Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе Раҫҫейри тарӑн тӗпчевсен фончӗ тухӑҫлӑ та усӑллӑ хутшӑнса ӗҫлени 76 наукӑпа тӗпчев проектне пулӑшу пама 32 миллион тенкӗ явӑҫтарма май пачӗ.
Михаил Игнатьев Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/02/08/news-3480611
2016 ҫулта пирӗн республикӑн ҫӗр ытла спортсменӗ тӗнчери ӑмӑртусене хутшӑнса Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин пухмачне тӗрлӗ пахалӑхлӑ 80 яхӑн медальпе пуянлатнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Министрсен Кабинечӗ умне инвесторсемпе, Шупашкар хулинчи аэропорт арендаторӗсемпе тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫлеме тата пассажирсен йышне кӑҫал 200 пине ҫитерме тӗллев лартатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Патшалӑхӑн пысӑк корпорацийӗсемпе, Раҫҫей Оборона министерствипе хутшӑнса ӗҫлекен предприятисен производство калӑпӑшӗсем пысӑкланаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Пӗр вӑхӑтрах хӑлхана ҫуракан ятлаҫу французла сӑмахсемпе пӗрле хутшӑнса кайрӗ, духи шӑршипе тар шӑрши пӗрлешрӗҫ, хут купӑс янратни уласа йӗнипе пӗрле илтӗнет, — ҫаксене пурне те пӗр самантрах паровоз кӑшкӑртса хупласа хучӗ.
III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫапла, ирӗксӗртенех хам атте ӗҫне пӗрле хутшӑнса кайнӑ хыҫҫӑн, эпӗ унпа калаҫасса та урӑхла — хамран асли пек, анчах пӗр тан пек калаҫма пуҫларӑм.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ ҫил-тӑвӑлла шкула ҫапӑнса кӗтӗм те, чупнӑ маяпах шинеле хывса ывӑтса, надзиратель куҫӗнчен ӑнӑҫлӑн пӑрӑнса, кӗлӗ пӗтнӗ хыҫҫӑн пысӑк залран кӗпӗрленсе тухакан юлташсем хушшине кӗрсе хутшӑнса кайрӑм.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫак виҫӗ чиркӳ чанӗсем пуҫласа яракан янравлӑ сассене хирӗҫ ытти чиркӳсен чанӗсен сассисем те ярса илетчӗҫ, вӗсен урлӑ-пирлӗ йӑслакан хорпа пӗрле вара хула хӗрринчи тӗрме чиркӳн чанӗн сасси те хутшӑнса чинкӗлтететчӗ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Кусем кӑна мар-ха, — терӗ, пирӗнпе калаҫӑва хутшӑнса, пӗр вӑтам ҫулхи ҫын.
Ҫын вӑрлакансем // Н. Пушкин, Н. Никитин. «Капкӑн», 1962, 7№, 10 с.
Йышӑнусем тума хатӗрленнӗ тата вӗсене ҫирӗплетнӗ чухне информаци тата экспертпа тишкерӳ тӗлӗшӗнчен тухӑҫлӑ технологи пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерес, патшалӑх, регион тата муниципалитет управленийӗн органӗсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫлессин шайне ӳстерес тӗллевпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Лару-тӑру центрне туса хумалла тесе шутлатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Эпир рейссен шучӗ тата маршручӗ хутшӑнса пынине асӑрхатпӑр, эппин, пассажирсен юхӑмӗ те ӳсет.Мы фиксируем увеличение направлений и количества рейсов и, как следствие, рост пассажиропотока.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Пирӗн асаттесемпе аттемӗрсен, асаннесемпе аннемӗрсен ӗҫри тата ҫапӑҫури хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн истори страницисенче асӑнмасӑр юлнӑ пулӑмсене тӗплӗн тӗпчесе палӑртас ӗҫе историксемпе пӗрле ача сачӗсенчи пепкесемпе шкул ачисем, студентсем, ялсемпе хуласенче тата поселоксенче пурӑнакан ентешсем хастарлӑн хутшӑнса хӑйсен пархатарлӑ тӳпине хыврӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Унтан тата ҫак шутланӑ вӑйӑра хутшӑнса выляттармалли виҫӗ пысӑк йытӑна вӗрентмелле пулнӑ.
Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Налук служби хальхи вӑхӑтпа шайлашуллӑн аталанать: налук тӳлекенсемпе хутшӑнса ӗҫлемелли майсене лайӑхлатать, налук хурассипе тата пухассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле йӗркелесе пыма пулӑшакан ку чухнехи технологисене ӗҫе кӗртет.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн налук органӗсен ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/11/21/news-3979651
Эпир Горькие, унӑн творчествӑлла ӗҫне хутшӑнса, ҫӑлтӑрлӑ каҫа — калӑпӑр, ак ҫакнашкал ҫӑлтӑрлӑ каҫах… — е кӳлӗ ҫинчи вӗлтӗркке хумсене ҫырса кӑтартма вӗрентес пулсан, вӑл пире кӳренетчӗ те пулӗ…
12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах ҫак никам пӗлмен, священник тумтирне тӑхӑннӑ чӗмсӗр ҫын сайра хутра калаҫӑва хутшӑнса кайнӑ та сӑмах майӗпе ҫивӗч сӑмахсемпе каламбурсем кала-кала хунӑ.
1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Ҫаксене шута илсе, вӗсен пухӑвӗ ман хуҫана манпа ытти ехусемпе хутшӑнса калаҫнӑ пекех калаҫма е мана, хам ӑҫтан килнӗ, ҫав ҫӗршыва кӑларса яма сӗнӳ панӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ялан гуигнгнмсемпе хутшӑнса ҫӳренипе тата вӗсене пӑхӑнса пурӑннине, эпӗ майӗпенех вӗсем евӗрлӗ утма, ҫан-ҫурӑма вӗсем пек хускатма хӑнӑхса ҫитрӗм, ҫаксем вара ман йӑлана кӗрсе юлчӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тарутино лагерьне ҫӗршер ҫын пухӑннӑ, анчах вӗсем Кутузов патне тӗрлӗ шухӑшпа пынӑ, 1812 ҫулхи вӑрҫӑра кашни хӑйне майлӑ хутшӑнса кӗрешнӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
«…Российӑра кашни ҫулах ҫур миллион ача хутшӑнса пынӑ вӑхӑтра эпӗ Европӑри хамӑн ӑнӑҫлӑхсемпе лӑпланма пултараймастӑп», тесе каланӑ Наполеон, аталанса пыракан Россия Францирен ытла вӑйланса каяссинчен шикленсе.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.