Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мана ҫав инкекрен ҫӑлса хӑварса, Огнянова вилӗмрен хӑтаракан ҫав пархатарлӑ ҫын кам-ши вара?Кто тот неизвестный благодетель, что спас меня от опасности, а Огнянова от верной гибели?
IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Старикпе хӗрачана ҫав икӗ усал ҫынран хӑтаракан паттӑра вӑл тӗлӗнсе те сума суса пӑхса илчӗ.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вилӗмрен хӑтаракан турӑ: «Ҫывӑх ҫынна хӑвна шелленӗ пекех шелле», тесе вӗрентнӗ.А спаситель как научал: «Пожалей ближнего, как самого себя».
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Укҫа, чӑнах та, ҫук вара, — ҫивӗччӗн каласа хучӗ Обломов, укҫа ҫукки ют ҫӗршыва каяссинчен хӑтаракан пӗртен-пӗр тӗрӗс сӑлтав пулнишӗн савӑнса.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗнле кӳреннӗ вӑл ҫакна пӗлсен, сывлӑхлӑ чиновникӗн службӑна каяс мар тесен, ҫӗр чӗтрени ҫеҫ вырӑнлӑ сӑлтав пулӗччӗ-и тен, анчах, инкеке тенӗ пекех, Петербургра ҫӗр чӗтремест; шыв илни те, паллах, ӗҫе каяссинчен хӑтаракан сӑлтав пулнӑ пулӗччӗ, анчах вӑл та кунта сайра пулкалать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫӗр чӑмӑрне хӑтаракан васкавлӑ экспедици — тени пулать.— Чрезвычайная экспедиция по спасению земного шара это значит.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анне ӑна — вилӗмрен хӑтаракан ангел, тесе ыталаса илчӗ.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл акӑ мӗншӗн хӑрарӗ: хӑвӑртрах ҫитмесен, Мускавран вӗҫсе килнӗ самолёт вӗсене кӗтсе илмесӗрех каялла кайӗ, вара унӑн вилӗмрен хӑтаракан клиникӑна паянах лекесси пулмасть, тесе шухӑшларӗ вӑл.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран хӑтаракан Турӑ! Ҫӳлте вӗҫсе ҫӳрекен инкек-синкекрен, чупса ҫӳрекен инкек-синкекрен, утса ҫӳрекен инкек-синкекрен, ларса тӑракан инкек-синкекрен, выртса тӑракан инкек-синкекрен, Турӑ ашшӗ, Турӑ амӑшӗ, инкек-синкеке сирсе тӑр, курайман тӑшмана сыхласа тӑр.
Кил пуҫӗн кӗлли (15) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 16 с.
9. Эсир пире епле хапӑл тунине, эсир йӗрӗхсене пӑрахса Турӑ енне епле ҫаврӑннине ҫынсем хӑйсемех каласа кӑтартаҫҫӗ, эсир ӗнтӗ чӗрӗ Турра, чӑн Турра ӗҫлесе пурӑнатӑр, 10. ҫӳлтен Унӑн Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлӗ, пире пулас ҫилӗрен хӑтаракан Иисус, килессе кӗтсе тӑратӑр.
1 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ун урлӑ эсир те Христос Иисуспа пӗрлешнӗ, Вӑл пире Турӑран ӑс паракан, тӳрре кӑларакан, тасатакан, хӑтаракан пулчӗ.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире (хӑвӑра пысӑка хурасран) ҫак вӑрттӑнлӑх ҫинчен пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: Израиль халӑхӗ пӗтӗмпе мар, хӑшӗсем ҫеҫ аташса кайнӑ, ку та ӗмӗрлӗхе пымӗ, суя тӗнлисем пурте Турӑ патне пыриччен ҫеҫ тӑсӑлӗ, 26. ҫапла ӗнтӗ хӑҫан та пулин пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫӑлӑнӗ, Ҫыру ун ҫинчен ҫапла калать: «Сионран Хӑтаракан килӗ те Иаковран йӗркесӗрлӗхне сирӗ. 27. Вӗсен ҫылӑхӗсене сирсессӗн, вӗсемпе ҫак халала хывӑп» тет.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫав «сана кам пирӗн пуҫлӑх, пирӗн тӳре туса лартрӗ?» тесе хӑйсем йышӑнман Моисее, йӗплӗ тӗм ӑшӗнче курӑннӑ Ангел урлӑ, Турӑ пуҫлӑх та, хӑтаракан та туса янӑ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Пӗтӗм Израиль халӑхӗ уншӑн хурланса хӳхленӗ, нумай кун хушши хуйхӑрса ҫӳренӗ, 21. «ҫав тӗрлӗ вӑйлӑ ҫын, Израиле хӑтаракан, епле ӳксе вилчӗ-ши?» тесе куҫҫулӗ тӑкнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Санӑн ҫиллӳ юханшывсем ҫине ӳкрӗ-им? тарӑхӑву юханшывсем ҫине, хаярлӑху тинӗс ҫине ӳкрӗ-им, ҫавӑнпа Эсӗ Хӑвӑн утусем ҫине, Хӑвӑн хӑтаракан ҫар ураписем ҫине лартӑн-им?
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пирӗнпе чурасем хуҫаланаҫҫӗ, пире вӗсен аллинчен хӑтаракан никам та ҫук.8. Рабы господствуют над нами, и некому избавить от руки их.
Хӳх 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӗнтӗ ку халӑха юхӑнтарнӑ, ҫаратнӑ; вӗсене пурне те ҫӗр айне ҫыхса лартнӑ, тӗрмене хупса хунӑ; вӗсем — ыттисен тупӑшӗ, хӑтаракан ҫук; вӗсене ҫаратнӑ, никам та: «каялла парӑр!» темест.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫакӑнпа Эсӗ пирӗн тӑшмансене Ху пӗтӗм усалран хӑтаракан пулнине кӑтартса панӑ: 9. вӗсене хӗрлӗ шӑрчӑкпа шӑна суранлани вӗлернӗ, вӗсен чунӗсене сиплекен тупӑнман, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫав асапа тивӗҫлӗ пулнӑ.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Чӗрем хавшаса ӳкнипе Сана тӗнче хӗрринчен тархаслатӑп; мана хам ҫитейми чул ту ҫине тӑратсам: 4. Эсӗ — манӑн тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, Эсӗ — тӑшманран хӑтаракан тӗреклӗ хӳтлӗхӗм.
Пс 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. ху вара Эпӗ вӗрентнине кураймастӑн, Ман сӑмахӑмсене хыҫна пӑрахатӑн; 18. вӑрра курсассӑн, унпа килӗштеретӗн, аскӑн ҫынсемпе хутшӑнатӑн; 19. ҫӑварна усал сӑмах калаҫма каратӑн, чӗлхӳ ултавлӑ хавха тӗвӗлет; 20. тӑванна ҫисе калаҫса ларатӑн, аннӳ ывӑлӗ ҫинчен элек саратӑн; 21. ҫавӑн пек турӑн эсӗ, Эпӗ чӗнмен пулсассӑн эсӗ Мана ху пек тесе шухӑшлаттӑн. Тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑп сана, [ҫылӑхусене] куҫу умне тӑратӑп. 22. Эй Турра манакансем, ӑнласа илӗр ҫакна, Манӑн сире пӗтерсе тӑкмалла ан пултӑр — хӑтаракан пулмӗ. 23. Мана кам мухтав парнийӗ кӳрет, Мана ҫавӑ хисеплет, кам хӑй ҫул-йӗрне астуса пырать, ҫавна Эпӗ Турӑ ҫӑлнине кӑтартӑп» тет.
Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.