Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Кала, хӑнасен учӗсене картишне илсе кӗртчӗр.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Площадь еннелле, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, казаксем учӗсене сиктерсе пыраҫҫӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах козаксем учӗсене утланса мушкечӗсене авӑрлама та ӗлкӗреймерӗҫ, ляхсем, кӗрхи йывӑҫ ҫинчен ҫулҫӑ татӑлса аннӑ пекех, пӗтӗм сӑрта хупласа та илчӗҫ.
IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Мана ылтӑнпа шыва кӗртес тесе, мӗнпур ҫӗрӗсене, ҫурчӗсене, учӗсене сутса яни ҫинчен каларӗ пулин те, пурпӗрех хӑваласа кӑларса ятӑм.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ҫак ватӑ цыган пирӗнтен пӗр аллӑ утӑмра тӑракан хӑйсен таборӗн учӗсене пӑхать.старого цыгана, — он сторожил коней своего табора, раскинутого шагах в пятидесяти от нас.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Сан-Хавьер мэрӗ радиостанцие пӗлтернӗ тӑрӑх, самолетра пулнӑ пилотпа инструктор учӗсене хальлӗхе тупман.
Пилотпа студент вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23092.html
Боецсем учӗсене сӗтӗреҫҫӗ, шӑл витӗр вӑрҫа-вӑрҫа, вӗсен куҫӗсем ҫине михӗсем пӑрахаҫҫӗ, хӑш чухне, чӗлпӗртен туртнӑ май, хӑйсем те сывлӑша ыткӑнса каяҫҫӗ.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Типпе тухсан пурте учӗсене юрттарма пуҫларӗҫ.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ямшӑк ӗшеннӗ учӗсене хула хӗрринчи пӗртен пӗр чул ҫурт хапхи умне шырса тӑратрӗ.Ямщик остановил усталую тройку у ворот единственного каменного дома, что при въезде.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӗрем юнпа ҫӑвӑнать; ҫырма тӑрӑх ҫӑра курӑк хушшипе шуса иртрӗм те, — пӑхатӑп: вӑрман пӗтрӗ, темиҫе казак уҫланка учӗсене уттарса тухрӗҫ, ҫатантах манӑн Карагез та тӳрех вӗсен умне сиксе тухрӗ, ак хайхисем пурте кӑшкӑрашса ун хыҫҫӑн ыткӑнчӗҫ: темӗнччен хӑваларӗҫ вӗсем ӑна, уйрӑммӑнах пӗри ик-виҫӗ хутчен те кӗҫех ӑна йӑлмакпа тӑхӑнтартса тытатчӗ; эпӗ сехӗрленсе ӳкрӗм, пуҫӑма усрӑм та кӗл тума тытӑнтӑм.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
10. Ҫав кун акӑ епле пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа: санӑн хушшунтан ҫар учӗсене пӗтерсе, ҫар ураписене ҫӗмӗрсе тухӑп, 11. санӑн ҫӗрӳнти хуласене аркатӑп, хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ хӳтлӗхӳсене пурне те ишсе антарӑп, 12. санӑн аллунтан асам ӑсталӑхне туртса илӗп, пӗлӗтсене пӑхса юмӑҫ яраканӗсем те пулмӗҫ санӑн; 13. санӑн хушшунтан хӑв пуҫҫапакан суя турӑсен кӗлеткисене тата йӗрӗхсене пӗтерӗп, эсӗ вара текех хӑвӑн аллу тунӑ япаласене пуҫҫапмӑн.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн ҫине Эпӗ, Египетри евӗр, мур чирӗ ярса тӑтӑм, учӗсене тыткӑна илсе кайса, сирӗн яш ачӑрсене хӗҫпе вӗлерсе тӑтӑм, ҫапла сирӗн тапӑрсенчен сывлама ҫук ирсӗр шӑршӑ сарӑлса тӑчӗ — ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пулӑшу ыйтса Египета каякансене, вӗсен учӗсене, ҫар урапийӗсене шанакансене хуйхӑ ҫитӗ: вӗсем ӗнтӗ урапи нумай, юланутҫисем питех те паттӑр теҫҫӗ, вӗсем Израиль Святойӗ енне пӑхмаҫҫӗ, Ҫӳлхуҫаран пулӑшу ыйтмаҫҫӗ!
Ис 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.