Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хутшӑнса (тĕпĕ: хутшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумайранпа ӗнтӗ районта пурӑнакансем вак хуҫалӑхсене аталантарас тӗллевпе тӗрлӗрен программӑсене хутшӑнса ҫемье фермисем йӗркелесе янӑ тата тин ҫеҫ ӗҫе пуҫӑннӑ фермерсем те ӑнӑҫлӑ аталанма майсем тупнӑ.

Помоги переводом

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Акӑ, тӗслӗхрен, Тикаш ялӗнчи Николай Анатольевич Иванов 2017 ҫулта «Семейная животноводческая ферма» программӑна хутшӑнса 10,0 млн тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илсе хӑйӗн ӗҫне йӗркелесе янӑ.

Помоги переводом

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Районта пурӑнакансем вак хуҫалӑхсене аталантарас тӗллевлӗ программӑсене хутшӑнса ҫемье фермисем йӗркелесе янӑ тата тин ӗҫлеме тытӑнакан фермерсем те ӑнӑҫлӑ ӗҫе пуҫӑннӑ.

Помоги переводом

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Ҫапла вара 2017 ҫулта «Семейная живодноводческая ферма» программӑна хутшӑнса 10,0 млн тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ вӗсем.

Помоги переводом

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

«2012-2014 ҫулсенче «Иванов В.А.» хресчен - фермер хуҫалӑх никӗсӗнче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе ҫемье фермине аталантарас программӑна хутшӑнса 5 миллион тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ пулнӑ.

Помоги переводом

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

«Эпӗ кашни суйлавах хутшӑнса хамӑн сасса паратӑп, мӗншӗн тесен пирӗн ҫӗршывӑн, кунта пурӑнакан кашни ҫыннӑн пуласлӑхӗ хамӑртанах килнине лайӑх ӑнланатӑп.

Помоги переводом

Вӑрмарсем гражданла тивӗҫне пурнӑҫларӗҫ // И.ДАНИЛОВА, Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9852-v-rmars ... urn-clar-c

Сӑмахран, 6-мӗш класра вӗренекен Милена Яковлева (ӳкерчӗк ҫинче Л.Цыфаркинӑпа пӗрле) ҫырас енӗпе те маттур, хӑйӗн произведенийӗсемпе тӗрлӗ конкурссене хутшӑнса та малти вырӑнсене йышӑнать.

Так, например, ученица 6-го класса Милена Яковлева (на фото вместе с Л.Цыфаркиной) умеет не только писать, но и занимает первые места принимая участие в различных конкурсах со своими произведениями.

Информаци тинӗсӗ тӑрӑх «Шкул карапӗ» пырать // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Хӑйӗн произведенийӗсемпе тӗрлӗ конкурссене хутшӑнса палӑрнӑ вӑл.

Участвуя в различных конкурсах она отличалась своими произведениями.

Информаци тинӗсӗ тӑрӑх «Шкул карапӗ» пырать // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тӑван чӗлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепӗр хут аса илсе Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗнче шкул директорӗ, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ, 17 вӗренекен тата 22 ашшӗ-амӑшӗ акцие хутшӑнса хӑйсем чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслерӗҫ.

Помоги переводом

Алла-аллӑн тытӑнса тухрӗҫ вӑйӑ картине Чӑваш Сурӑм шкулӗнче // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/alla-allan-tyitan ... enche.html

Чӑваш Енре ӑстасем пурӑннине «Сурпан Пӗрле», «Чӑваш Енӗн тӗрӗллӗ картти» акцисене хутшӑнса ҫирӗплетсе патӑмӑр.

Помоги переводом

Элӗк район ҫыннисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/elek-rajolaxen-cy ... lacce.html

Митинга Иван Никифоров уҫрӗ, Астӑвӑмпа хурлӑх кунӗнче Раҫҫей ҫыннисем тӗрлӗ акцие хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ салтаксен ячӗсене асра тытнине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html

Павел Семенов Раҫҫей шайӗнчи конкурссене хутшӑнса ҫулсерен ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫет.

Помоги переводом

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

Марина Николаевна ял халӑхне чӗре тата онкологи чирӗсем «ҫамрӑкланса» пыни ҫинчен аса илтерсех тӑрать, ҫавӑнпа диспансеризацие хутшӑнса сывлӑха тӗрӗслеттерсех тӑма хистет.

Помоги переводом

Сипленме пыракансем хисеплеҫҫӗ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/14/%d1%81%d0% ... %d0%b5cce/

Аччасем, сӑмахран, акцине хутшӑнса ачасемпе аслӑ ӳсӗмрисене савӑнтарса чие йывӑҫҫисем лартнӑ.

Помоги переводом

Экологи акцине хутшӑннӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%8b%d0% ... 83%d0%bda/

Ачасем, географи олимпиадисене хутшӑнса чылай вырӑн йышӑнатчӗҫ.

Помоги переводом

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Кӑҫал вырӑнти пуҫару программине хутшӑнса Атнаш, Ачча, Вӑтапуҫ, Вӑрӑмпуҫ, Вӑтакас Кипеч, Сухайкасси, Ухман, Шаккӑл, Шелттем ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенчи чылай урам хӑйсен сӑнне лайӑх енне улӑштарнӑ.

Помоги переводом

Урам хушшине выртрӗ вакӑ чул ҫӗклет-ҫке кӑмӑла тап-такӑр ҫул // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%83%d1% ... bca%d0%bb/

Ыйтусене татса парӑр, критикӑна хутшӑнса, хӑвӑра шеллесе вӑя пустуй ан тӑкаклӑр.

Решайте проблемы по мере их возникновения, не тратя лишних сил на критику и жалость к себе.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӑмӑла каякан ҫынсемпе хутшӑнса вӑй пухӑр.

Энергию попробуйте черпать из общения с приятными вам людьми.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑхӑтӑн ытларах пайне ҫемьепе, ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнса ирттерӗр.

Посвятите большую часть времени общению с семьей и близкими.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Магмет-Эминь вилнӗренпе пысӑк вӑрҫа хутшӑнса курманскерсем, вӗсем часрах ҫапӑҫӑва кӗресшӗн.

Помоги переводом

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней