Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫенӗке ҫилпе вӗҫсе кӗнӗ турпас татӑкӗсене шупка хӗрлӗ ҫулӑм ярса илчӗ, чӑланпа ҫенӗк хушшинчи хӑма стена хӑвӑрт ҫунма пуҫларӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ун хыҫӗнчен купцасемпе пупсен ҫиелтен хӑма ҫапса сӑрланӑ капӑр керменӗсем, пуян казаксен ҫурчӗсем — шӑпах ӗнтӗ «тӗттӗм казаксене сӗмсӗррӗн улталаса хӗҫпӑшаллӑ пӑлхава ҫӗкленӗ» хуҫасен килӗсем — йӳҫӗ тӗтӗм-ҫулӑмпа мӑкӑрланса юлчӗҫ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑма сарнӑ кӗпер ҫинче, ҫуркунннхи таса шӑплӑхра, унӑн сайран илтӗнекен ури сассисемпе ӑна хӑваласа ҫитме васкакан Наталья вӗтӗртетни янӑраса тӑчӗ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пантелей Прокофьевич сарай лупасӗ айӗнче тупӑк валли хӑма савалать.Пантелей Прокофьевич стругал под навесом сарая доски на гроб.
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Турӑ ҫук, ухмахсем ӗненеҫҫӗ ӑна, ҫак хӑма татӑкӗсене пуҫҫапаҫҫӗ!
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑнтӑрла тӗлӗнче, вар ҫийӗпе сӑрхӑнса юхакан ӑшӑ ӑрша хыҫӗнче, Мишка тимӗр витнӗ казарма тӑррине, вӗрлӗк картапа ут витин сӑлпӑран ҫанталӑка пула тӗссӗрленсе кӑвакарнӑ хӑма ҫивиттине курнӑ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ав тата, — вӑл аллине ҫывӑхри капмар пӳрт ҫине кӑтартрӗ, — тӑпрас ҫумне те хӑма ҫапнӑ, пӗрени ан ҫӗртӗр тесе.И вот, — он указал на ближний богатый курень, — завалинка тоже обметана тесом: чтоб дерево не гнило.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Тӑпӑлтар, Самара! — паттӑрланса кӑшкӑрчӗҫ хӳме ҫумӗнчен хӑма хӑйпӑтса хӑтланакан пӗр патвар ҫамрӑка.— Ломай, Самара! — крикнули одному дюжему парню, отдиравшему доски от забора.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пуш-пушах ларать чӳречисемпе алӑкӗсене хӑма ҫапса хӑварнӑ пӳрчӗ — ҫурри ишӗлсе аннӑскер, ҫуллахи вӑхӑтра та темле хурлӑхлӑн та тӗксӗммӗн курӑнаканскер.Пустовал его забитый дом, полуразрушенный и мрачный даже в летнюю пору.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑма ҫуракан заводран икӗ кун ӗнтӗ урамсем тӑрӑх юпасем турттарнӑ, лавсем хыҫҫӑн, кӗреҫесем йӑтса, ҫӗр чавакансем пынӑ.
XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Лаша е вӑкӑр кӳлнӗ урапасем калла-малла чупаҫҫӗ, юнашар, сиккелесе, пушшисемпе хӑмсарса, хӑвалакан ачасем чупса пыраҫҫӗ: хӑма сарнӑ сукмак тӑрӑх, вӑчӑра пек тӑрса тухса, ҫӗр тиенӗ наҫилккасем ҫӗкленӗ хӗрарӑмсем утаҫҫӗ; вӑйпитти йӗкӗтсем пӗр кӗпе вӗҫҫӗн кӑна, пичӗсем хӗрелсе хуралсах кайнӑ, вӗсем лумсемпе ҫӗр катаҫҫӗ, ҫӗрӗ вара кӑмака пысӑкӑш катӑла-катӑла ӳкет; икӗ ача ҫинче кантра тӑсса пыраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн кӗрӗк ҫинчен брезент плащ тӑхӑннӑ ҫын хул айне кӗнеке хӗстерсе утать; ачасем шӑннӑ ҫӗре юпа ҫапса хӑвараҫҫӗ те кантрана малалла туртаҫҫӗ; пӗр ушкӑн вӑкӑр — ултӑ мӑшӑр — пӗр касӑллӑ плуга туртаҫҫӗ; плуг аврине икӗ маттур арҫын пӗтӗм вӑйпа пусса утаҫҫӗ, плуг, вӗтӗ чуллӑ ҫӗре шӑтӑр-шӑтӑр касса кӗрсе, чӗркуҫҫи таран йӗр хӑварса пырать…
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Хӑма ҫуратӑр-и? — ыйтрӗ Сергей, чӳрече умӗнчи пукан ҫине ларса.— Доски пилите? — спросил Сергей, садясь на стул возле окна.
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Хӑма ҫурма васкаҫҫӗ», — шухӑшларӗ те Сергей тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.«Пилят, торопятся», — подумал Сергей и стал смотреть в другую сторону.
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑма ҫуракан заводра пӗри трактора ӗҫе яма хӑтланнӑ, анчах ниепле те тапратса ярайман: мотор, автомат черечӗ пек, кӗр-кӗр кӗрлесе илет те каллех чарӑнать, шыв хӗррине кӑвак хӑю пек ҫинҫен тӗтӗм туртӑнать.
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Халӗ ӗнтӗ станицӑри совет ҫурчӗ патӗнчен ҫара йывӑҫ турачӗсем витӗр Кубань ҫыранӗ те, хӗрлӗрех тӗслӗ пӗрене шаршанӗсем те, хӑма ҫуракан заводӑн хӑма витнӗ ҫийӗ те, инҫетре, пӗр сӑмсах айӗнче, гидростанцин ҫӳллӗ пирки таҫтанах курӑнакан ҫийсӗр ҫурчӗ те янках курӑнаҫҫӗ.
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Халӗ ӗнтӗ шыв хӗрринче ҫырма тулли пӗрене, шаршансенче хӑма, мачча пӗренисем выртнӑ.Теперь же пойма была завалена лесом — штабелями лежали и бревна и доски.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Йывӑҫ шаршанӗсемпе юнашар, лутра сурӑх карти пек, хӑма ҫуракан завод ларнӑ, кунта пӑчкӑ юрри уйрӑмах хытӑ илтӗннӗ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унта, чӑнкӑ ҫыран хӗрринче, чӗкеҫ йӑви пек, йӗри-тавра хӑма тӑратса тухнӑ гидростанци ҫурчӗ ларать.Там, у высокого обрыва, как ласточкино гнездо, лепилось обставленное лесами здание гидростанции.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кустӑрмисене пӗрене тӑршшӗ сиктернӗ, ҫӗнӗ хӑма тиенӗ лавсем, шурӑ хӑю пек, площадь тӑрӑх тахҫанччен станица хыҫнелле шурӗҫ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑма ҫуракан заводран кӳлнӗ лашасем килеҫҫӗ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.