Поиск
Шырав ĕçĕ:
Арча ҫинче ҫак япаласем: Григорий курман темле системӑллӑ ручной пулемет, бинокль йӗнни, патрон цинкӗсем, хурарах чӑмӑр авӑрлӑ, яка та тӗксӗм кӑвак кӗпҫеллӗ вӗр-ҫӗнӗ карабин.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий хӑяккӑн сулахай чара ҫине пӑхса илчӗ, тарӑн шӑтӑклӑ сурана, ун ӑшӗнчен хурарах ӑшӑ юн ҫӑлкуҫ шывӗ пек лӑкӑртатса тухнине курчӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Агашӑн шурӑ тутӑр ҫыхнипе пушшех те хурарах, ҫулла хӗвелпе пиҫни кайман пит-куҫӗнче лайӑх сывлӑхпа вӑй-хал тапса тӑрать.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫӳлӗ те хурарах хап-хака вӑл инҫетренех курчӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хурарах кӑвак тӗслӗ ҫумӑр пӗлӗтне вӑл самантлӑха кӗмӗл тӗслӗ кукӑр-макӑр хуртапа эрешлесе илчӗ те, йӑлтӑркка сӑннипе аялалла вирхӗнсе, хурал сӑрчӗн ҫаврака кӑкӑрӗ ҫине пырса тӑрӑнчӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юланутлисем Антип Бреховичпа хуторӑн тури вӗҫӗнче пурӑнакан хурарах сӑнлӑ ҫамрӑк та йӑрӑ казак Стремянников пулчӗҫ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ун тӗлӗнче, хаваслӑн чӗтренсе, шурӑмпуҫ шевли йӑлкӑшать, хурарах кӑвак пӗлӗтӗн ҫав тери тарӑн авӑрӗнче вара тӗпӗ курӑнса кайнӑ пек пулчӗ: чӑн тӳпере илӗм-тилӗм чухнехи тӗтреллӗ шупка сенкер ҫутӑ вылярӗ, хӗррисенчен сӳнсе пыракан сапаланчӑк ҫӑлтӑрсем мӗлтлетсе чӗтренчӗҫ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл хурарах кӗре сӑнлӑ, тарлӑ пичӗ хура лаша купарчи пек йӑлтӑртатать, ҫаврака хӑлхи урлӑ, тачка тути усӑк.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл кӗсре йывӑрӑшӗ туртса илнӗ ҫуна, ҫӗрлехи ҫӑлтӑрсен ҫуттинче яп-яка тупанӗсене йӑлтӑртаттарса, чӑнках ҫӳлелле ҫӗкленнине, унтан хурарах симӗс авӑра хӑвӑрт чӑмса ҫухалнине ҫеҫ курма пултарчӗ.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн яп-яка хырнӑ янахӗ ҫинче хурарах тарӑн шӑтӑк палӑракан пичӗ тарӑхнӑ пек тӗксӗмленсе килчӗ, темскер манса хӑварнӑ пулас вӑл килӗнче.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Куҫӗсем пысӑкланнӑ, питҫӑмартисем путнӑ, куҫхаршисем хурарах та сарлакарах пулса кайнӑ — вӗсем ҫиллес пӗрӗнсе, ывӑннӑ та хурлӑхлӑ куҫӗсем ҫине усӑннӑ.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Янах шӑммипе ҫамки хушшинче шӑмӑ таткисем палӑраҫҫӗ, — хурарах хӗрлӗ тӗслӗ нимӗр пек шӗвек ҫуталса тӑрать.В середине между челюстью и верхушкой лба — обрывки костей, черно-красная жидкая кашица.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сергей тавҫӑрса илме те ӗлкӗреймерӗ, алӑкран шурӑ чӗрҫитти ҫыхнӑ смаларан та хурарах мӑйӑхлӑ вӑрӑм ҫын курӑнчӗ.
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Машук тӑвӗ халӗ чатӑр пек мар, хӳме пек хуралса тӑрать, ҫак тӑва пула Пятигорск ҫинче, кӑнтӑрти ытти хуласем ҫинчи пек мар, пӗлӗт хурарах курӑнать, ҫӑлтӑрсем те йышлӑрах пек…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл тутисене тач тытни, ӳт-тирӗ хурарах тӗслӗ пулни, пӳрне хулӑнӑш куҫхаршийӗсем сӑмси тӗлӗнче пӗрлешсе тӑни — ҫаксем пурте ун питне сивӗрех сӑнлӑ кӑтартаҫҫӗ…
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей Тутаринов ҫӳллӗ ҫын, сӑнӗ хурарах, типшӗм, ҫан-ҫурӑмӗ кӑшт пӗкӗрӗлнӗ.Сергей Тутаринов был высокого роста, чернолиц, худощав и немного сутуловат.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Григорий сасси мӗскӗннӗн, урмӑшнӑн чӗтренсе тухать, ҫамки урлӑ (ӑна Петро, халӗ кӑна асӑрхаса, чун-чӗрипе шикленсе ӳкрӗ) темӗнле урӑхлатнӑ пек, ютшӑнтарнӑ пек курӑнса хӑратса тӑракан хурарах чалпаш ҫӗвек выртать.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья питне тутӑрпа чӗркемесӗрех ҫӳрет, куҫӗ айӗнчи тарӑн йӗрсем хурарах та кӑваккӑн курӑнаҫҫӗ; тӑртанчӑк та кӑштах таврӑнчӑк ҫӑткӑн тутисем унӑн канӑҫсӑррӑн та аскӑнчӑклӑн кулаҫҫӗ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Майра патшан урисем чӑнах та чипер, ытарма ҫук илемлӗ пулнӑ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл, ҫак ахаль тимӗрҫӗ, запорожец тумне тӑхӑннӑран ӗнтӗ, хурарах сӑнлӑ пулин те хитре пек курӑнаканскер, ҫапла каласа мухтанине илтсен, йӑл кулмасӑр чӑтса тӑраймарӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тӗксӗмрех те хурарах вӗрене вӑрманӗ мӑнаҫлӑ та чаплӑ пек курӑнса ларать.
V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.