Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑварӑпӑр (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Дуняшкӑпа хӑварӑпӑр.

— Оставим на Дуняшку.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫак каҫ курсантсем «Пысӑк тата пӗчӗк напряжениллӗ электричество линийӗсене тӑвасси» ятлӑ тема вӗренчӗҫ, ку тема, паллах, питӗ кирлӗ ӗнтӗ, анчах эпир заняти мӗнле иртни ҫинчен тӗплӗн ҫырса тӑмӑпӑр, ҫакна ҫеҫ асӑнса хӑварӑпӑр: Виктор пысӑк напряжениллӗ электричествӑна мӗнле майсемпе инҫете яни ҫинчен, ялхуҫалӑхӗнче электричествӑпа усӑ курма линисене мӗнле туни ҫинчен, юпасем мӗн ҫӳллӗш пулни ҫинчен, ахаль ҫӗрте тата ҫул юписенче пралуксене ҫӗртен мӗн ҫӳллӗшӗнче ҫакса тухни ҫинчен питӗ ӑнланмалла каласа пачӗ.

В этот вечер курсанты изучали «Устройство сетей высокого и низкого напряжения» — тема, безусловно, важная, но мы не станем подробно излагать весь ход занятий, а скажем лишь о том, что Виктор очень понятно объяснял, какие бывают виды электропередач высокого напряжения; как устанавливаются линии специально сельскохозяйственного назначения; что собой представляют линии электропередач низкого напряжения, какой должна быть высота столбов и какое допускается расстояние между проводами и поверхностью земли в обычных местах и при пересечении дорог…

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах эпир чӑтӑмсӑр вулакан хыҫҫӑн каймӑпӑр, геройсене ту ҫине хӑварӑпӑр та вӗсене кансӗрлемӗпӗр.

Но мы не станем потакать нетерпеливому читателю и оставим наших героев на кургане и не будем им мешать.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Упраса хӑварӑпӑр!

— Сохраним!

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Турри пӑрахмӗ-ха, мӗнле те пулин упраса хӑварӑпӑр, сыватӑпӑр.

Бог милостив, сберегем, выходим.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ку ӗҫе тума пире виҫсӗмӗре хушӑр, эпир халех чавма тытӑнӑпӑр, мӗн чухлӗ вӑрлӑх парӑр, ӑна пӗтӗмпех акса хӑварӑпӑр.

Поручите это нам троим, мы сейчас же возьмемся за работу и высеем все зерно, какое вы можете уделить для посева.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫыхса пӑрахар та, унтан арманне вут тӗртсе хӑварӑпӑр; мӗнле ҫуннине хамӑрах пӑхса тӑрӑпӑр.

Свяжем его, потом подожжем мельницу; тогда сами на него полюбуемся.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах пирӗн калав апат-ҫимӗҫсӗр ларакан ҫынсемпе интересленмест; ҫавӑнпа эпир Лопухов ҫавӑн пек хӗсӗк пурӑннӑ вӑхӑт ҫинчен пӗр-икӗ сӑмах ҫеҫ каласа хӑварӑпӑр.

Но наш рассказ не хочет заниматься людьми, нуждающимися в съестном продовольствии, потому он упомянет лишь в двух-трех словах о времени, когда Лопухов находился в таком неприличном состоянии.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кунтан чӳрече витӗр тухса кайӑпӑр, чӳрече хуппине хупса хӑварӑпӑр.

Шагать отсюда будем через окно, ставню прикроем.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗрессе вара ҫар йӗркипе туса ирттерӗпӗр: дозорнӑйсене тӑратса хӑварӑпӑр, хамӑр хырӑмпа шӑвӑпӑр…

Вылазку, конечно, проведем по всем правилам: дозорных выставим, сами по-пластунски…

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Хурҫӑсӑр юлмӑпӑр, патшалӑх укҫи-тенкине те перекетлесе хӑварӑпӑр.

— И без стали не останемся, и деньги государству сохраним.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

а) машина ӑҫта тӑрать, ӑна ҫавӑнтах хӑварӑпӑр, вӑл хӑйӑр ӑшне шӑтарса кӗнӗ, ӑна эпир пурпӗрех ҫӳлӗ ҫыран ҫинелле хӑпартайман пулӑттӑмӑр;

а) закрепить машину там, где она стояла, глубоко врезавшись в песчаную «кошку», — всё равно мы не могли поднять её на высокий берег;

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ну, ачасем, пиллӗкӗшӗнчен хӑшӗсене хамӑр пата хӑварӑпӑр? — кӑсӑкланнӑ самантрах.

Помоги переводом

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

«Ялти медицина ӗҫченӗсене социаллӑ пулӑшу памалли мерӑсене малашне те туллин сыхласа хӑварӑпӑр», — терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче.

Помоги переводом

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Килне янӑ ҫырӑвӗнче ҫакнашкал йӗркесем шӑрҫаланӑ: «Темӗн, тӑван тӑрӑха таврӑнасси пулмасть ахӑртнех... Йӑлтах ахӑр самана кунта. Ҫапах та эпир фрицсене парӑнас тӗллевлӗ мар, хӑйсенех шӑтӑк алттарса унта чӑмтарса хӑварӑпӑр. Эпӗ вилсен, маншӑн ыттисем Тӑван ҫӗршыва ирӗке кӑларӗҫ. Сире ӑшшӑн ыталатӑп, чуптӑватӑп».

Помоги переводом

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

10. Эпӗ хам та, манӑн тӑванӑмсем те, мана ӗҫлесе тӑракансем те вӗсене кивҫенле кӗмӗл тата тырӑ панӑ: ку парӑма хӑйсенчех хӑварӑпӑр.

10. И я также, братья мои и служащие при мне давали им в заем и серебро и хлеб: оставим им долг сей.

Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Аммон ҫынни Наас вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗнпе килӗшӳ тума пултаратӑп, анчах эпир ҫакӑншӑн кашнийӗн сылтӑм куҫне чиксе шӑтарӑпӑр, пӗтӗм Израиле намӑса хӑварӑпӑр, тенӗ.

2. И сказал им Наас Аммонитянин: я заключу с вами союз, но с тем, чтобы выколоть у каждого из вас правый глаз и тем положить бесчестие на всего Израиля.

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Иисус вара вӗсемпе килӗшӳ тунӑ, сире тивмӗпӗр, чӗрӗ хӑварӑпӑр тесе шантарнӑ; халӑх пуҫлӑхӗсем ҫав сӑмахпа килӗшсе тупа тунӑ.

15. И заключил Иисус с ними мир и постановил с ними условие в том, что он сохранит им жизнь; и поклялись им начальники общества.

Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та 9. каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ; 10. эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр; 11. ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн; 12. апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр, 13. манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ.

8. Прежде нежели они легли спать, она взошла к ним на кровлю 9. и сказала им: я знаю, что Господь отдал землю сию вам, ибо вы навели на нас ужас, и все жители земли сей пришли от вас в робость; 10. ибо мы слышали, как Господь [Бог] иссушил пред вами воду Чермного моря, когда вы шли из Египта, и как поступили вы с двумя царями Аморрейскими за Иорданом, с Сигоном и Огом, которых вы истребили; 11. когда мы услышали об этом, ослабело сердце наше, и ни в ком [из нас] не стало духа против вас; ибо Господь Бог ваш есть Бог на небе вверху и на земле внизу; 12. итак поклянитесь мне Господом [Богом нашим], что, как я сделала вам милость, так и вы сделаете милость дому отца моего, и дайте мне верный знак, 13. что вы сохраните в живых отца моего и матерь мою, и братьев моих и сестер моих, и всех, кто есть у них, и избавите души наши от смерти.

Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Тепӗр кунне асли кӗҫӗннине каланӑ: акӑ эпӗ ӗнер аттепе ҫывӑрса тухрӑм; ӑна кӗҫӗр те эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер; эсӗ те кӗр, унпа ҫывӑрса тух, хамӑр аттемӗртен йӑх хӑварӑпӑр, тенӗ.

34. На другой день старшая сказала младшей: вот, я спала вчера с отцом моим; напоим его вином и в эту ночь; и ты войди, спи с ним, и восставим от отца нашего племя.

Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней