Поиск
Шырав ĕçĕ:
Уйрӑмах вӗсем юлашки уйӑхра урса кайрӗҫ, партизансем майлисене ҫеҫ мар вӗлереҫҫӗ, ҫавӑн пекех хӑйсем харкашса е судлашса пурӑннӑ кӳршӗсене те, хӑйсене парӑнман хӗрарӑмсене те, яла хӑйсен тӑванӗсем патне апат-ҫимӗҫ илме килекен хула ҫыннисене те касса-чиксе вӗлереҫҫӗ; сехетшӗн, авторучкӑшӑн, пушмакшӑн, пальтошӑн, портфельсемшӗн те хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ, ал айне лекнисене пурне те вӗлереҫҫӗ; картла вылянӑ чухне тата ӗҫсе ӳсӗрӗлеҫҫӗ те пӗр-пӗрне персе пӑрахаҫҫӗ…
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кунсӑр пуҫне, хӑйсене хӑйсем уямасӑр юратма кӑмӑллакансем хӑйсен юратӑвӗпе яланах мухтанаҫҫӗ, тиркешеҫҫӗ, кӗвӗҫеҫҫӗ, шанмаҫҫӗ тата, калама та аван мар, ҫӑлса хӑварма май пултӑр тесе, юратнӑ ҫынсене хӑрушлӑхсем умне тӑратасшӑн, лӑплантарма май пултӑр тесе, инкексем кӑтартасшӑн, тӳрлетме — кӑлтӑклӑ тӑвасшӑн.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйсенчи ҫак ырӑ туйӑма сӳнме парас мар тесе, вӗсем хӑйсен юратӑвӗ ҫинчен чи илемлӗ сӑмахсемпе хӑйсем юратакан ҫынна та, ку юрату ҫумӗнче нимӗнле ӗҫ те ҫук ҫынсене те тӑтӑшах кала-кала параҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ухмаха ернӗ ҫынсем хӑйсене хӑйсем пӗри те ухмах тесе шутламаҫҫӗ, чирлисем те хӑйсене сывӑ ҫын пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ, — терӗм те, шывне кӑларас тесе, Мелика хырӑмӗнчен пусрӑм.
«Харсыр» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ку ӗҫсене пурне тӗ ачасем хӑйсем тунӑ — стенасене те хӑйсемех шуратнӑ, партӑсемпе сӗтелсене те хӑйсемех юсанӑ, нумайӑшне ҫӗнӗренех тунӑ.Все это работа самих ребят — и побелка и ремонт парт и столов, а многие из них сделаны наново.
41 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӗсем вара хӑйсем ҫине пӗр чунсӑр пӑхса вӗҫӗмсӗр табак туртса ларакан ҫынсене хирӗҫ хӑйсенчен хӑйсем хӑраса ларса шанӑҫӗсене ҫухатнӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Тутар хӗрарӑмӗсем хӑйсене хӑйсем хуҫа пек тыткалаҫҫӗ; хӑйсен нациллӗ костюмӗсене тӑхӑнса ушкӑнпа ҫӳреҫҫӗ, пӗр-пӗрин хушшинче хыттӑн калаҫаҫҫӗ, табак туртаҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл хӑйсене хӑйсем тирпейленме пултарайманнисене ятланӑ, ҫӑвӑнма хушнӑ, чирлисене черетпе пӑхнӑ, ытла вӑйсӑрланнисем валли хӑйсен пайӗнчен апат уйӑрса панӑ, ӗҫленӗ ҫӗртен вӗсем валли ҫӑнӑх та улма, тӗш-тырӑ пытарса илсе таврӑннӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Колхозри хӑнӑхупа ку ҫынсем хӑйсене хӑйсем пӗрле тытаҫҫӗ: мирлӗ пурнӑҫрах бригадӑсене, звенори ретсене, пӗрне-пӗри хире-хирӗҫ пулӑшу пама, юнашар пулса хӑйсен пархатарлӑ та шанчӑклӑ туйӑмлӑхне хӑнӑхса ҫитнӗ вӗсем.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Иккӗшӗ те атакӑра хӑйсене хӑйсем лайӑх тытрӗҫ: вӗсем, кайран йывӑҫ темисем хыҫӗнчен сиксе тухас та ҫапӑҫури пӗтӗм хӑрушлӑхсем ҫинчен каласа парас, хӑйсен пулман паттӑрлӑхӗпе каппайланас тесе пытанмарӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Анчах, пӗлнӗ пулсан та, уншӑн Райтсем васкас ҫук, вӗсем хӑйсен ӗҫне яланах хӑйсем пӗлнӗ пек, хӑйсене кирлӗ пек туса пынӑ.
31. Йӗркеллӗ калаҫаҫҫӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
«Общество тарҫисем вӗсем, хӑйсене хӑйсем мухтама юратманскерсем, кӑшт кӑна ӗҫлесе илесшӗн мӗн чухлӗ асап курмаҫҫӗ пулӗ, ывӑннипе халран каяҫҫӗ, ӑҫта пынӑ унта тӗл пулакан хӑрушлӑха хӑюллӑн кӗтсе илсе, кашни куллен хӑйсен паттӑрлӑхне кӑтартаҫҫӗ.
III // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Унта ӗнтӗ пирӗн связистсем пулманни ҫинчен, анчах Таня Васильченко ертсе пынипе комсомолецсем хӑйсем связистсем пулса тӑни ҫинчен; пирӗн сварщиксем ҫитменнипе Умара Магомет хӑй тӑватӑ ҫыншӑн ӗҫлени ҫинчен; Махов шофер ӑмӑртура ан парӑнтӑр тесе ҫул ҫинче ӗҫлекенсем унӑн машинине хӑйсем туртса тухни ҫинчен; Зятьков старик хӑйӗн юлташӗсемпе пӗрле канав чавакан машинӑн ӗҫ тухӑҫлӑхне икӗ хут ӳстерни ҫинчен; пирӗн ҫынсем вилни ҫинчен, ӗҫ вӗсемшӗн хӑйсен пурнӑҫӗнчен те хаклӑрах пулни ҫинчен каласа панисем пулас ҫук.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Анчах партизансене хавхалантарма та кирлӗ мар мӗн, вӗсем ахаль те хӑйсене хӑйсем ҫирӗп тытаҫҫӗ, ҫапӑҫӑва хӑйсемех туртӑнаҫҫӗ.Но это было излишне, так как партизаны были настроены твердо и решительно.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ыттисем ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ теме ҫук ӗнтӗ вӗсене, анчах хӑйсене хӑйсем вӗсем темӗнле, ыттисенчен маларах хунӑ пекрех тыткалаҫҫӗ, укҫа-тенкӗ ытларах пулнинчен те, тата хӑйсем генералсемпе питӗ ҫывӑх пулнӑран та килет ӗнтӗ ку.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӑйсене кирлӗ япаласене вӗсем малтан пур енчен те тӗплесе вӗреннӗ, вӗсен ҫинчен пур сведенисене тӗрлӗ ҫӗртен пуҫтарнӑ, вӗсем ҫинчен сӳтсе явнӑ, кирлӗмартараххисене пӑрахнӑ, унтан хӑйсен пулас ӗҫне тӗплӗ планланӑ, хут ҫинче тӗрлӗ енчен шутласа тӗрӗслесе пӑхнӑ, вара тӑвас япаласене малтан пӗчӗк моделпе кӳлепине тунӑ, вара хӑйсем шутлани пур енчен те тӗрӗссине курсан тин сӑнавсем тума тытӑннӑ.
6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Хӑвӑра алӑк патӗнчех чарса тӑратма пӑхакан сисӗм-туйӑмӑра ан ӗненӗр, — аван мар сисӗм-туйӑм вӑл, — тӳрех малалла иртӗр, эпӗ асапланакан ҫынсене курма ҫеҫ килнӗ вӗт-ха тесе, именсе ан тӑрӑр, вӗсем патне пырса калаҫма ан именӗр: телейсӗр ҫынсем хӑйсене хӗрхенекен ҫын сӑнне курма юратаҫҫӗ, хӑйсем мӗн тери асап курни ҫинчен каласа пама, хӑйсене шеллесе, юратса каланӑ сӑмахсене итлеме юратаҫҫӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӑйсем патне «пулӑшу бригадисем» ӑнсӑртран пырса кӗресрен хӑраса, кил хуҫисем хӑйсен кил-ҫурчӗсене хӑйсемех тасатса, йӗркене кӗртме васкарӗҫ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ватӑлӑхра хӑйсене валли ӑшӑ кӗтес тупса — килӗ-ҫурчӗ хӑйсен мар пулин те, вӑхӑтлӑха кунта вӗсем хӑйсем хуҫа ӗнтӗ, — икӗ ватӑ лӑпкӑ та сӑпайлӑ пурнӑҫпа киленсе пурӑннӑ, ӗлӗк «ютра» чухне тӳсме тӳр килнӗ нушапа йывӑрлӑхсемшӗн халӗ ҫак тӳлек шӑплӑх килчӗ пуль тенӗ вӗсем.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӗсем ҫак хӑрушӑ вӑрҫӑ ҫинчен, хӑйсем пулнӑ хисепсӗр нумай ҫапӑҫусем ҫинчен, хӑйсене кӗтесрен перекенсене хирӗҫ паттӑррӑн утса пыни ҫинчен, тытса илнӗ крепоҫсемпе хӑйсем ҫӗнтернӗ ҫапӑҫусем ҫинчен аса илеҫҫӗ те — ҫак мухтавлӑ ӗҫсем мӑшкӑл айне пулнӑ пек туйӑнать вӗсене.
VI. Хӗвел тухса саралнӑ вӑхӑтра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.