Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ҫӑпатине ӑна, хӗрӗм, Ӗҫе кайма сырнӑ тет, Уявсенче тапӑртатма Сӑран атӑ пулнӑ тет.
Тетте // Светлана Асамат. https://chuvash.org/lib/haylav/7368.html
Ҫакнашкал шкулсенче, уявсенче пулсан чӑваш тумӗ, юрри-ташши, йӑли-йӗрки пурӑннине туйса савӑнатӑн.
Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html
Колхоз правленийӗ уявсенче Хисеп хучӗ панишӗн те чӗререн савӑннӑ.От души радовались тому, что колхозное правление по праздникам вручало Почетные грамоты.
Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22
Вӑрмарти «Парне» ансамбльпе концертсемпе уявсенче халӑха сахал мар савӑнтарнӑ.Не мало радовал народ на праздниках и на концертах вместе Урмарским ансамблем "Парне".
Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Пысӑк уявсенче эпӗ ялти чиркӗве те ҫӳретӗп.
Ҫӗнӗ пурнӑҫа — ҫамрӑк хӑватпа // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
Саша уявсенче хӑйӗн пултарулӑхне пӗтӗм яла кӑтартать-ҫке.Потому что во время праздников Саша знакомит своим творчеством всю деревню.
«Юррӑмсем юрату ҫинчен» // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
Тахҫан пӗрре пысӑк уявсенче килкелесе куратчӗҫ – нимӗн те калаймӑн.Изредка по большим праздникам приезжали - ничего не скажешь.
Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Музейсенче ҫеҫ упрас марччӗ ӑна, куллен тӑхӑнаймасан та уявсенче те пулин тӑхӑнса савӑнасчӗ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Ҫут ҫанталӑк ытамӗнче иртекен уявсенче Михайловсемшӗн хускану тӗпре.
Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Пуҫ ӗҫӗпе тимлемелли вырӑнта тӑрӑшаканскер каҫхине те, канмалли кунсемпе уявсенче те компьютер умне ларать.
Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html
Канмалли кунсемпе уявсенче мӑнукӗсен, мӑнукӗсен ачисен ытамне путать вӑл.На выходных и на праздники она тонет в объятиях внуков и детей внуков.
Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25
11. Уявсенче тата чаплӑ кунсенче унӑн тырӑ парнине пӑру пуҫне пӗр ефа, сурӑх таки пуҫне пӗр ефа, путек пуҫне хӑй мӗн чухлӗ парать, ҫавӑн чухлӗ кӳмелле, тата ефа пуҫне пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ кӳмелле.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Уявсенче Ҫӳлхуҫа умне тӑма килнӗ халӑхӑн ҫапла тумалла: ҫурҫӗр хапхинчен кӗнӗ ҫын кӑнтӑр хапхинчен тухмалла, кӑнтӑр хапхинчен кӗни ҫурҫӗр хапхинчен тухмалла; унӑн хӑй кӗнӗ хапхаран тухмалла мар, хирӗҫҫи хапхаран тухмалла.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Аслӑ пуҫлӑх вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне тата тырӑ-пулӑ парни парса тӑма тивӗҫлӗ, уявсенче тата ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кунсенче, шӑматкунсенче, Израиль килӗн пӗтӗм чаплӑ кунӗсенче ҫу юхтарса парне пама тивӗҫлӗ; вӑл Израиль килне тасатмашкӑн ҫылӑх парни, тырӑ-пулӑ парни, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне, тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни пама тивӗҫ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Сион ҫине, хамӑр уявсенче халӑх пухӑнакан хула ҫине, пӑхса ил-ха; санӑн куҫусем Иерусалима, канӑҫлӑх вырӑнне, пӗр хускалмасӑр ларакан кӗлӗ чатӑрне курӗҫ; унӑн юписене нихӑҫан та кӑлармӗҫ, ӗнтӗ унӑн пӗр вӗренӗ те татӑлас ҫук.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ пӗчченех уявсенче Иерусалима ҫӳреттӗм, тӑтӑшах ҫӳреттӗм; Турӑ пӗтӗм Израиле ӗмӗрлӗхе панӑ йӗрке тӑрӑх, чи малтан пуҫтарнӑ ҫимӗҫе, пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне тата чи малтан каснӑ сурӑх ҫӑмне илсе каяттӑм, 7. ҫакна священниксене, Аарон ывӑлӗсене, парне вырӑнӗ ҫине хума параттӑм: пӗтӗм ҫӗр ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне Левит ывӑлӗсене, Иерусалимра ӗҫлесе тӑракансене, параттӑм; тепӗр вуннӑмӗш пайне сутаттӑм та укҫине ҫуллен Иерусалима ҫӳресе пӗтереттӗм; 8. виҫҫӗмӗш пайне — кама тивӗҫлӗ, ҫавна параттӑм; аттерен тӑлӑха юлсассӑн, мана аттем амӑшӗ Деввора ҫапла тума вӗрентсе хӑварнӑччӗ.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тата ытти халӑх та — священниксем, левитсем, хапха хуралҫисем, юрӑҫсем, левитсене пулӑшакансем, ют халӑхсенчен хӑпса Турӑ саккунӗ енне куҫнисем, вӗсенӗн арӑмӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, тӑн илме пултаракансем пурте — 29. хӑйсен ятлӑ-сумлӑ тӑванӗсем ҫумне тӑчӗҫ те, тупа туса, тупана пӑссассӑн ҫитекен ылхана та йышӑнса, Турӑ саккунӗпе — Турӑ чури Моисей урлӑ панӑ саккунпа — пурӑнма, Туррӑмӑрӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл мӗн хушнине пурне те тытса тӑма, вырӑна килтерсе пыма пулчӗҫ: 30. эпир хамӑрӑн хӗрӗмӗрсене ют халӑх ывӑлӗсене памӑпӑр, вӗсенӗн хӗрӗсене хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсем валли илмӗпӗр; 31. ют халӑхсем шӑматкун тавар тата ытти сутлӑх тырӑ илсе килсессӗн, шӑматкунпа таса кун вӗсен таварне туянмӑпӑр, кашни ҫиччӗмӗш ҫул пур тӗрлӗ парӑма та каҫарӑпӑр; 32. эпир кашнийӗ ҫулталӑкра сиклӗн виҫҫӗмӗш пайне Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли кӳрсе тӑма сӑмах паратпӑр, ку вӑл ҫакӑн валли пултӑр: 33. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсемпе кулленхи тырӑ-пулӑ парни валли, кулленхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхра тата уявсенче кӳрекен парнесем валли, сӑваплӑ парне валли, Израиле тасатмашкӑн ҫылӑх каҫарттарма кӳрекен парнесем валли тата Турӑ Ҫуртӗнче туса тӑракан пӗтӗм ӗҫ валли пултӑр.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа саккунӗнче ҫырнӑ пек, патша хӑй пурлӑхӗн пайне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, — ирсерен те каҫсерен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкун тата уйӑх пуҫламӑшӗнче, уявсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, — парса тӑнӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫӳлхуҫа уявӗсем ҫаксем ӗнтӗ: ҫав уявсенче сӑваплӑ пуху чӗнсе пуҫтарса Ҫӳлхуҫана парнесем — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне, тырӑ-пулӑ парни, пуснӑ парнесем, юхтармалли парнесем — кӳмелле, кашни кунӗнче хӑйӗн парнисене кӳмелле, 38. сирӗн ҫак парнесене Ҫӳлхуҫа шӑматкунӗ кӳрекен парнесем ҫумне, хӑвӑр парнӗрсем, сӑмах панипе, тимлӗ пулнипе кӳрекен парнӗрсем ҫумне хушса памалла.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Туй-ҫуй, Сурхури, Ҫӑварни, Мӑнкун йӑли-йӗркине курса ӳсрӗм, ҫак уявсенче шӑрантаракан юрӑсем ӑса хывӑнчӗҫ.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№