Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хисеплеҫҫӗ (тĕпĕ: хисепле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем Лопухова питӗ хисеплеҫҫӗ, ӑна Петербургри чи ӑслӑ ҫынсенчен пӗри тесе шутлаҫҫӗ, тен, вӗсем йӑнӑшмаҫҫӗ те пулӗ, вӗсем Дмитрий Сергеичпа калаҫнине хӑйсемшӗн усӑллӑ теҫҫӗ, ҫакӑ пулнӑ та ӗнтӗ вӗсемпе Лопухов хушшинчи чӑн-чӑн ҫыхӑну.

Они очень уважают Лопухова, считают его одною из лучших голов в Петербурге; может быть, они и не ошибаются, и настоящая связь их с Лопуховым заключается в этом: они находят полезным для себя разговоры с Дмитрием Сергеичем.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халь ӗнтӗ арӑмӗ те, Лучжэньре пурӑнакансем те Ци-цзине тивӗҫлипе хисеплеҫҫӗ.

Ци-цзинь давно уже вернул себе уважение жены и деревенских, снова все обращаются к нему с подобающим почтением.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Эсир, ваше благороди, е сире унта тата мӗнле чӗнсе хисеплеҫҫӗ, мана ахалех ухмаха кӑларатӑр, тӑнсӑр тесе шутлатӑр…

И вы, ваше благородие, или как вас там кличут-величают, напрасно меня дурите, за глупого считаете…

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, эпир, вӑл пӗчӗкҫӗ тата пит илемлӗ пирки, хӑюсӑр пулнӑ пулӗ: пур илемлӗ япала та хӑйне хисеплеттерет, ӑна хытса кӗҫҫеленсе кайнӑ ҫынсем те хисеплеҫҫӗ.

а может быть — потому, что она была маленькая и очень красивая, а всё красивое возбуждает уважение к себе даже и у грубых людей.

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Вӑл вӗсене хирӗҫ хӑюллӑн пӑхнӑ та: «Ман пекки урӑх ҫук, сире пурте хисеплеҫҫӗ пулин те, ӑна манран ан кӗтӗр», тенӗ.

А он, смело глядя на них, отвечал, что таких, как он, нет больше; и если все чтут их — он не хочет делать этого.

I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Пӑх-ха, боецсем сана мӗнле хисеплеҫҫӗ.

Бойцы тебя смотри как уважают.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сана пурте хисеплеҫҫӗ.

Тебя все уважают.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах та, каярахпа, вӗсем Троекуров каланипеле килӗшнӗ, — хурахсем ӑна чӑнах та темӗншӗн хисеплеҫҫӗ… тенӗ.

Но, наконец, принуждены были они с ним согласиться и сознаться, что и разбойники оказывали ему непонятное уважение…

VII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫитӗнсен те манӑн ачасем мана хисеплеҫҫӗ, урамра курсан сывлӑхпа интересленеҫҫӗ, «Минезия аппа, мӗнле пурӑнатӑн?» тесе ыйтаҫҫӗ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫре – 40 ҫул ытла // Н.КАЛАШНИКОВА. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/

Вӗренекенсем педагога хисеплеҫҫӗ, юратаҫҫӗ.

Помоги переводом

Янӑратӑр ача-пӑча сасси шкулта та килте! // Луиза ВАСИЛЬЕВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ӑна Каҫал тӑрӑхӗнче хисеплеҫҫӗ, хаклаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Америка ҫыннисен вара пач урӑхла – калаҫнӑ чухне мӗнле хытӑрах кулаҫҫӗ, ҫавӑн пек пӗр-пӗрне хисеплеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Ӗҫӗ ӑнать пултаруллӑ хӗрарӑмӑн — ӗҫтешӗсем хисеплеҫҫӗ, пациентсем сума сӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ял ҫыннисем ӑна хисеплеҫҫӗ‚ пархатарлӑ ӗҫӗшӗн тав тӑваҫҫӗ.

Её уважают односельчане, благодарят за благодатный труд.

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Мана чӑваш пулса ҫуралнӑшӑн хисеплеҫҫӗ унта.

Меня там уважают за то, что я чуваш.

Чӑвашла калаҫтараймарӑм // Олег Цыпленков. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Вӗренекенсем те хисеплеҫҫӗ, юратаҫҫӗ ӑна.

Ученики тоже любят, уважают ее.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Николай Владимировича ӗҫтешӗсем хисеплеҫҫӗ, 2015 ҫулта вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн заместителӗн должноҫне йышӑнни ҫакнах ҫирӗплетет.

Помоги переводом

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Шӑпах ҫак пахалӑхсемшӗн хисеплеҫҫӗ те ӑна ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем, ҫавӑн пекех республикӑра пурӑнакан ытти ҫын.

Помоги переводом

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫавӑншӑн хисеплеҫҫӗ, юратаҫҫӗ ӑна.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

6. Вӗсене тупайман та вара Иасонпа хӑш-пӗр тӑвансене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ, хӑйсем ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: ҫак ҫынсем, пӗтӗм тӗнчипе пӑлхатса ҫӳрекенскерсем, кунта та килнӗ, 7. Иасон вӗсене хӑй патне кӗртнӗ, вӗсем пурте кесарь вырӑнне урӑххине, Иисуса, патша тесе хисеплеҫҫӗ, кесарь хушнине хирӗҫ пыраҫҫӗ, тенӗ.

6. Не найдя же их, повлекли Иасона и некоторых братьев к городским начальникам, крича, что эти всесветные возмутители пришли и сюда, 7. а Иасон принял их, и все они поступают против повелений кесаря, почитая другого царем, Иисуса.

Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней