Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн чунӗ, кӑмӑлӗ ытла та ҫемҫешке, ҫын сӑмахӗпех хӑвӑр хушшӑрти юратуран писни ӑна чӑн арҫын пек кӑтартмасть.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Эпӗ сирӗн хушшӑрти ӗҫсене хутшӑнмастӑп…
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
15. Сана пӗтӗм ҫиллӗмпе, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа сут тунӑ чухне, сана хаяррӑн вӗлернӗ чухне хӑвӑн таврари халӑхсем умӗнче эсӗ ҫын кулли пулӑн, мӑшкӑл курӑн, вӗсемшӗн тӗслӗхпе сехре хӑппи вырӑнне пулӑн — ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм; 16. Эпӗ вӗсем ҫине вӗсене пӗтерекен выҫлӑхӑн хаяр сӑннисене ярсассӑн, вӗсене сире пӗтерме ярсассӑн, сирӗн хушшӑрти выҫлӑха вӑйлатсассӑн, ҫӑкӑр тӗрекне аркатсассӑн, 17. сирӗн ҫине выҫлӑхпа тискер кайӑксене ярсассӑн, сана ачусемсӗр тӑратса хӑварӗҫ; сан ҫийӗн хӗн-суранпа юн иртӗ, сана хӗҫӗмпе тӗллӗп; ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн хушшӑрти пророксемпе юмӑҫсем сире ан улталаччӑр, тӗлӗк куракансене те ан итлӗр; 9. вӗсем малашне мӗн пуласси ҫинчен сире Ман ятӑмпа суя суяҫҫӗ; вӗсене Эпӗ яман, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ хӑвӑр хушшӑрти пусмӑра пӗтерсессӗн, пӳрнӳне ҫӳлелле ҫӗклеме, кӳрентерсе калаҫма пӑрахсассӑн, 10. хӑвӑн чунна выҫӑ ҫынна парсассӑн, инкекри этем чунне тӑрантарсассӑн тӗттӗмлӗхре санӑн ҫуту ҫӗкленсе тухӗ, санӑн сӗмлӗхӳ кӑнтӑр кунӗ евӗр ҫуталса кайӗ; 11. вара Ҫӳлхуҫа яланах санӑн ҫулпуҫу пулӗ, шӑрӑх та типӗ вӑхӑтра чунна тӑрантарӗ, шӑмму-шаккуна ҫу хывӗ, эсӗ вара тулӑх шывпа шӑварнӑ йывӑҫ пахчи пек, нихӑҫан та тапма чарӑнман шыв ҫӑлкуҫӗ пек пулӑн.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Аҫусем лартнӑ авалхи чикке ан куҫар, тӑлӑхсен ани ҫине ан кӗр, 11. мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн Хӳтӗлевҫи хӑватлӑ; сирӗн хушшӑрти тавӑҫа Вӑл татса парӗ.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иисус каланӑ: эппин, хӑвӑр хушшӑрти суя турӑсене пӑрахӑр, хӑвӑр чӗрӗрсене Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри еннелле ҫавӑрӑр, тенӗ.23. Итак отвергните чужих богов, которые у вас, и обратите сердце свое к Господу Богу Израилеву.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Моисей халӑха ҫапла тесе каланӑ: хӑвӑр хушшӑрти ҫынсене вӑрҫа тухма хатӗрлӗр, вӗсем Ҫӳлхуҫа мадиансене тавӑрнине пурӑнӑҫламашкӑн мадиансене хирӗҫ тухчӑр; 4. Израиль [ывӑлӗсен] кашни йӑхӗнчен пин ҫын вӑрҫа каймалла, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Халӑха кала: ыранхи кун тӗлне тасалса тӑрӑр, вара аш ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫана илтӗнмеллех йӗтӗр: пире кам аш ҫитерӗ? пире Египетрах аванччӗ, терӗр, ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Ҫӳлхуҫа аш парӗ, вара [аш] ҫийӗр: 19. пӗр кун кӑна мар ҫийӗр, икӗ кун мар, пилӗк кун мар, вунӑ кун мар, ҫирӗм кун та мар, 20. уйӑхӗпех аш [ҫийӗр] — сӑмсӑр шӑтӑкӗнчен тухичченех, хӑвӑра йӗрӗнтерсе ҫитеричченех ҫийӗр; хӑвӑр хушшӑрти Ҫӳлхуҫана вырӑна хуманшӑн, Ун умӗнче: пирӗн Египетран мӗншӗн тухмаллаччӗ-ха? тесе йӗнӗшӗн ҫапла пулӗ, те, тенӗ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн хушшӑрти ӑстайлӑ кирек хӑш ҫын та килтӗр те Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине пурне те тутӑр: 11. кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, унӑн ҫиелти виткӗчне, ҫекӗлӗсемпе пӑрӑсӗсене, каштисене, юписемпе унӑн тӗпӗсене, 12. саккун арчипе унӑн каштисене, унӑн хупӑлчине, пӳлмелли чаршава [тата картиш каррисемпе юписене, смарагд чулӗсене, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, сӗрмелли ҫӑва,] 13. сӗтелпе унӑн каштисене, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, Ҫӳлхуҫа умне хумалли ҫӑкӑрсене, 14. ҫутатса тӑмашкӑн ҫутаткӑҫпа унӑн [пӗтӗм] хатӗр-хӗтӗрне, унӑн лампадисене, ҫутмалли ҫӑвне, 15. тӗтӗрмелли парне вырӑнӗпе унӑн каштисене, сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне, ырӑ шӑршӑлӑха, кӗлӗ чатӑрне кӗмелли ҫӗре кармалли чаршава, 16. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнне, унӑн пӑхӑр решеткине, унӑн каштисемпе унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 17. картиш каррисене, картиш юписемпе вӗсен тӗпӗсене, картишне кӗмелли ҫӗре кармалли чаршава, 18. кӗлӗ чатӑрӗн шалчисене, картиш шалчисене, вӗсен вӗренӗсене, 19. Аарон священник валли сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли кӗлӗ тумтирӗпе сӑваплӑ тумтирне тата унӑн ывӑлӗсем валли кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне тутӑр, тенӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1