Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем, тӑва динамитпа аркатса, ӑна, чугун ҫулӗ каймалли вырӑн тӑвасшӑн, киркӑсемпе тӗпретеҫҫӗ, вӗсем ҫав тери пысӑк хурансенче цемент ҫӑраҫҫӗ те, унран кубла сажен чулсем туса, вӗсене тинӗс тӗпне антараҫҫӗ, ҫапла, тинӗс хумӗсен улӑпла вӑйне хирӗҫ чул хӳме хываҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Колхозниксем, ҫул ҫинче ҫамрӑк лавҫӑсене тӗл пулсан, хӑйсемех аяккинелле тӑраҫҫӗ те, вӗсене хисепе хурса пуҫӗнчи ҫӗлӗкӗсене хываҫҫӗ.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аттисене хӑйсемех хываҫҫӗ: темӗнле машинка шухӑшласа кӑларнӑ! — хуйхӑрса каларӗ Захар.Сапоги сами снимают с себя: какую-то машинку выдумали! — с сокрушением продолжал Захар.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нева урлӑ Володарски кӗпер хываҫҫӗ.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Анчах… те Переброд хресченӗсем хӑйсем ҫынпа явӑҫма юратсах каймаҫҫӗ, темле ҫав тери ютшӑнчӑк, те эпӗ хам ӗҫ-пуҫа пуҫарса яма пултарайманскер, мана курсан, вӗсем ҫӗлӗкӗсене таҫтан-аякранах хываҫҫӗ те, хампа танлашсан: «Гай буг», мӑкӑртатаяҫҫӗ тӗксӗммӗн, — «Турӑ пулӑштӑр» тенине пӗлтерет пулас ӗнтӗ ку, — манӑн вӗсемпе хутшӑнасси мӗнпурӗ те ҫакӑ ҫеҫ.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ялав ҫилпе вӗлкӗшсе ҫӳлерен ҫӳле хӑпарнӑ май пурте бескозыркисене хываҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пулаҫҫӗ-ҫке ҫынсем, пурте ҫавӑн пек вӗсем: ӗҫӗн усал енӗсене малтанах пӗлсе тӑраҫҫӗ, урӑх май ҫуккине кура, пулӑшаҫҫӗ те, канаш та параҫҫӗ, ырлаҫҫӗ те-ха ӑна, кайран вара хӑйсем ҫинчен хываҫҫӗ те ответ тытма хӑяканнинчен тарӑхса пӑрӑнаҫҫӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫавӑн пекех регион операторӗ, каяшсене турттарса тухакан организацисем те хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ.Также свою долю вносят региональный оператор и организации, вывозящие отходы.
Каяшсемшӗн тӳлемелли парӑм – 300 млн тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2019.08.05
Юлашки ҫулсенче медицинӑна аталантарма сахал мар укҫа-тенкӗ хываҫҫӗ.В последние годы на развитие медицины выделяют немалые деньги.
Телейлӗ пурнӑҫ никӗсӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2814-tel ... purn-nik-s
Валерий Павлов сӑмахӗ тӑрӑх, потребительсен кооперацийӗн имиджне ӳстерессине республикӑри журналистсем те тӳпе хываҫҫӗ.
Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3
Ҫакӑнта кооператорсем те хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ.
Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3
Унӑн кашни сӑмахне ӑша хываҫҫӗ.
Янӑратӑр ача-пӑча сасси шкулта та килте! // Луиза ВАСИЛЬЕВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Районта физкультура юхӑмне аталантарас ҫӗре Заволжски ЛПУМГӑн физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексӗн ӗҫченӗсем (ФОК директорӗ В. В. Никифоров — баскетбол, Е. В. Баранова — сӗтел ҫи теннис, В. Н. Тишкин — футбол, П. И. Григорьев — полиатлон, В. В. Семенов — волейбол) пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.
Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07
Ӑна хӑпартас ӗҫе ҫамрӑксем те, ватӑсем те хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ.
Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Чӑваш Республикинче пурӑнакансем, пирӗн пысӑк ҫӗршывӑн ытти гражданинӗ пекех, хӑйсен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсене Раҫҫей аталанӑвне тивӗҫлӗ тӳпе хываҫҫӗ, аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн вӑй-хӑватне ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнче 2009-2018 ҫулсенче телерадиовещание аталантарасси» программипе килӗшӳллӗн республикӑра цифра телерадиовещанийӗн патшалӑх сетьне хываҫҫӗ.
Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Кун пек чухне социаллӑ ӗҫченсем хӑйсем те йывӑр шӑпаллӑ ачасене савӑнӑҫ кӳмешкӗн сумлӑ тӳпе хываҫҫӗ.
Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Кӑҫал, сӑмахран, ял хуҫалӑх, вӗрентӳ аталанӑвне укҫа-тенкӗ ытларах та хываҫҫӗ.
Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Коллективри кашни ҫын пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса, ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе хавхаланса, пайҫӑсемпе, тавар туянакансемпе, пулӑшу сферипе усӑ куракан клиентсемпе, продукци туса кӑларакансемпе, тӗрлӗ организаципе килӗштерсе ӗҫлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ, — палӑртать Юрий Харитонов. — Райпо аталанӑвне пурте хӑйнеевӗр тӳпе хываҫҫӗ теме пулать.
Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
16. Перси патшинче Артаксеркс ларнӑ вӑхӑтра Вилем, Мифридат, Тавеллий, Рафим, Веелтефм, Самеллий ҫыруҫӑ тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем, Самарире тата ытти вырӑнта пурӑннӑскерсем, патша патне ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 17. «Артаксеркс патшана, хуҫамӑра — санӑн чурусем: пулни-иртнине ҫырса пыракан Рафимпа Самеллий ҫыруҫӑ, вӗсен канашӗнчи ытти ҫынсем, Келе-Сирипе Финикийӑра тӑракан тӳресем. 18. Патша хуҫамӑр паянтан пӗлсе тӑтӑрччӗ: сирӗн патӑртан пирӗн пата тухса килнӗ иудейсем Иерусалима, ҫак ҫылӑхлӑ та ултавлӑ хулана, ҫитсессӗн унти урам тӑваткӑлӗсене тирпейлеме тытӑнчӗҫ, хӳмине хӑпартаҫҫӗ, Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хываҫҫӗ. 19. Ҫапла ӗнтӗ, ҫак хулана туса лартсассӑн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, вӗсем хырҫӑ тӳлеме те килӗшмӗҫ, ун пек ҫеҫ мар-ха, патшасене те хирӗҫ тӑрӗҫ. 20. Ӗнтӗ Турӑ Ҫуртне тума тытӑнчӗҫ те, эпир ҫакӑн ҫинчен шарламасӑр тӑрар мар терӗмӗр, 21. патша хуҫамӑра тата ҫакна та пӗлтересшӗн: эсӗ аҫусенӗн кӗнекисене пӑхса илме кӑмӑл тумӑн-ши?
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.