Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑтланса (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех ӑна пӗр ҫапкаланчӑкӑн виллине пристань патӗнче, шыв ӑшӗнче, тупни ҫинчен те каласа кӑтартрӗҫ: хӑвалакансенчен тарса хӑтӑлма хӑтланса, вӑл шыва анса кайнӑ пулмалла.

А также о том, что тело «оборванца» в конце концов выловили из реки около перевоза; должно быть, он утонул, спасаясь бегством.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл Беккие сӑмахлаттарма хӑтланса пӑхнӑ, анчах хӗрачана ытла та пысӑк хуйхӑ пусса илнӗ; унӑн мӗнпур ӗмӗчӗ те йӑлтах сӳнсе ларнӑ.

Он старался вовлечь Бекки в разговор, но она была слишком подавлена горем и ни на что больше не надеялась.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки каланӑ: «Эпӗ хама хам алла илме хӑтланса пӑхатӑп, акӑ тӑратӑп та, эсӗ ӑҫталла ертсе каятӑн — ҫавӑнталла пыратӑп, ҫавнашкал сӑмахсем ан та кала, мӗншӗн тесен эпӗ хам та санран кая мар айӑплӑ», — тенӗ.

Она сказала, что попробует собраться с силами, встанет и пойдет за ним, куда угодно, лишь бы он перестал себя упрекать, он виноват не больше, чем она.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Полли мӑнаккӑшӗпе миссис Тэчера йӑпатма хӑтланса, хӗрарӑмсем кунӗпех вӗсем патне ҫӳрерӗҫ; вӗсемпе пӗрле макӑрчӗҫ, ҫакӑ ӗнтӗ йӑпатса калакан сӑмахсенчен пуринчен те лайӑхрах пулчӗ.

Женщины навещали тетю Полли и миссис Тэтчер, стараясь их утешить; они плакали вместе о ними, и это было гораздо лучше слов.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Гек хӑй йӑнӑш каласа янине темиҫе хут та тӳрлетме хӑтланса пӑхрӗ, анчах старикӗ пӗрре те хӑй куҫӗсене ун ҫинчен илмерӗ, Гек йӑнӑш хыҫҫӑн йӑнӑш каласа пычӗ.

Он попробовал вывернуться, но старик не спускал с него глаз, и Гек завирался все хуже и хуже.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан Том ҫапла каларӗ: — Итле-ха, Гек, Джо индеец ҫав пӳлӗмре ҫуккине лайӑхах пӗлмесӗр эпир ҫавна тума хӑтланса та пӑхмӑпӑр.

Наконец Том сказал: — Слушай, Гек, давай больше не будем пробовать, пока не узнаем наверно, что индеец Джо ушел.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кайса хӑтланса пӑх!..

Попробуй поди!

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ икӗ уҫӑ юраттарма хӑтланса пӑхрӑм, епле те пулин хуллентерех хӑтланасшӑн хам, анчах уҫҫисем ҫав тери шӑкӑртаттарма пуҫларӗҫ, эпӗ хӑранипе аран ҫеҫ сывласа тӑтӑм.

Стал я пробовать ключи, тихонько, как можно тише; попробовал два, а наделал такого шуму, что я даже дышать не мог, так испугался.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑтланса пӑхам-ха…

Попробую.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эсӗ нумайтарах ҫӑра уҫҫи тупса хатӗрлеме тӑрӑш, эпӗ мӑнакканне пур уҫҫисене те илетӗп, вара пирвайхи тӗттӗм каҫах ҫав алӑка уҫма хӑтланса пӑхӑпӑр.

Ты раздобудь побольше ключей — ну сколько можешь, а я стащу все тетины ключи, и в первую же темную ночь мы пойдем туда и попробуем, не подойдет ли который-нибудь.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Урай хӑмисем хушшинчи ҫурӑксем витӗр мӗн те пулин курма хӑтланса, ачасем урайне тӑсӑлса выртрӗҫ, сехрисем хӑпнипе ҫавӑн пек тапранмасӑр выртрӗҫ.

Мальчики растянулись плашмя на полу и, глядя в круглые дырки от сучков, стали ждать, замирая от страха.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑтланса пӑхтӑр-ха!

Пускай только сунется.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эпӗ Кардиф тӑвӗ ҫинче, тӑлӑх арӑм ҫурчӗ хыҫӗнче, ватӑ йывӑҫ айӗнче хӑтланса пӑхас мар-ши тесе шухӑшлатӑп.

— Давай попробуем рыть под старым деревом на Кардифской горе, за домом вдовы Дуглас.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавнашкал татах та хӑҫан та пулин, тепӗр чухне хӑтланса пӑхма пултаратпӑр.

Можно и еще попробовать покопать.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Утравра, пирӗн Джексон утравӗнче, шырама хӑтланса пӑхкалӑпӑр ӗнтӗ.

Мы уж пробовали копать на острове Джексона.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах Мефф Поттерӑн защитникӗ пӗр свидетельне те тӗпчеме хӑтланса пӑхмарӗ.

Но ни один из свидетелей не был допрошен защитником.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах вӑл чапа тухма хӑтланса пӑхни ӑнӑҫлӑ пулмарӗ.

Но эта претензия прославиться не имела никакого успеха.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑтланса пӑхтӑр.

Пускай попробует!

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл ҫынсенчен аяккалла уйрӑлса кайрӗ, хӑйне питех телейсер тесе шутларӗ, ҫавӑнпа вӑл Сида тавӑрма та хӑтланса пӑхмарӗ, Сид пустуях унтан кайри алӑк витӗр тухса тарма васкарӗ.

Он ушел от тетки, чувствуя себя таким несчастным, что ему не хотелось даже мстить Сиду; так что поспешное отступление Сида через заднюю калитку оказалось совершенно излишним.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юлашкинчен вӑл ӑна ҫапла каларӗ: «Халӗ ӗнтӗ эсӗ хӑвӑн мӗн тӑвассу килет, ҫавна тума пултаратӑн: хӑвна ху пӗтерсе хума, манӑн кӑвак пуҫӑма намӑс кӑтартма, мана тӑпра ӑшне кӗртсе вырттарма та пултаратӑн — ҫапах сана тӳрлетме май килес ҫук; эпӗ сана тӳрлетме хӑтланса та пӑхмастӑп ӗнтӗ», — терӗ.

а в конце концов сказала, чтобы он и дальше продолжал в том же духе, — пускай погубит себя, а старуху тетку сведет в могилу: ей уже не исправить его, нечего больше и стараться.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней