Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑраман (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем валли чи таса чӗреллӗ ҫынсене, нимрен хӑраман ҫынсене, тӑван ҫӗршывшӑн пурнӑҫне пама хатӗр ҫынсене суйлаҫҫӗ.

В них отбираются люди самые честные, самые преданные и бесстрашные.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑрарӗ-и вӑл е юриех хӑраман пек турӗ, е чӑннипех те хӑрамарӗ, анчах вӑл кӑлт та сикмерӗ, хускалмарӗ, хӗрелсе кӑна кайрӗ, ӑна та пулин — кайран ҫеҫ.

Испугалась ли она и притворилась, что не испугалась, или точно не испугалась, но она не вздрогнула, не пошевелилась, а только покраснела, и то после.

XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Нихҫан та Володя ҫӗр айӗнчи крепоҫран ҫӳле тухма хальхи пек хӑраман.

Ни разу еще Володе не было так страшно уходить из подземной крепости наверх.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Нимӗнрен хӑраман Шустов вилнӗ.

Погиб бесстрашный Шустов.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах кашнинчех нимӗнрен хӑраман хастар та шӳт тума юратакан Любкин командовать тӑвакан пост енчен гитлеровецсем ҫине вут-хӗм тӑкӑннӑ.

Но каждый раз огонь с поста, которым командовал Любкин, балагур, отчаянная голова, совершенно не считавшийся с опасностью, встречал пришельцев, слепил и оглушал их из темноты провала.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Э, ӗлӗк ҫынсем ӑҫта ҫӳреме хӑраман пулӗ!

— Э, мало куда раньше люди не ходили!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫак самантра Володя нимӗнрен те хӑраман, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ самолетсем ӑна та хӳтӗленнӗн туйӑнчӗҫ, ӑнсӑртран пырса тивнӗ бомба осколокӗ вӗлерме пултарни ҫинчен вӑл пачах шухӑшламан.

В эту минуту Володе казалось, что сам он неуязвим, самолеты с красными звездами прикрывают его путь сверху, он даже и не думал о том, что любой случайный осколок близко упавшей бомбы мог бы смести его с лица земли.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Чипер те кӗрнеклӗ, сарлака хулпуҫҫи ҫинчи пуҫне кунта та ҫӗр айӗнче, — тӳп-тӳрӗ тытса ҫӳрекен, ялан ӑшшӑн кулса пӑхакан илемлӗ сӑн-питлӗ Сергеев, ӑҫта вӑйлӑ та лӑпкӑ, нимӗнрен хӑраман ҫын кирлӗ, ҫавӑнта пулнӑ.

Красивый, ладный, даже здесь, под землей, высоко несущий голову на богатырских плечах, с неизменной участливо-терпеливой улыбкой на пригожем лице, он появлялся везде, где требовалась помощь очень сильного, спокойного и бесстрашного человека.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ун пек чух гитлеровецсем курӑнми, нимрен хӑраман партизансем пурӑнакан хӑруш тӗттӗмлӗхрен хӑвӑртрах тарма тӑрӑшнӑ.

Обычно в таких случаях гитлеровцы отступали, спеша унести ноги из пугавшей их тьмы, населенной невидимыми и бесстрашными противниками.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл хӑй те мӗн пирки кӳреннине калама пултарас ҫук; сасартӑк пуриншӗн те, хӑйӗншӗн те хӑраса ӳкрӗ тата Володя Дубинин — ҫав тери хӑюллӑ, нимӗнрен хӑраман Володя, Светлана шутланӑ тӑрӑх, чӑн-чӑн паттӑр ӗҫ тума пултаракан Дубинин, сасартӑк, палӑрса тӑман темиҫе ҫӗр ачасем пек, хирӗҫ пӗр сӑмах каламасӑр, амӑшӗпе пӗрле хӑрушлӑхран аякка каять.

Она и сама не могла бы объяснить, что ее так расстроило; просто ей стало вдруг страшно за всех и за себя и сделалось обидно, что Володя Дубинин, всегда такой храбрый, ничего не боявшийся Володя Дубинин, которого она считала способным на настоящий подвиг, вдруг, как самый обыкновенный мальчик, похожий на сотни других, послушно уезжает с мамой подальше от опасности.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вилӗмрен хӑраман.

На смерть решился.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ачан кӑмӑлне кайнӑ кӗнекесенче ҫулҫӳрекенсем, воинсем, революционерсем, вилӗмрен хӑраман, хӑрушлӑха пӗлмен хастар ҫынсем ҫинчен, тӗрӗслӗхшӗн ҫапӑҫакан ырӑ кӑмӑллӑ паттӑрсем, суяпа пусмӑрлӑха кураймансем ҫинчен ҫырнӑ пулнӑ.

Путешественники, воины, революционеры, люди отважные, презиравшие смерть, не знавшие страха, великодушные, воители за правду, ненавистники лжи и насилия действовали в этих особенно полюбившихся мальчику книгах.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хӑрасса вӑл хӑраман, анчах та хӑй вырӑнӗнче урӑх ҫын пулсан, вӑл ҫынна хӑрушӑ пулма пултарнине туйнӑ, ҫавӑнпа та вӑл, тӗтреллӗ нӳрлӗ вӑрманалла уйрӑммӑнах хытӑ тинкерсе, сайра та вӑйсӑр сасӑсене итлесе, пӑшалне алӑран алла куҫарнӑ тата хӑйӗн кӑмӑллӑ та ҫӗнӗ туйӑм пуррине сиссе пычӗ.

Не то чтоб ему было страшно, но он чувствовал, что другому на его месте могло быть страшно, и, с особенным напряжением вглядываясь в туманный, сырой лес, вслушиваясь в редкие слабые звуки, перехватывал ружье и испытывал приятное и новое для него чувство.

XIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Нимрен хӑраман авантюристсем шулерсем пулса тӑчӗҫ.

Бесстрашные авантюристы сделались шулерами.

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эпӗ час-часах ҫепӗҫ, тап-таса, чечен хӗрарӑмсем ҫинчен, вӗсен ҫутӑ куҫҫулӗпе ытарса тӑранмалла мар куллисем ҫинчен шухӑшлатӑп, шухӑшлатӑп ҫамрӑк, чыслӑх тӗлӗшпе ним айӑпсӑр ача амӑшӗсем ҫинчен, юратушӑн вилӗме кӗрекен еркӗн-савнисем, пӗтӗмпех пӗлсе тӑракан, нимӗнрен хӑраман, юр пек шурӑ чунлӑ, пӗр ҫылӑхсӑр та мӑнаҫ кӑмӑллӑ хӗрсем ҫинчен.

Я думаю часто о нежных, чистых, изящных женщинах, об их светлых и прелестных улыбках, думаю о молодых, целомудренных матерях, о любовницах, идущих ради любви на смерть, о прекрасных, невинных и гордых девушках с белоснежной душой, знающих все и ничего не боящихся.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Ҫав турӑран хӑраман ҫынна тытма та, пӗлме те ҫук, — терӗ килнӗ ҫынсенчен пӗри.

— Этого безбожника-консула нельзя ни поймать, ни узнать, — сказал один из присутствующих.

XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унтан вӑл плансӑр-мӗнсӗрех темиҫе гектар та пулин акса хӑвармалӑх типӗ ҫанталӑкран хӑраман ҫурхи тулӑ вӑрлӑхӗ тупса килесшӗн пулчӗ; селекци станцин сӑнав пуссинче ҫав тулӑ, пӗлтӗр типӗ ҫанталӑк тӑнӑ пулин те, лайӑх тӳссе ирттернӗ тата калама ҫук пысӑк тухӑҫ панӑ.

Там он внеплановым порядком хотел добыть на обсеменение хотя нескольких гектаров засухоустойчивой яровой пшеницы, превосходно выдерживавшей длительный период бездождья и давшей в прошлом году на опытном поле станции отменный урожай.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ лашана каялла хӑвӑрттӑн ҫавӑртӑм та, нимӗн курман, ним ҫинчен шутламан тата нимрен хӑраман ухмахла хаярлӑх ярса илнипе карт туртӑнса, нухайкка аврине хыттӑн ҫатӑрласа тытрӑм.

Я быстро повернул назад лошадь и судорожно сжал рукоятку нагайки, охваченный той безумной яростью, которая ничего не видит, ни о чем не думает и ничего не боится.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Сӑмахран, ӑна хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнчи мачча ҫурӑкӗ хӑратман: вӑл ӑна хӑнӑхса ҫитнӗ; пӳлӗмре яланах пӑчӑ сывлӑш пулни тата ниҫта тухмасӑр питӗрӗнсе ларни ҫын сывлӑхӗшӗн каҫхи нӳртен те сиенлӗ пулни унӑн пуҫне пырса та кӗмен; кашни кунах ытлашши ҫини хуллен-хулленех вилӗм патне илсе пырать, анчах вӑл ҫакна та хӑнӑхнӑ, унран хӑраман.

Его не пугала, например, трещина потолка в его спальне: он к ней привык; не приходило ему тоже в голову, что вечно спертый воздух в комнате и постоянное сиденье взаперти чуть ли не губительнее для здоровья, нежели ночная сырость; что переполнять ежедневно желудок есть своего рода постепенное самоубийство; но он к этому привык и не пугался.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Алексей Николаевич халӑх йышлӑ хутшӑнакан пухусенче пуҫлӑхсен ҫитменлӗхӗсем ҫинчен уҫҫӑн калама хӑраман.

Прямой и решительный в своих действиях, Алексей Николаевич не стеснялся выступить с резкой критикой на самых многолюдных собраниях.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней