Поиск
Шырав ĕçĕ:
Майра-патша ӳт-пӳне, аллисене хулпуҫҫи таран та ури хырӑмӗсене ҫурри таран ҫара хӑварса, йӗтӗн газӗнчен ҫӗленӗ тӑвӑртарах ҫӑмӑл платье, кӗмӗлпе тӗрлаттерсе тӗртнӗскер, ҫат тытса тӑнӑ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл, аялти кӗпи вӗҫҫӗнех, кровать ҫинчен сиксе анчӗ те упӑшкин пӑтара ҫакӑнса тӑракан кӗске кӗрӗкӗн кӗсйине пырса ухтарчӗ, унтан ура хырӑмӗсене пӑвӑнтаракан чӑмӑркка резинкӑсем мар, хулари хӗрарӑмсем ҫыхса ҫӳрекен кӑвакпа тыттарса ҫӗленӗ резинкӑсем туртса кӑларчӗ.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫие юлнӑ хӗрарӑмсем хӑйсен йывӑр хырӑмӗсене ҫырлахнӑ кӑмӑлпа ҫӗклесе ҫӳреҫҫӗ.Беременные женщины самодовольно несут тяжесть своих животов.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пепе юлташӗсем хыҫалтан, чӑтайманнипе хырӑмӗсене тыта-тыта, кулса пыраҫҫӗ, вӗсем енне ҫав юлхав ҫын тӗссӗр куҫӗпе лӑпкӑн ҫаврӑнса пӑхсан, ачасем, тӗм хыҫне пытанакан шӑшисем пек, кӗтессене тара-тара пытанаҫҫӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ун хыҫҫӑн куҫа курӑнман линейка тӑсӑлса пырса, салтаксен фронтне тикӗслетнӗ, темелле, вӗсем хырӑмӗсене пӑчӑрта-пӑчӑрта лартнӑ, кӑкӑрӗсене каҫӑртнӑ, аттисен пуҫӗсене пӑха-пӑха илнӗ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ҫынсем виҫшерӗн, темиҫешерӗн пере-пере ӳкнӗ, хырӑмӗсене тыта-тыта, ҫӗр ҫумне кукленсе ларнӑ, уксахласа таҫталла чупнӑ, юр ҫийӗпе упаленнӗ, — пур ҫӗрте те юр ҫинче ҫутӑ-хӗрлӗ пӑнчӑсем пит нумай хыпса тухнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Перерывсем вӑхӑтӗнче вӑл час-часах аэродрома кайса, ҫав машинӑсем кӑшт чупса кайсанах пӗлетелле чӑмса хӑпарнине, сывлӑшра, сенкертерех хырӑмӗсене кӑтартса, кутӑн-пуҫӑн ҫаврӑнкаланине пӑхса тӑнӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950