса Воробьев комиссарӑн сарӑрах сӑнӗ курӑнса выртрӗ; ҫил ҫинче Зиночкӑн ҫулӑм пек ҫӳҫӗсем варкӑшрӗҫ; пӗчӗк вашават инструктор Наумов ун майлӑ пулса, ӑна ӑнланса куҫӗсене хӗссе тӑчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Йӑтса кайӑр тенӗ, мӗн шуйттанӗ тата! — кӑшкӑрчӗ те командир темле ют сасӑпа, ҫынсем патӗнчен айӑккалла пӑрӑнса, ҫиле хирӗҫ пынӑ пек куҫӗсене хӗссе, хӑвӑрт утса кайрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Мӗншӗн эсир ҫапла пулӗ-ха тесе ӗненсех тӑратӑр? — терӗ мана штабс-капитан, чеен кулнӑ майӑн куҫне хӗссе.— А почему ж вы так уверены? — отвечал мне штабс-капитан, примигивая с хитрой улыбкою…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Нимӗҫсен малтанхи планӗ — танксен пысӑк вӑйӗсемпе усӑ курса, пирӗн Курскран кӑнтӑр еннелле тата ҫурҫӗр еннелле тунӑ укрепленисене ҫӗмӗрсе Хӗрлӗ Ҫарӑн Курск патӗнчи группировкине хыпчӑк пек хӗссе ҫавӑрса илесси, унта «нимӗҫсен Сталинграчӗ» тӑвасси — пирӗн оборона ҫирӗп пулнипе тӳрех путланса ларнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей пуҫне икӗ аллипе тытса, ӑна лапчӑтса пӑрахма тӑрӑшнӑ пек хӗссе ларнӑ.Алексей сидел, охватив голову обеими руками и сжав ее так, точно хотел раздавить меж ладонями.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ну-с, ҫамрӑк ҫын, гимнастёркуна хывӑр-ха, — терӗ Мировольский, куҫӗсене хӗссе.— Ну-с, молодой человек, — сказал Мировольский, щурясь, — снимайте гимнастерку.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унта пӗр-пӗрине хӗссе пырса, хӗррисене ылтӑнланӑ пек курӑнакан пӗлӗтсем шунӑ.Суетливой толпой ползли, напирая друг на друга, мелкие облака.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Пурпӗрех вӗренетӗп! — ҫирӗппӗн хушса хучӗ Мересьев, урисем ҫумӗнчен протезсене вӗҫертсе пӑрахса, чӗнсем хӗссе тӑнӑ вырӑнсене чӗрнисемпе мӗн вӑй ҫитнӗ таранах хыҫма тытӑнса.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лешӗ ӑна нумайранпа палланӑ ҫын пекех куҫ хӗссе илчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑйне ӗненменшӗн кӳреннӗ Витамин ырханкка ачана хӗссе пыма тытӑнчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тупӑкҫӑ, хӑйӗн яланхи йӑлипе, ытлашши илместӗп тесе, тупа тунӑ; приказчикпа иккӗшӗ пӗр-пӗрне куҫ хӗссе илнӗ, вара кирлӗ ӗҫсене хатӗрлесе ҫитерме тухса кайнӑ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Хӑйсен кил-йышӗ хушшинче юлашки кун пурӑнатӑп тесе шухӑшлани унӑн чӗрине тем пекех хӗссе тӑнӑ.Мысль, что уже в последний раз провожает она день посреди своего семейства, стесняла ее сердце.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пӗр-икӗ эрнерен эпӗ ҫав чӗнмесӗр ҫӳрекен ҫын мана уйрӑммӑнах тем систерсе куҫ хӗссе илнӗ пек туйӑнчӗ.Недели через две мне показалось, что молчальник как-то особенно подмигнул одним глазом.
«Пирӗннисем» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
— Хӗр-и? — кӑштах хавасланчӗ майор, сестра еннелле пӑхса, куҫне хӗссе илсе.— Барышня? — оживился майор, подмигивая в сторону сердитой сестры.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Савнинчен-и — терӗ те вӑл Алексее куҫне хӗссе илсе, тутӑра хӑй минтерӗ айне пытарса хучӗ.— От симпатии\? — он подмигнул Алексею и спрятал платок себе под подушку.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сестра тухса кайсан, Стручков ун хыҫӗнчен пӑхса куҫне хӗссе илчӗ:
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев журнала хуллен кӑна шӑлса якатрӗ те, поручик сӑнне куҫ хӗссе илчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл пӗтӗмӗшпех ҫырусем ӑшне путса, хӑшне хӑҫан ҫырнине асӑрхамасӑрах вуласа пырса, Комиссар сестрана куҫ хӗссе илнине те, вӑл Алексей енне кулкаласа кӑтартса, сестрана хӑлхинчен хуллен кӑна: «Манӑн эмел сирӗн пур люминалсемпе вероналсенчен те нумай лайӑхрах» — тесе пӑшӑлтатнине те сисмерӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950