Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Аст 32

Раздел: Библи –> Саккуна астутарни

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.03.29 23:32

Предложений: 39; Слово: 898

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Эй тӳпе, итле — эпӗ калаҫатӑп; эй, тӑнла, ҫӗр, ман сӑмахӑма. 2. Ман сӑмахӑм ҫумӑр пек юхӗ, ман пуплевӗм сывлӑм пек пулӗ, калча ҫине ҫӑвакан йӗпхӳ ҫумӑр пек, курӑк ҫине ҫӑвакан шавкама ҫумӑр пек пулӗ. 3. Ҫӳлхуҫамӑр ятне аслӑлатӑп; эй, Туррӑмӑра аслӑласа мухтӑр. 4. Вӑл — тӗрек; Унӑн ӗҫӗсем — чӑн-чӑнни, Унӑн пӗтӗм ҫулӗ тӳрӗ; Туррӑмӑр шанчӑклӑ, ҫук [Унӑн] тӗрӗс марри; Вӑл — тӗрӗслӗх те чӑнлӑх. 5. Вӗсем вара Ун умӗнче ирсӗрленчӗҫ, пуҫтах та аскӑнчӑк ӑру — Унӑн ачисем мар вӗсем. 6. Ӑссӑр та ӑнкарусӑр халӑх, Ҫӳлхуҫана ҫапла тав тӑватӑн-и эсӗ? Аҫу мар-и Вӑл? Кам хӑтарнӑ, пултарнӑ, вырнаҫтарнӑ сана? 7. Авалхи кунсене аса ил-ха, унчченхи йӑхсен кунҫулне ӑнла-ха; аҫунтан ыйт — каласа парӗ сана, ваттисенчен ыйт — пӗлтерӗҫӗ сана. 8. Ҫӳлти Турӑ халӑхсене еткер ҫӗр панӑ чухне, этем ывӑлӗсене вырӑнаҫтарнӑ чухне вӗсенӗн чиккисене Вӑл Израиль ывӑлӗсен шутне# кура лартрӗ. 9. Ҫӳлхуҫамӑр пайӗ — Унӑн халӑхӗ, Иаков — Унӑн еткерлӗхӗ. 10. Вӑл ӑна тупнӑччӗ хӑрушӑ пушхирте, салху та тискер ҫеҫенхирте, хӳтӗлерӗ ӑна, сыхласа усрарӗ, Хӑйӗн куҫ шӑрҫине упранӑ пек упрарӗ; 11. ӑмӑрт епле йӑвине хӳтӗлет, чӗпписем ҫийӗн епле вӗҫсе ҫӳрет, ҫунаттине сарса, чӗпписене епле куҫарать вӑл урӑх ҫӗре, 12. ҫавӑн пек ӑна Ҫӳлхуҫа пӗччен ертсе ҫӳрерӗ, Унпа пӗрле ют турӑ пулман. 13. Вӑл ӑна ҫӗр тӳпине хӑпартрӗ, хир ӳстернӗ ҫимӗҫпе тӑрантарчӗ, чултан кӑларнӑ пылпа, ту хысакӗнчен юхтарнӑ йывӑҫ ҫӑвӗпе, 14. Васан ҫӗрӗнче ҫӳрекен ӗнесен ҫӑвӗпе, унти сурӑхсен сӗчӗпе, унти путексемпе сурӑхсен, качака такисен паха ашӗпе, тутӑ тулӑпа тӑрантарса усрарӗ, эсӗ вара эрех, иҫӗм ҫырли юнӗ, ӗҫрӗн. 15. Ӗнтӗ [Иаков ҫирӗ,] Израиль самӑрланчӗ, мӑнаҫланса ҫитрӗ; самӑрӑлса кайрӗ, мӑнтӑрланчӗ, ҫупа витӗнчӗ; вара хӑйне пултарнӑ Турра пӑрахрӗ, хӑйне ҫӑлакан тӗреке уями пулчӗ, манчӗ. 16. Вӗсем Ӑна ют турӑсене иленнипе тарӑхтарчӗҫ, Ӑна [хӑйсенӗн] ирсӗр ӗҫӗсемпе ҫиллентерчӗҫ: 17. Турра мар, шуйттансене парне кӳчӗҫ, унччен хӑйсем пӗлмен турӑсене, кӳршисенчен килнӗ ҫӗнӗ турӑсене, аҫӑрсенӗн асӗнче те пулман турӑсене, парне кӳрсе тӑчӗҫ. 18. Хӑвна ҫуратнӑ Хӳтӗлевҫе эсӗ мантӑн, хӑвна пултарнӑ Турра асӑнта та тытмарӑн. 19. Ҫӳлхуҫамӑр ҫакна курчӗ [те ҫилленчӗ], ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗрен Хӑйӗн ывӑлӗсенчен, Хӑйӗн хӗрӗсенчен пӑрӑнчӗ те 20. каларӗ: Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вӗсем мӗнле пӗтнине курӑп: вӗсем — ирсӗрленнӗ йӑх; вӗсем — тӳрӗлӗх мӗнне пӗлмен ачасем; 21. вӗсем Мана турӑ маррипе тарӑхтарчӗҫ, хӑйсен ниме тӑман йӗрӗхӗсемпе кӳрентерчӗҫ: Эпӗ те вӗсене халӑх маррипе тарӑхтарӑп, ӑссӑр халӑх аллине парса кӳрентерӗп; 22. ӗнтӗ Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ, тамӑк тӗпне ҫитиех ҫунтарать, ҫӗре, ҫӗр ҫимӗҫне вут-ҫулӑм апачӗ тӑвать, тусен тӗпӗсене ӗнтсе хӑварать; 23. вӗсем ҫине пӗтӗм хӗн-асапа пуҫтарӑп, вӗсем ҫине пӗр ҫӗмренӗм юлмиччен вӗҫтерӗп: 24. выҫӑпа хӑрӑнӗҫ вӗсем, сивчирпе, ерекен хаяр чирпе вилсе пӗтӗҫ вӗсем; вӗсене тискер кайӑксен шӑлӗсемпе, ҫӗлен-калта наркӑмӑшӗпе витерӗп; 25. тул енчен вӗсене хӗҫ пӗтерсе пырӗ, килӗсенче каччи те, хӗрӗ те, кӑкӑр ачи те, кӑвакарнӑ ватӑ та сехри хӑпнипе вилсе выртӗҫ. 26. Калӑттӑм Эпӗ: «сапаласа ярӑп вӗсене, ҫынсем хушшинчен ячӗсене те пӗтерӗп»; 27. тӑшмансене тарӑхтармашкӑн халлӗхе апла тумарӑм, вӗсен тӑшманӗсем: «пирӗн аллӑмӑр ҫӳлте, ҫакна Ҫӳлхуҫа мар, эпир турӑмӑр» тесе ан мухтанайччӑр. 28. Вӗсем ӗнтӗ — ӑс-тӑнне ҫухатнӑ халӑх, вӗсем шухӑшлама та пӗлмеҫҫӗ. 29. Ах, сӗмленес-шухӑшлас пулсассӑн, хӑйсене мӗн пуласса ӑнкарас пулсассӑн! 30. Хӳтӗлевҫӗ хӑйсене тӑшман аллине ӳкермесессӗн, Ҫӳлхуҫа хӑйсене тӑшман аллине памасассӑн, мӗнле-ха пӗр ҫын — пин ҫынна, икӗ ҫын пин-пин ҫынна пӑхӑнтарма-ҫӗнтерме пултартӑр?! 31. Вӗсен хӳтӗлевҫи пирӗн Хӳтӗлевҫӗ пек мар; ҫакна пире тӑшмансем хӑйсемех кӑтартса параҫҫӗ. 32. Вӗсенӗн иҫӗмӗ — Содом иҫӗм йывӑҫӗ, вӗсен иҫӗмӗ — Гоморра хирӗнчен килнӗскер; ҫырлисем вӗсен — наркӑмӑшлӑ ҫырласем, ҫупкӑмӗсем вӗсен йӳҫӗскерсем; 33. вӗсенӗн эрехӗ — аҫтаха наркӑмӑшӗ, аспид ҫӗленӗн вӗлерекен сӗлеки. 34. Ҫакӑ Манӑн вӑрттӑнлӑхӑм мар-и? Манӑн управ вырӑнӗсенче питӗрӗнсе тӑмасть-и вӑл? 35. Тавӑрасси — Манра, урисен тӗрекӗ пӗтсессӗн, тивӗҫлипе тавӑрӑп Эпӗ: пӗтес кунӗ ҫывӑхах вӗсенӗн, кӗҫех вӗсем валли хатӗрлени ҫитсе тӑрӗ. 36. Анчах Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйӗн халӑхне сут тӑвӗ, вӗсенӗн алли халсӑрланнине курсассӑн, килте те, тулашӗнче те никам та сыхланса юлманнине курсассӑн, Хӑйӗн чурисене хӗрхенӗ Вӑл. 37. Ҫавӑн чухне [Ҫӳлхуҫамӑр] калӗ: туррисем ӑҫта вӗсен? хӑйсем шанса тӑнӑ тӗрекӗ ӑҫта вӗсен? 38. вӗсен парнисенӗн ҫӑвне ҫисе тӑнӑ, парнисем ҫине юхтарнӑ эрехе ӗҫсе тӑнӑ туррисем ӑҫта? тӑрса килччӗр ҫавсем, пулӑшчӑр сире, хӳтӗлесе, витсе тӑччӑр ҫавсем! 39. Куратӑр ӗнтӗ, [куратӑр]: вӑл Эпӗ, Эпӗ — Мансӑр пуҫне Турӑ ҫук: Эпӗ вӗлеретӗп те, чӗртетӗп те, Эпӗ ураран ӳкеретӗп, Эпех тӳрлетсе тӑрататӑп, никам та Ман аллӑмран хӑтараймӗ. 40. Эпӗ аллӑма тӳпенелле ҫӗклетӗп те [сылтӑм аллӑмпа тупа туса] калатӑп: Эпӗ ӗмӗрех пур! тетӗп. 41. Ҫиҫсе тӑракан хӗҫӗме ҫивӗчлетсессӗн, аллӑм сут тума тытӑнсассӑн, тӑшманӑмсене тавӑрӑп Эпӗ, Хама курайманнисене тивӗҫлипе тавӑрса парӑп; 42. ҫӗмренӗмсене тӑраниччен юн ӗҫтерӗп, хӗҫӗм те вилнисен, тыткӑна лекнисен ӳчӗпе, юнӗпе, тӑшман пуҫлӑхӗсен пуҫӗсемпе тӑранӗ. 43. [Эй пӗлӗтсем, Турӑпа пӗрле савӑнӑр, эй Туррӑн Ангелӗсем, пурте Ӑна пуҫҫапӑр.] Эй суя тӗнлисем, Унӑн халӑхӗпе пӗрле савӑнӑр [Туррӑн пур ывӑлӗ те вӑй илтӗр]! Вӑл Хӑйӗн чурисен юнӗшӗн тавӑрать, Хӑйӗн тӑшманӗсене тивӗҫлине тавӑрса парать, [Хӑйне курайманнисене те тавӑрать,] ҫапла [Ҫӳлхуҫамӑр] Хӑйӗн ҫӗрне, Хӑйӗн халӑхне тасатать!

44. [Ҫавӑ кун Моисей ҫак юрра ҫырнӑ та ӑна Израиль ывӑлӗсене вӗрентнӗ.] Моисей [халӑх патне] пынӑ та Иисуспа, Нав ывӑлӗпе, пӗрле ҫак юрӑ сӑмахӗсене пурне те халӑха сасӑпа вуласа панӑ. 45. Моисей, пӗтӗм Израиль халӑхне ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсессӗн, 46. вӗсене каланӑ: эпӗ сире паян каласа пӗлтернӗ пур сӑмаха та хӑвӑр чӗрӗре хывӑр, вӗсене хӑвӑр ачӑрсене вӗрентсе хӑварӑр: вӗсем ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫласа пыма тӑрӑшчӑр; 47. мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн пушӑ сӑмах мар, вӑл — сирӗн пурӑнӑҫӑр, вӑл пулӑшнипе эсир Иордан урлӑ каҫса хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнатӑр, тенӗ.

48. Ҫӳлхуҫа вара Моисее шӑп ҫав кунхинех ҫапла каланӑ: 49. Моав ҫӗрӗнчи ҫак Аварим тӑвӗ ҫине, Иерихон хулипе тӗлме-тӗл ларакан Нево тӑвӗ ҫине хӑпар та Эпӗ Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе паракан Ханаан ҫӗрӗ ҫине пӑхса ил; 50. вара ху улӑхнӑ ту ҫинче, Аарон пиччӳ Ор тӑвӗ ҫинче вилсе хӑйӗн халӑхӗпе пӗрлешнӗ пек, эсӗ те вилсе хӑвӑн халӑхупа пӗрлеш: 51. Син пушхирӗнче, Кадесри Мерива шывӗ хӗрринче эсир Ман умӑмра ҫылӑха кӗтӗр, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Манӑн сӑваплӑхӑма кӑтартмарӑр, ҫавӑншӑн санӑн ҫапла вилмелле пулӗ; 52. хӑвӑн умӑнта эсӗ ӗнтӗ Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре курӑн, анчах ху унта кӗреймӗн, тенӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней