Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Тӗне пӑсса вӗрентекене ӑса кӗртме пӗрре-иккӗ тӑрӑшса пӑх, унтан ӑна пӑрах; 11. пӗлсех тӑр: ун пек ҫын ирсӗрленсе, ҫылӑха кӗрсе хӑйне хӑй айӑпа хӑварать.
Тит 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӑл каланӑ вӗсене: чӑн калатӑп сире: кам та кам Турӑ Патшалӑхӗшӗн кил-ҫуртне е ашшӗ-амӑшне, е тӑванӗсене, е арӑмне, е ачисене пӑрахса хӑварать, 30. ҫавӑ хальхи вӑхӑтрах ҫӗр хут ытларах илӗ, ҫитес ӗмӗрте вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ, тенӗ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: чӑн калатӑп сире: кам та кам Маншӑн тата Евангелишӗн кил-ҫуртне е тӑванӗсене, е ашшӗне, е амӑшне, е ачисене, е уй-хирне пӑрахса хӑварать, 30. ҫавӑ халех, ҫак вӑхӑтрах, хӗсӗрленӗ хушӑрах, кил-ҫуртне те, тӑванӗсене те, ашшӗне те, амӑшне те, ачисене те, уй-хирне те ҫӗр хут ытларах илӗ, ҫитес ӗмӗрте вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗлӳсӗр ҫын ӑссӑрла хӑтланать, шӑратса йӗрӗх ӑсталакан хӑйне намӑса хӑварать: вӑл тунӑ йӗрӗх — суя япала, унра сывлӑш ҫук.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Патша хут чӗркемне, Варух ҫырса хунӑ Иеремия сӑмахӗсене, ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ, Вӑл ӑна ҫапла каланӑ: 28. урӑх чӗркем ил те унта Иудея патши Иоаким ҫунтарса янӑ малтанхи хут чӗркемӗнче пулнӑ унчченхи сӑмахсене пурне те ҫырса хур; 29. вара Иудея патшине Иоакима кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ ҫак хут чӗркемне ҫунтарса ярса, «Иеремия, мӗншӗн эсӗ унта Вавилон патши пурпӗрех килет те ҫак ҫӗре тустарса хӑварать, ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те вӗлерсе пӗтерет тесе ҫыртӑн?» терӗн; 30. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн Иудея патши Иоаким пирки ҫапла калать: унӑн йӑхӗнчен Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан пулмӗ, унӑн виллине кӑнтӑрлахи шӑрӑха та ҫӗрлехи сивве пӑрахӗҫ; 31. Эпӗ ун патне, унӑн тӑхӑмӗ патне, унӑн тарҫисем патне вӗсенӗн тӗрӗсмарлӑхне пырса пӑхӑп та вӗсем ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине тата Иудея ҫыннисем ҫине хӗн-асап ярӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пӗлӳсӗр ҫын ӑссӑрла хӑтланать, шӑратса йӗрӗх ӑсталакан хӑйне намӑса хӑварать: вӑл тунӑ йӗрӗх — суя япала, унра сывлӑш ҫук.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Аслӑ улпутсене Вӑл ниме юрӑхсӑра хӑварать, ҫӗр тӳрисене кирлӗ мара кӑларать.23. Он обращает князей в ничто, делает чем-то пустым судей земли.
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫапла вара Езекия: «пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать» тесе ан илӗрттӗр сире.18. Итак да не обольщает вас Езекия, говоря: «Господь спасет нас».
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Патша ҫапла калать: Езекия сире ан илӗрттӗр — вӑл сире ҫӑлма пултараймасть; 15. «пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать, ку хула Ассири патшийӗн аллине лекмест» тесе, Езекия сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе кӑлӑхах ан шантартӑр.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Санӑн хӑрушӑ сассуна илтсе халӑхсем тарма пуҫлӗҫ; Эсӗ ҫӗкленсессӗн ӑрусем сапаланӗҫ, 4. лӗпӗш хурчӗ епле ҫаратса хӑварать, сирӗн тупӑшӑра ҫапла ҫаратӗҫ, ӑна хӗрлӗ шӑрчӑк тапӑннӑ пек тапӑнӗҫ.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫук; ӑна ҫемҫетсе тикӗслетсессӗн вӑл пӑрӑҫ йышши курӑк акать е энӗс сапса хӑварать, е юнашарах ярӑмӑн-ярӑмӑн тулӑ сапалать, палӑртнӑ вырӑна урпа, унпа юнашар пӑри акать.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа акӑ ҫӗре ҫука хӑварать, ӑна пулӑхсӑр тӑвать; ҫӗрӗн сӑн-сӑпатне улӑштарать, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сапаласа ярать.1. Вот, Господь опустошает землю и делает ее бесплодною; изменяет вид ее и рассевает живущих на ней.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫурҫӗр енчен сивӗ ҫил вӗрет те — шывран пӑр пулать: пӗтӗм шыв-шура пӑр илет, шыв хурҫӑ тумтир тумланнӑ евӗр курӑнать; 23. кӑнтӑр ҫилӗ сӑрт-тусене ҫиет, пушхире ҫунтарать, курӑка вут-ҫулӑм пек ӗнтсе хӑварать.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ача-пӑча урлӑ ӗмӗрлӗхе ят юлать, хула туса лартни ӗмӗрлӗх ят хӑварать, пур тӗлӗшпе те тӗрӗс арӑм вара вӗсенчен иккӗшӗнчен те ирттерет.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ырӑ ҫын ҫывӑх ҫынни хутне кӗрет, намӑса пӗлмен ҫын ӑна пӑрахса хӑварать.17. Добрый человек поручится за ближнего, а потерявший стыд оставит его.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Этемӗн ырӑ ӗҫӗ Уншӑн — пичет пек, Вӑл этемӗн ырӑ ӗҫне куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упраса хӑварать.18. Милостыня человека - как печать у Него, и благодеяние человека сохранит Он, как зеницу ока.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫынни ҫултан аташса кайсассӑн, ӑслӑлӑх пӑрахса хӑварать те, лешӗ вара пӑсӑлсах каять.22. Если он совратится с пути, она оставляет его и отдает его в руки падения его.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вилӗ шӑна мирӑ шӑратаканӑн ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшне пӑсса пӑсӑк шӑршӑллӑ тӑвать; хисеплӗ ҫыннӑн чӗптӗм ухмахлӑхӗ те унӑн ӑслӑлӑхӗпе чысне ҫавӑн пекех пӑсса хӑварать.
Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ усал ҫынсене мӗнле пытарнине куртӑм, кайран ҫынсем сӑваплӑ вырӑн патӗнчен каяҫҫӗ, килӗсене саланаҫҫӗ, — хула вара ҫав усал ҫынсене манӑҫа хӑварать.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Мӑнаҫлӑх ҫынна кӗҫӗне хӑварать, йӑваш чунлӑ ҫын чыс курать.23. Гордость человека унижает его, а смиренный духом приобретает честь.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.