Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа вӑл сасӑпах йынӑшрӗ, хӑй йынӑшни ан илтӗнтӗр тесе, ӑна кранран юхакан шыв сассипе хупларӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Княгиня, хӑрушшӑн ҫухӑрса ярса, питне икӗ аллипе хупларӗ.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сӑмахне каласа пӗтереймесӗрех Дубровский питне аллипе хупларӗ, вӑл пӑчланса, сывлайми пулнӑ пекех туйӑнчӗ.
XV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Айлӑма сивӗ те ҫӑра тӗттӗм хупларӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл сӗтел умӗнче сулӑнкаласа тӑчӗ, халӗ ӗнтӗ букварь ҫине ун сӑмсинчен юн тумласа: «Чурасем эпир мар, эпир чурасем мар», тесе ҫырнине хупларӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
1) Питне аллисемпе хупларӗ, шатра пичӗ пӳрнисене вутпа пӗҫертнӗ пек ҫунтарасран вӑл шак хытса кайса чӗлхесӗрле тертленчӗ (Ҫеҫпӗл Мишши, Ҫырнисен пуххи, 1989, 238 с.);
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Вӗлернӗ ҫынна курсан, вӑл хӑйне тахӑше ҫапнӑ пекех чӗтресе илчӗ, питне аллисемпе хупларӗ те макӑрса ячӗ.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫывӑхра лараканнисем нимӗн сассӑр куллиле чӗтренсе ларчӗҫ, нумайӑшӗ пит-куҫне веерпа та сӑмса тутрипе хупларӗ, Томӗ вара калама ҫук савӑнчӗ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑй патӑр, — хулӑн сасӑ хӑлхана хупларӗ пахчара.
Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ
Атту эс тӗлне пӗлсен вӑрттӑн ӗҫсех пӗтерен. — Кӗленчене арҫынсенчен пытарнӑ пек туса хулӗпе хупларӗ Инга. — Ку хӗрарӑмсем валли кӑна.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
– Эпӗ… эпӗ айӑплӑ мар! – ҫара пилӗкне кӗпипе хупларӗ ура ҫине сиксе тӑнӑ Элекҫей.– Я... я не виноват! - закрыв обнаженный трос рубашкой, вскочил на ноги Алексей.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Тахӑш самантра Нина кинемей айккине пӑрӑнса питне аллипе хупларӗ.Баба Нина незаметно повернулась сторону, закрывая лицо руками.
Шыв тӑварлӑ куҫҫуле ҫаврӑнса юхать // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
21. Вӗсем Турра пӗлсен те Ӑна Турӑ вырӑнне хурса мухтамарӗҫ, тав тумарӗҫ, хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑшла пуҫларӗҫ, вара вӗсенӗн туйми чӗрине сӗмлӗх хупларӗ; 22. хӑйсене ӑсла хурсах ухмаха тухрӗҫ, 23. вилӗмсӗр мухтавлӑ Турра вилӗмлӗ этем евӗрлӗ, вӗҫен кайӑк, тӑватӑ ураллӑ выльӑх, ҫӗлен-калта евӗрлӗ кӗлеткепе улӑштарчӗҫ; 24. ҫавӑнпа Турӑ вӗсене аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме ирӗк пачӗ, вара вӗсем хӑйсен ӳтне хӑйсемех ирсӗрлесе пурӑнчӗҫ; 25. вӗсем Турӑ чӑнлӑхне суяпа улӑштарчӗҫ; Пултараканнине пуҫҫапас вырӑнне мӗн пултарнине пуҫҫапса пӑхӑнса тӑчӗҫ; Пултаракан ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Маншӑн вӑл пытанса тӑракан упа пек, вӑрттӑн ҫӗрти арӑслан пек пулса тӑчӗ; 11. манӑн ҫулсене хупларӗ те мана туласа тӑкрӗ, мана ниме тӑман ҫын туса хучӗ; 12. уххине туртса карӑнтарчӗ те — мана ҫӗмрен ҫитсе тӑрӑнмалли тӗле тӑратрӗ; 13. йӗннинчен кӑларнӑ ҫӗмренӗсене манӑн пӳреме тӗллесе ячӗ.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫапла, Вӑл мана хирӗҫ тӑчӗ те — кунӗпе аллине мана хирӗҫ тытса тӑрать; 4. пӗтӗм ӳтӗм-тирӗме сӳслентерчӗ, шӑммӑм-шаккӑма хавшатрӗ; 5. мана пӳлсе лартрӗ те — хурлӑхпа асап хушшине хӑварчӗ; 6. тахҫан вилнӗ ҫынсене пытарнӑ пек, мана тӗттӗм вырӑна кӗртсе лартрӗ; 7. эпӗ тухасран ман тавра хӳме ҫавӑрчӗ, ман сӑнчӑрӑма йывӑрлатрӗ, 8. эпӗ тархасланӑ чухне, йӗрсе йӑлӑннӑ чухне манӑн кӗллӗме чарса тӑчӗ; 9. манӑн ҫулсене чулсемпе пӳлсе хучӗ, манӑн сукмакӑмсене хупларӗ.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл кирек хӑҫан та ӑнӑҫтарса пырать имӗш; уншӑн Санӑн суту аякра: мӗнпур тӑшманӗ ҫине вӑл йӗрӗнсе ҫеҫ пӑхать; 27. хӑй ӑшӗнче: «аптӑрамӑп, сыпӑкран сыпӑка та усал курмӑп» теет; 28. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси, улталасси те суясси; чӗлхи вӗҫӗнче — асаплантарасси те ҫынна пӗтересси; 29. вӑл ҫурт хыҫӗнче пытанса ларать, айӑпсӑр ҫынна улах ҫӗрте вӗлерет; унӑн куҫӗ мӗскӗне вӑрттӑн сӑнать; 30. йӑвине пытанса ларнӑ арӑслан пек, вӑл улах ҫӗрте сыхласа тӑрать; мӗскӗне тытмашкӑн пытанса ларать; мӗскӗне хӑйӗн танатипе ҫаклатса ярса илет; 31. лӑпчӑнать те, сиксе ӳкет те — мӗскӗнсем унӑн тискер чӗрнине ҫакланаҫҫӗ; 32. хӑй ӑшӗнче вӑл: «Турӑ манчӗ, сӑнне хупларӗ, нихӑҫан та курмӗ» теет.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл манӑн ҫула пӳлсе хучӗ — иртсе каяймастӑп, эпӗ утас сукмака сӗмлӗхпе хупларӗ.8. Он преградил мне дорогу, и не могу пройти, и на стези мои положил тьму.
Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.