Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: II

Раздел: Мӗн тумалла? –> Иккӗмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Источник: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Добавлен: 2019.11.25 19:26

Предложений: 68; Слово: 1075

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ҫук, Федя ун ҫинчен суйса кӑтартман; Лопухов, чӑнах та, пуҫне кӗнекесемпе анатомилле препаратсем тултарнӑ студент пулнӑ, — мӗнле кӗнекесемпе тултарнине эпир Марья Алексевна ун биографине тӗпчесе вӗреннинчен пӗлӗпӗр: пуҫа препаратсем чиксе тултармасӑр профессор пулма ҫук, Лопухов вара профессор пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах эпир Федя Верочка ҫинчен пӗлтернинчен акӑ мӗн куратпӑр: Лопухов Верочкӑна лайӑхах пӗлсе ҫитеймен, ҫапла вара, Лопухова лайӑхрах пӗлес тесен, учитель ҫинчен Федя мӗн каласа пани ҫумне тата хушмалла пулать. Укҫа-тенкӗ енчен илсен, Лопухов медицина вольнослушателӗсен шутӗнче тӑнӑ, ун йышшисем вӗсем питӗ сахал пулнӑ, вӗсене хысна тытса усраман, анчах вӗсем шанман тата выҫӑ та ларман. Вӗсенчен ытларахӑшӗ мӗнле тата мӗнпе пурӑннине турӑ, паллах, пӗлет, анчах та ҫынсем вара ӑнкармаҫҫӗ те. Анчах пирӗн калав апат-ҫимӗҫсӗр ларакан ҫынсемпе интересленмест; ҫавӑнпа эпир Лопухов ҫавӑн пек хӗсӗк пурӑннӑ вӑхӑт ҫинчен пӗр-икӗ сӑмах ҫеҫ каласа хӑварӑпӑр.

Пурӑнасса вӑл ун пек пурнӑҫпа нумай пурӑнман, виҫ ҫула яхӑн та ҫукрах. Медицина академине вӗренме кӗриччен вӑл умӗнчен юличченех ҫинӗ. Унӑн ашшӗ, Рязань мещенӗ, мещен пурнӑҫӗ енчен илсен, ҫителӗклех пурӑннӑ, урӑхла каласан, унӑн ҫемйи вырсарникун ҫеҫ мар, ытти кунсенче те аш яшки ҫинӗ, кашни кун чей ӗҫнӗ. Вӑл ывӑлне гимназире аран-аран тытса тӑма пултарнӑ; унсӑр пуҫне, 15 ҫултан пуҫласа ывӑлӗ хӑй те, пӑртак уроксем парса, ашшӗн пурнӑҫне ҫӑмӑллатма пуҫланӑ. Ывӑлне Петербургра тытса тӑма ашшӗн вӑй ҫителӗклӗ пулман; калас пулать, малтанхи икӗ ҫул хушшинче Лопухов килтен ҫулсеренех 35-шер тенкӗ илсе тӑнӑ тата Выборг енчи кварталсенчен пӗринче, ҫырнине тепӗр хут куҫарса ҫырма тара кӗрӗшсе, тепӗр ҫавӑн чухлӗ укҫа илнӗ, — укҫа ӑна шӑпах ҫак вӑхӑтра кирлӗ пулнӑ. Анчах куншӑн та вӑл хӑй айӑплӑ пулнӑ: ӑна хысна шучӗпе вӗрентме тытӑннӑ пулнӑ, анчах вӑл темӗнле тавлашу пуҫланӑ та, ӑна выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнма тивнӗ. Ун ӗҫӗсем вӑл виҫҫӗмӗш курсра чухне майлашса кайнӑ; квартал надзирателӗн помощникӗ ӑна уроксем ирттерме сӗннӗ, унтан вара уроксем татах та тупӑннӑ, халӗ вӑл иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ аптрамасӑр пурӑнать, вӑл икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнма пуҫланӑранпа ҫулталӑк ытла иртнӗ, икӗ пӳлӗмлӗ хваттер — апла пулсан, начар мар, вӑл пӗринче пурӑнать, ун пекех телейлӗ Кирсанов — тепринче. Вӗсем пӗр-пӗринпе питӗ туслӑ. Иккӗшӗ те ҫамрӑклах хӑйсем валли хӑйсемех ҫул уҫма хӑнӑхнӑ, никам та вӗсене пулӑшман; вӗсем хушшинче ахаль те пӗр пекки нумай пулнӑ: вӗсене кашнине уйрӑммӑн тӗл пулас пулсан, иккӗшӗ те вӗсем пӗр пек характерлӗ ҫынсем пек туйӑннӑ пулӗччӗҫ. Вӗсем пӗрле чухне эсир, вӗсем иккӗшӗ те йӗркеллӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пулсан та, Лопухов чаруллӑрах, ун юлташӗ — чарусӑртарах пулнине асӑрхатӑр. Халӗ эпир Лопухова кӑна куратпӑр-ха, Кирсанов пирӗн ума чылай каярахпа тин тухса тӑрӗ, Лопухов ҫинчен Кирсановран уйрӑммӑн мӗн те пулин калас пулсан, Кирсанов ҫинчен те ҫавнах тепӗр хут каламалла пулнӑ пулӗччӗ. Сӑмахран, Лопухов халӗ пуринчен ытла вӗренсе тухсан хӑйӗн пурнӑҫне мӗнле майлаштарасси ҫинчен шухӑшлать, вӗренсе тухмалли унӑн Кирсановӑнни пекех, тепӗр темиҫе уйӑх ҫеҫ юлнӑ, пуласлӑхӑн планӗ вара вӗсен иккӗшин те пӗр пек.

Лопухов хӑй Петербургри ҫар госпиталӗсенчен пӗринче ординатор (врач) пуласса — ку вӑл пысӑк телей шутланать — тата Академире часах кафедра илессе ҫирӗп пӗлсе тӑнӑ. Вӑл практика ӗҫӗпе пурӑнасшӑн пулман. Ҫакӑ вӑл интереслӗ япала; юлашки вунӑ ҫул хушшинче чи лайӑх вӗреннӗ хӑшпӗр медицина студенчӗсем вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн практика ӗҫӗпе пурӑнасшӑн марри, май килсенех, медицинӑпа ҫыхӑнса тӑракан наукӑсенчен хӑшиншӗн те пулин — физиологишӗн, химишӗн е мӗн те пулин ҫавӑн пеккишӗн — медицинӑна пӑрахма хатӗрри палӑрчӗ. Практика ӗҫне тӑвас пулсан, 30 ҫулта чапа тухма, 35 ҫулта ӗмӗр пурӑнмалӑх пурлӑх туса ҫитерме, 45 ҫулта пуйса кайма пулать, ҫакна вӗсем пурте пӗлсе тӑраҫҫӗ. Анчах вӗсем урӑхла шухӑшлаҫҫӗ, куратӑр-и, медицина халлӗхе питӗ ҫамрӑк-ха, ҫавӑнпа та халӗ сыватмалла мар-ха, пулас врачсем валли сыватма пӗлме материалсем ҫеҫ хатӗрлемелле. Ҫапла вара, хӑйсем юратнӑ наукӑна усӑ тӑвас тесе, — вӗсем медицинӑна ятлама питӗ юратаҫҫӗ, анчах вӗсем хӑйсен мӗнпур вӑйне медицинӑна усӑ кӳрес тесе параҫҫӗ, — пуянлӑх та, ытлӑн-ҫитлӗн пурӑнасси те кирлӗ мар вӗсене, вӗсем госпитальсенче наукӑшӑн интереслӗ сӑнавсем туса лараҫҫӗ, шапасем касаҫҫӗ, ҫулсерен ҫӗршер вилӗ касса уҫаҫҫӗ тата, май килсенех, хими лабораторийӗсем туса лартаҫҫӗ. Ҫакна мӗн чухлӗ ҫирӗпрех туса пырасси вӗсен килти пурнӑҫӗнчен килет: хӑйсен ҫывӑх ҫыннисемшӗн кирлӗ мар пулсан, вӗсем практика ӗҫне пачах та тытӑнмаҫҫӗ, урӑхла каласан, ыйткалан пекрехех тӑрса юлаҫҫӗ; анчах ҫемьешӗн кирлӗ пулсан, вӗсем практика ӗҫне ҫемьесене мӗн чухлӗ кирлӗ, шӑпах ҫавӑн чухлӗ тӑваҫҫӗ, урӑхла каласан, нумай ӗҫлемеҫҫӗ тата сыватасса та чӑнахах сывмар ҫынсене ҫеҫ, наукӑн хальхи мӗскӗн вӑхӑтӗнче сыватма май пуррисене, урӑхла каласан, пӗртте усӑ паман чирлӗ ҫынсене сыватаҫҫӗ. Лопуховпа Кирсанов ҫавнашкал ҫынсем пулнӑ та ӗнтӗ. Вӗсен ҫав ҫулхине вӗренсе тухмалла пулнӑ, вӗсем тӳрех медицина докторӗн ятне илме экзамен тытатпӑр (е, Академире каланӑ пек, паратпӑр) тесе пӗлтернӗ; халӗ вӗсем иккӗшӗ те, доктор диссертацине хатӗрлесе, шапасене шутсӑр нумай каса-каса пӗтернӗ; вӗсем иккӗшӗ те нерв системине суйласа илнӗ, тӗрӗссипе каласан, ӗҫлессе те пӗрле ӗҫленӗ, анчах диссертаци ҫырмалла пулнӑ пирки вӗсем хӑйсен ӗҫне уйӑрнӑ: иккӗшӗ те асӑрханӑ фактсене пӗри пӗр ыйту тӑрӑх, тепри — тепӗр ыйту тӑрӑх ҫырса пынӑ.

Ҫапах та, юлашкинчен, Лопухов ҫинчен ҫеҫ калаҫма вӑхӑт ӗнтӗ. Лопухов чылай ашкӑнса пураннӑ вӑхӑт та пулнӑ; ку ӗнтӗ вӑл чейсӗр е хӑш чухне апатсӑр ларкаланӑ чухне пулнӑ. Ун пек чухне иртӗнме питӗ меллӗ: ӗҫесси вӑл ҫиессинчен, тумланассинчен йӳнӗрех-ҫке-ха. Анчах ӗҫессе вӑл чӑтма ҫук йывӑр пурнӑҫран, ҫука юлнипе ӗҫнӗ, урӑх нимӗн те мар. Халӗ ӗнтӗ Лопухов пек йӗркеллӗ пурӑнакан ҫын та пулман, — тата пӗр эрех тӗлӗшпе ҫеҫ те мар. Ӗлӗкрех Лопуховӑн юратура тӗрлӗрен ӗҫсем нумай сике-сике тухнӑ. Пӗррехинче, сӑмахран, ҫакӑн пек япала пулса иртнӗ: вӑл хулана вӑхӑтлӑха пынӑ танцовщицӑна юратса пӑрахнӑ. Мӗн тумалла ӗнтӗ? Шутланӑ, шутланӑ та ҫак танцовщица патне хваттере кайнӑ. — «Мӗн кирлӗ сире?» — «Ҫав-ҫав граф патӗнчен ҫырупа килтӗм». — Студент мундирне тарҫӑ ҫӑмӑллӑнах писарь е темӗнле пӗр-пӗр денщик тумтирӗ вырӑнне хурса йышӑннӑ. «Парӑр ҫырӑва. Ответ кӗтетӗр-и?» — «Граф кӗтме хушрӗ». Тарҫӑ тӗлӗнсе таврӑннӑ. — «Сире хӑй патне чӗнме хушрӗ» — «Акӑ ӗнтӗ вӑл, акӑ вӑл! Яланах кӑшкӑрать, туалетран та ун сассине палласа илетӗп. Мана чысласа урса кайнӑ пек кӑшкӑрнӑшӑн полицие нумай илсе кайнӑ-и сире?» — «Икӗ хут». — Сахал. Ну, мӗншӗн кунта килтӗр эсир? — «Сире курма». — «Питӗ лайӑх. Малалла мӗн-ха ӗнтӗ?» — «Пӗлместӗп. Хуть те мӗн тӑвӑр». — «Ну, эпӗ хамӑн мӗн тӑвас килнине пӗлетӗп. Манӑн ҫиес килет. Куратӑр-и, апат сӗтел ҫинче. Эсир те ларӑр». — Ун валли те апат лартнӑ. Танцовщица унран кулнӑ, вӑл хӑйӗнчен кулнӑ. Лопухов ҫамрӑк, сӑнтан пӑхсан начар мар, айван мар, — интереслӗ те-ҫке тата,» — мӗншӗн ашкӑнса пӑхас мар-ха унпа? Лопуховпа пӗр икӗ эрне ашкӑннӑ та, унтан вара: «Тасалӑр!» — тенӗ. — «Халӗ ӗнтӗ эпӗ хам та каясшӑнччӗ, анчах лайӑх мар пек туйӑнчӗ!» — «Туссем пек уйрӑлатпӑр апла пулсан?» — Тата тепӗр хут ыталаҫҫӗ те пӗр-пӗрне, — пит лайӑх. Анчах ку вӑл тахҫанах, виҫ ҫул каялла пулнӑ, халӗ ак тӗрлӗ ашкӑнусене пӑрахни унӑн икӗ ҫул та ҫитет ӗнтӗ.

Юлташсемсӗр тата вӑл наукӑра пысӑк ҫын пулма пултарать текен ик-виҫӗ профессорсӑр пуҫне Лопухов хӑй урок ирттерекен ҫемьесемпе ҫеҫ тӗл пулнӑ. Анчах вӑл ҫак ҫемьесемпе тӗл пуллашнӑ кӑна: вӑл хӑйне хӑй ытлашши ирӗк тытассинчен вутран хӑранӑ пекех хӑранӑ, хӑйӗн пӗчӗк вӗренекенӗсемсӗр пуҫне хӑйне ҫемьери ҫынсемпе пуринпе те кӑмӑлсӑр та сиввӗн тыткаланӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней