Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ҫӗнӗ пурнӑҫа — ҫамрӑк хӑватпа

Автор: Сувар

Источник: «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Добавлен: 2016.06.30 11:42

Предложений: 50; Слово: 461

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Образование

Юлашки шӑнкӑрава хӑш вӗренекен хӗпӗртесе кӗтмест-ши, унтан ӗмӗр тӑршшӗпе шкул ҫулӗсене чи телейлӗ вӑхӑт пек кам аса илмест-ши? Халӗ вара тин ҫирӗпленекен ҫунатсем часрах ҫӗнӗ пурнӑҫа вӗҫсе кӗме васкаҫҫӗ.

Ҫарӑмсан районӗнчи Вӑтӑр Юман Киремет вӑтам шкулӗн пултаруллӑ вӗренекенӗсем Петр Рыбкинпа Сергей Ермолаев та паян Раҫҫей вӗренекенӗсемпе пӗрле юлашки хут парта хушшине ларчӗҫ. Ыйтусем ҫине хуравлама тата доска умне тухма мар, юлашки хут шӑнкӑрав сассине илтме. Ачаран туслӑ юлташсен ҫулӗсем вӑрах тӑмасӑрах туратланса каяҫҫӗ пулсан та, вӗсем пурнӑҫ ҫулӗпе пӗр девизпах утӗҫ: «Пурнӑҫ тӗллевӗ – чӑн-чӑн ҫын пуласси».

– Хӑвӑр шкулӑрта эсир яланах «ҫӑлтӑрсем», пур енчен те пултаруллисем пулнӑ. Шкултан кайма салхуллӑ мар-и?

Петя: Паллах, салхуллӑ. Кашни шкул пӗтерекен ҫамрӑкӑн чӗри хумханать пулӗ. Вӑл хӗр-и е арҫын ача-и – уйрӑмлӑх ҫук.

Сергей: Халӗ пирӗн экзаменсене лайӑх тытса аслӑ шкула кӗме тӑрӑшмалла. Шкула эпир тӑван яла килсен кӗмесӗр каймӑпӑр, манмӑпӑр.

– Халӗ сире тивӗҫлипех абитуриентсем теме пулать, ӑҫта вӗренме кӗме хатӗрленетӗр?

С: Эпӗ вӑтам классенченех программист пулма шутласа хунӑ. Чи юратнӑ предмет та манӑн информатика. Специальноҫа вара Шупашкар хулинче илме шутлатӑп.

П: Хама эпӗ суту-илӳре куратӑп. Ҫавӑнпа та ятарлӑ пӗлӳ пухма Ҫырчаллинчи суту-илӳпе технологи институтӗнче «суту-илӳ организацийӗсен менеджерӗ» специальнӑҫа алла илесшӗн. Алгебра предметне ҫав тери кӑмӑллани хӑйӗн ӗҫне тӑвать пулмалла.

– Аслӑ шкула кӗриччен, паллах, пӗрлехи патшалӑх экзаменне памалла. Вӑл хӑратмасть-и?

С: Эпир ял шкулӗнче вӗрентӗмӗр пулсан та, пирӗн вӗрентекенсен коллективӗ питӗ вӑйлӑ, ӑслӑ. Ҫавӑнпа та эпир илнӗ пӗлӳ ҫӳллӗ шайра, эпир экзамена лайӑх паллӑсемпе парасса шанатпӑр. Акӑлчан чӗлхине вӗрентменни мана, компьютерпа кӑсӑкланакана, кансӗрлет, хӑш чухне пӗлӳ ҫитмест. Апла пулсан та эпӗ ҫак чӗлхене хам тӗллӗн вӗренетӗп.

П: Пӗрлехи экзамена эпир яваплӑха туйса, тӗплӗн, уроксем хыҫҫӑн юлса хатӗрленетпӗр. Экзамена начар тытсан ӑна тата пӗр ҫултан тин пама юрани начар тесе шутлатӑп. Кашни пӗрремӗш хутӗнченех лайӑх пама пултараймӗ.

– Сирӗн пушӑ вӑхӑтӑр халӗ ытти чухнехинчен те сахал. Кӗнекесемпе тӗрлӗ задачӑсенчен мӗнле канатӑр?

С: Петьӑпа юрӑ ремиксӗсене тӑвакан компьютерлӑ программа тӑватпӑр. Ытларах ют чӗлхеллӗ юрӑсемпе ӗҫлетпӗр, мӗншӗн тесен вӗсем пур енчен те ҫӳллӗрех шайра. Вӑхӑт тупӑнсан хамӑн «Юпитер-5» мотоциклпа ярӑнса илме те хирӗҫ мар. Вӑл 90-мӗш ҫулхиех пулсан та лайӑх-ха. Пысӑк уявсенче эпӗ ялти чиркӗве те ҫӳретӗп.

П: Компьютер вӑййисене вылянисӗр пуҫне эпир спортпа туслӑ. Пирӗн шкул ҫак енӗпе районта малта пыраканнисенчен пӗри. Астӑвасса эпир яланах шкулти волейбол, баскетбол, ҫӑмӑл атлетика секцийӗсене ҫӳреттӗмӗр.

С: Чӑннипе те кросс чупса район шайӗнче темиҫе ҫул пӗрремӗш вырӑнсем йышӑнтӑмӑр. Волейболла, баскетболла выляса тата йӗлтӗрпе ярӑнса эпир яланах пӗрремӗш вырӑнсене илнӗ. Ҫакӑншӑн Андриян Алексеевич Тимирясов тренера тав тӑвас килет.

– Вӑхӑт ҫитсен ҫар хӗсметне те кайма тивӗ. Ун пирки мӗнле шухӑшсем сирӗн?

П: Эпир алла диплом илнӗ ҫӗре ҫарта тӑмалли вӑхӑт пӗр ҫул анчах пулать. Эпӗ ҫара кайса килме хирӗҫ мар, вӑл усӑллӑ кӑна пулӗ.

С: Ман шутпа пирӗн ҫар условийӗсем мӗнле пулсан та Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлемеллех. Унта аслӑ е ятарлӑ пӗлӳллӗ, хатӗрленсе кайни аванрах пулмалла тетӗп.

Редакци ятӗнчен эпир пур шкул пӗтерекенсене те юлашки шӑнкӑрав кунӗпе саламлатпӑр. Лартнӑ тӗллевӗрсемпе ӗҫӗрсене пурнӑҫлама хӑват, ӑнӑҫу сунатпӑр. Ырӑ ҫул сире!

Сайт:

 

Статистика

...подробней