Поиск
Шырав ĕçĕ:
32. Ҫул ҫинче, Иерусалималла улӑхнӑ чухне, Иисус ӗнтӗ вӗренекенӗсен умӗнчен утса пынӑ, лешӗсем сехӗрленсех ӳкнӗ, вӗсемпе пӗрле пыракансем те питӗ хӑранӑ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Вӗренекенӗсем, Вӑл тинӗс ҫийӗн утса пынине курсассӑн, ку мӗлке пулӗ тесе шухӑшланӑ та кӑшкӑрсах янӑ: 50. Ӑна курсассӑн вӗсем пурте хӑраса ӳкнӗ.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Вӑл вӗренекенӗсем асапланса ҫиле хирӗҫ ишнине курнӑ; ҫӗрлехи тӑваттӑмӗш хурал черетӗнче Вӑл вӗсем патне тинӗс ҫийӗн утса пынӑ та вӗсенчен иртсе каясшӑн пулнӑ.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӗренекенӗсем Вӑл шыв ҫийӗн утса пынине курсассӑн шикленсе ӳкнӗ: мӗлке ку, тенӗ; хӑранипе кӑшкӑрсах янӑ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӗрлехи тӑваттӑмӗш хурал вӑхӑтӗнче вара Иисус тинӗс ҫийӗн вӗренекенӗсем патне утса пынӑ.25. В четвертую же стражу ночи пошел к ним Иисус, идя по морю.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑшӗ ҫӑмӑлтарах калама: «санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ» теме-и? е «тӑр та утса ҫӳре» теме-и?5. ибо что легче сказать: прощаются тебе грехи, или сказать: встань и ходи?
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Иуда вӗсем патне калаҫса татӑлма ҫынсем янӑ: хамӑр ҫӗрӗмӗре ҫитмешкӗн эпир сирӗн ҫӗрӗр витӗр тухса кайӑпӑр, сире никам та кӳрентермӗ, эпир утса ҫеҫ тухӑпӑр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй кипарис, ӗсӗкле — кедр кайса ӳкрӗ, чаплисем те ҫаралса юлчӗҫ; эй, ӗсӗклӗр, Васан юманӗсем — утса тухайми вӑрман йӑванчӗ.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[ 24 Вӗсем вут-ҫулӑм ӑшӗнче Турра мухтаса, Ҫӳлхуҫана аслӑласа утса ҫӳренӗ.24. [И ходили посреди пламени, воспевая Бога и благословляя Господа.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл тата пин чике виҫрӗ, эпӗ ӗнтӗ кунти юхӑм урлӑ утма та пултараймарӑм, мӗншӗн тесессӗн вӑл ытла та тарӑнччӗ, тулличчӗ, кунта ишме ҫеҫ пулать, ку юхӑм шыв урлӑ утса каҫма ҫук.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ унтан этем ури утса иртеймӗ, унта выльӑх-чӗрлӗх ури те пусаймӗ, унта хӗрӗх ҫул хушши никам та пурӑнмӗ.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа ӑна каларӗ: хула варрипе, Иерусалим варрипе, утса тух, ҫакӑнта тӑвакан ирсӗр ӗҫсемшӗн хуйхӑракан, пӑшӑрханакан ҫынсен ҫамки ҫине паллӑ лартса тух, терӗ.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Исмаил, Нафания ывӑлӗ, Массифӑран вӗсене хирӗҫ тухса йӗре-йӗре утса пынӑ, вӗсене тӗл пулсассӑн ҫапла каланӑ: Ахикам ывӑлӗ Годолия патне кайӑр.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑма итлемерӗр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ирӗке ямарӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире, тет Ҫӳлхуҫа, хӗҫ айне пулма, мур чирӗпе, выҫӑпа асапланма ирӗк паратӑп, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм патшалӑх тӑрӑх тарӑхтармӑш пулма сапаласа яратӑп; 18. Ман умӑмра пӑрӑва ҫурмаран касса ун пайӗсем хушшипе иртсе хывнӑ халала пӑснӑ, халал сӑмахӗсене пурӑнӑҫламан ҫынсене, — 19. касса ҫурнӑ пӑру пайӗсем хушшипе утса иртнӗ Иудея улпучӗсене, Иерусалим улпучӗсене, хайрансемпе священниксене, ҫӗршыври мӗнпур халӑха, — 20. хӑйсен тӑшманӗсен аллине, вӗсенӗн чунне шыракансен аллине паратӑп, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эппин, итле ҫакна, асап тӳсекенӗ, эрех ӗҫмесӗрех ӳсӗрӗлсе кайнӑскерӗ, 22. хӑвӑн Ҫӳлхуҫу, Хӑй халӑхӗшӗн тавӑракан Турӑ, хӑвӑн Турру, ҫапла калать: акӑ Эпӗ санӑн аллунтан ӳсӗртекен куркана, Хамӑн хаярлӑхӑм куркинчи ҫӗпрене, илӗп; урӑх ӗҫмӗн ӑна, 23. вара ҫавӑ куркана сана асаплантаракансене, сана: «ӳпне ӳк, сан тӑрӑх утса кайӑпӑр» тенӗскерсене, санӑн ҫурӑмна ура айӗнчи пылчӑк вырӑнне, иртсе ҫӳрекен урам вырӑнне хунӑскерсене аллинченех тыттарӑп.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл вӗсене хӑвалать, хӑй ури утса курман ҫулпа лӑпкӑн ҫеҫ пырать вӑл.3. Он гонит их, идет спокойно дорогою, по которой никогда не ходил ногами своими.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унӑн юханшывӗсем сӑмала пулӗҫ, унӑн тӑприйӗ кӳкӗрт пулӗ; унӑн ҫӗрӗ ҫунса тӑракан сӑмала пулӗ: 10. кӑнтӑрла та, ҫӗрле те сӳнмӗ; унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗрӗпех йӑсӑрланса тӑрӗ; ҫӗр вара йӑхран йӑхах пуш-пушӑ выртӗ; ун ҫийӗн ӗмӗрӗпе те никам та утса иртеймӗ; 11. унта тӑманапа чӗрӗп хуҫаланӗ; вӑл ҫӗре ӳхӗпе ҫӑхан вырӑнаҫӗ; аркатма палӑртса вӗрен карӑнтарӗҫ, ӑна тӳп-тӳрӗ антарӗҫ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл Аарона — ун пекех сӑваплӑскере, Левий йӑхӗнчен тухнӑ пиччӗшне — асла кӑларнӑ, 8. унпала ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ, халӑх хушшинче ӑна священник тунӑ; Вӑл ӑна ыттисенчен уйрӑм илемпе пилленӗ, ӑна мухтав пиҫиххийӗ ҫыхса янӑ; 9. Вӑл ӑна чӑн илем тӑхӑнтартнӑ, хисеплӗ, сумлӑ тумтир тумлантарнӑ: 10. аялтан пӗр тумтир пулнӑ, ҫиелтен подирпа ефод тӑхӑнтартнӑ; 11. вӑл утса пынӑ чухне Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑмашкӑн, кӗлӗ чатӑрӗнче сасӑ илтӗнсе тӑтӑр тесе шӑнкӑртатса пымашкӑн унӑн тумӗн арки тавра ылтӑн улмасемпе шӑнкӑравсем ҫакса тухнӑ; 12-13. ӑна сӑваплӑ тумтир — ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ӑстайлӑн тунӑ тумтир — тӑхӑнтартнӑ, ӑна ӑстайлӑн тунӑ сут кӑкӑрлӑхӗ ҫактарнӑ, кӑкӑрлӑхӗ ҫинче урим тата туммим пулнӑ, ун ҫинче ылтӑн харшана лартнӑ виркӗсленӗ чулсем, питех те хаклӑ чулсем, пулнӑ, чулӗсем ҫине, пичет ҫине ҫырнӑ пек, асӑнмалӑх Израиль йӑхӗсен ячӗсене касса ҫырнӑ; 14. кидарӗ ҫинче — ылтӑн ҫутанкка, ун ҫинче — «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» текен сӑмахсем, вӑл — чыслӑх мухтавӗ: куҫа ӑмсантаракан чаплӑ эреш, ӳнер ӗҫӗ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ухмах ҫын ҫулпа ҫеҫ утса пырать — вӑл ухмах пулнине кирек кам та курать.
Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Кам та пулин, шӗл-кӑвар ҫийӗн утса, урине пӗҫертмесӗр юлма пултарӗ-и?28. Может ли кто ходить по горящим угольям, чтобы не обжечь ног своих?
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.