Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем хӑйсене ушкӑн-ушкӑнӑн тытаҫҫӗ, кашни хӑйӗн енчисемпе пуласшӑн, космополит пулса тӑракан босяксене кӑна ыттисенчен лайӑхах уйӑрса илме пулать — вӗсем хӑйсене хӑйсем никама пӑхӑнман пек тыткалаҫҫӗ, вӗсен тумӗ те, калаҫӑвӗ те ана-ҫарантан выҫлӑх пирки ҫеҫ вӑхӑтлӑха уйӑрӑлнӑ, анчах ӑна манман ҫынсенчен урӑхла.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
«Ку ырлӑха туллин курма ҫук пулас», шухӑшланӑ вӑл: «е телейлӗ юратман чӗресем именчӗклӗ: вӗсем именсе пытанаҫҫӗ, ӑслӑ ҫынсене тавлашса ҫӗнтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; тен, ун пек ҫынсене хӗрхенеҫҫӗ вӗсем, хӑйсем телейлӗрен лешсен ҫылӑхне каҫараҫҫӗ, мӗншӗн тесен лешсем хӑйсен телейне, аталанма памасӑр, хӑйсемех пылчӑк ӑшне таптаҫҫӗ».
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑлчансен вара кӑсӑруксӑр картузӗсем ҫине Н. М. саспаллисем ҫаптарнӑ (унӑн величество карапӗ), вӗсем хӑйсене уясарах тытаҫҫӗ, ҫапах вӗсен те пирӗн моряксенчен йӑлтах уйрӑмлӑхӗ вӑл — хӑйсене хӑйсем сыхланарах тытас ҫукки, ку тӗлӗнтерет вара мана.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем хӑйсем тӗллӗн мӗн те пулин тума пултармалли ҫынсем мар, ҫавӑнпа та, пуринчен ытла шухӑшланипе мар, шалти туйӑм хушнипе, хайсене валли пулӑшу тата хӑйсене ертсе пыракансене, хӑйсене тӗрӗс ҫул ҫине илсе тухма пултаракансене шыраҫҫӗ; вӗсем пире пулӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесен пирӗнтен пулӑшу кӗтеҫҫӗ.
«Флинк» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Хресченсемпе дворовӑйсене вӑл, лешсем ӑна тем пек пӑхӑнса пурӑннӑ пулсан та, ҫав тери чӑрсӑр та хытӑ тыткаланӑ, вӗсем ҫапах хӑйсен улпучӗн пуянлӑхӗпе тата унӑн чапӗпе мухтаннӑ; улпут хӳтӗлессине шанса, кусем хӑйсем те, улпутне кура, унӑн кӳршисем умӗнче хӑйсене мӑнаҫлӑн тытма пӑхнӑ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«11. Муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнакан ҫынсем хӑйсем тивӗҫлӗ должноҫсем йышӑнакан вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене, ҫавӑн пекех хӑйсен упӑшкисен (арӑмӗсен) тата ҫула ҫитмен ачисен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене муниципалитетӑн право акчӗсемпе палӑртакан йӗркепе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен «Интернет» информаципе телекоммуникаци сетӗнчи официаллӑ сайчӗсенче вырнаҫтарма тата (е) массӑллӑ информаци хатӗрӗсене пичетлесе кӑларма тӑратаҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнма шутлакан граждансем тата ҫав должноҫсене йышӑнакан ҫынсем хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратасси тата ҫав сведенисем чӑн тата тулли пулнине тӗрӗслесси ҫинчен" саккунӗн 2 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №42 от 04 июня 2019 г.
Вӗсем ҫакна ҫеҫ пӗлнӗ; вӑхӑт питӗ нумай иртсен (хӑйсене ҫапла туйӑинӑ) вӗсем иккӗшӗ те ыйха кайса ним пӗлми пулнине хӑйсем ҫинчен сирсе пӑрахнӑ та хӑйсене пырса тивне инкеке каллех туйма пуҫланӑ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫав чее ултавҫӑ, ҫав илӗртекен ҫӗлен хӑйсене ҫӑмӑллӑнах лартнӑшӑн вӑл ачасем хӑйсене хӑйсем питӗ тарӑхрӗҫ.Они сами себя презирали за то, что дались в обман хитрому проныре и попались на удочку.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Асапланнӑран вӗсем чӗлхине ҫырта-ҫырта тӑчӗҫ, 11. хӑйсем пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, хӑйсен асапӗсемшӗн, хӑйсен суранӗсемшӗн вӗсем ҫӳлти Турра хурларӗҫ.
Ӳлӗм 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗлсех тӑр: юлашки кунсенче йывӑр самана ҫитӗ: 2. ҫынсем хӑйсене юратакан, укҫана хапсӑнакан, мӑнаҫланакан, хӑйсене пысӑка хуракан, хурласа калаҫакан пулӗҫ, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмӗҫ, пархатарсӑр, йӗркесӗр пулӗҫ, пӗр-пӗрне юратмӗҫ, 3. килӗштереймӗҫ, элеклӗҫ, чарусӑр, хытӑ кӑмӑллӑ, ырра юратми пулӗҫ, 4. сутӑнчӑкла хӑтланӗҫ, намӑса пӗлмӗҫ, каппайланӗҫ, Турра юратассинчен ытла киленӗҫе юратӗҫ, 5. ҫиелтен пӑхма тӳрӗ ҫынсем пек курӑнӗҫ те — хӑйсем вара тӳрӗлӗхрен хӑпӗҫ.
2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫынсене юрас теекенсем сире ӳтӗре кастарма хистеҫҫӗ — ҫакна вӗсем мухтанма, хӑйсене Христос хӗресӗшӗн ан хӗсӗрлеччӗр тесе тӑваҫҫӗ: 13. ӳтне кастаракансем хӑйсем те саккуна пурӑнӑҫламаҫҫӗ, хӑйсем вара сирӗн ӳтӗре кастарасшӑн — вӗсем ҫакӑнпа мухтанасшӑн.
Гал 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем пире сӑваплӑ ҫынсене пулӑшас ӗҫе хӑйсене хутшӑнтарма тархасласах ыйтрӗҫ; 5. вӗсем ӗнтӗ эпир шанса тӑнинчен те ытларах турӗҫ, вӗсем чи малтан хӑйсене хӑйсем Турӑ аллине пачӗҫ, унтан Турӑ ирӗкӗпе пире те пӑхӑнчӗҫ, 6. ҫавӑнпа эпир Тита ҫак ырӑ ӗҫе вӑл сирӗн патӑрта епле пуҫланӑ, ҫаплах туса пӗтерме хушрӑмӑр.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Саккунсӑр пурӑнакан суя тӗнлӗ ҫынсем, чунӗ систернипех йӗркеллӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ пулсассӑн, саккун ҫук пулсан та, вӗсем хӑйсемшӗн хӑйсем саккун: 15. вӗсем саккун хушнине хӑйсен чӗри ӑшне ҫырса хунине кӑтартаҫҫӗ; ун ҫинчен вӗсене чунӗ пӗлтерсе тӑрать, тата пӗрне-пӗри айӑплакан е ырӑлакан шухӑшӗсем те пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.
Рим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Халӑх хушшинче суя пророксем те пулнӑ, ҫавӑн пек сирӗн те суя вӗрентекенсем пулӗҫ; вӗсем сиенлӗ суя вӗрентӳ кӑларӗҫ, хӑйсене хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫаран уйӑрӑлса кайса, хӑйсене хӑйсем кӗҫех пӗтмелле тӑвӗҫ.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем чӑтма ҫук йывӑр, йӑтма та кансӗр ҫӗклем ҫыхаҫҫӗ те ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ, хӑйсем вара ӑна пӳрнипе те тӗртӗнсе пӑхасшӑн мар; 5. вӗсем пур ӗҫне те ҫынна кӑтартасшӑн тӑваҫҫӗ; саккун сӑмахӗсене ҫырса хумалли туртмине сарлакарах тӑваҫҫӗ, тумтирӗн арки вӗҫӗнчи ҫӳҫине те вӑрӑмлатсах тӑраҫҫӗ; 6. ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма, синагогӑра малта ларма юратаҫҫӗ, 7. халӑх пухӑвӗнче хӑйсене саламланине, хӑйсене ҫынсем: «вӗрентекен! вӗрентекен!» тесе чӗннине кӑмӑллаҫҫӗ.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кашни ҫулах вӗсем пӗр ҫынна суйласа илеҫҫӗ те хӑйсене ертсе пыма, хӑйсен ҫӗрне тытса тӑма пуҫлӑх туса хураҫҫӗ, пурте вара ҫав пуҫлӑха пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, хӑйсем хушшинче вӗсен ӑмсанасси, кӗвӗҫесси ҫук.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ҫак кун вӗсем типӗ тытнӑ, ҫийӗнчи тумне ҫурса тӑкса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, 48. саккун кӗнекине уҫса хунӑ; суя тӗнлӗ ҫынсем ҫав саккун кӗнекисене тахӑҫтан та шыра-шыра тупса вӗсем ҫине хӑйсен йӗрӗхӗсен ӗренкине ӳкернӗ, — ку шӑпах ҫавӑн пек кӗнеке пулнӑ та, — 49. Массифӑна пухӑннисем хӑйсемпе пӗрле священник тумӗсене, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗхе тата вуннӑмӗш пайсене илсе пынӑ; унтан хӑйсем мӗн сӑмах панине пурӑнӑҫланӑ назорейсене чӗнсе илнӗ те 50. тӳпенелле пӑхса хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: ҫакӑнпа мӗн тӑвас ӗнтӗ пирӗн, ӑна ӑҫта кайса хурас?
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Халӗ вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗ ҫумне татах ҫылӑх хушрӗҫ: хӑйсем ӑнланнӑ пек, кӗмӗлӗнчен хӑйсем валли йӗрӗх шӑратса турӗҫ, — ку пӗтӗмпех алӑстисен ӗҫӗ, — ӗнтӗ парне кӳрекен ҫынсене калаҫҫӗ: «пӑрусене чуптӑвӑр!» теҫҫӗ.
Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Патшисене хӑйсемех, Мансӑрӑнах, лартатчӗҫ; тӳрисене Мана пӗлтермесӗрех лартса тӑчӗҫ; хӑйсен кӗмӗлӗпе ылтӑнӗнчен хӑйсем валли йӗрӗхсем турӗҫ: вилӗмӗ вӗсен ҫавӑнтан ҫитӗ.
Ос 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Вара, Хӑйне ӗненекенсене ҫӑлакан Турра мухтаса, ҫавӑнта пухӑннӑ пӗтӗм халӑх хыттӑн кӑшкӑрса янӑ, 61. ҫав икӗ пуҫлӑха хирӗҫ ҫӗкленнӗ, мӗншӗн тесессӗн Даниил вӗсене хӑйсем каланӑ сӑмахӗсемпех тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ, вӗсем суя кӳнтеленине кӑтартса панӑ; 62. вӗсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннине мӗн суннӑ — вӗсене хӑйсене те ҫаплах тунӑ, Моисей саккунӗпе килӗшӳллӗн, вӗсене вӗлернӗ; ӗнтӗ ҫав кунхине айӑпсӑр юна ҫӑлса хӑварнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.