Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

утрӗ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Йӗкӗлтемӗшсем,— хӑйпе хӑй тӑвӑлса утрӗ вӑл.

- Обормоты, - говорил он на ходу.

Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.

Ярмул пичче йӗвенне аллинче ҫавӑркаласа тӑчӗ-тӑчӗ те ҫӗре пӑрахрӗ, питне йӳҫенкӗн пӗркелентерсе, ал тӳрчӗпе куҫне шӑлкаласа, аяккалла пӑрӑнса утрӗ.

Дядя Ермолай постоял с уздой, бросил, сморщился болезненно и пошел прочь, вытирая ладошкой глаза.

Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.

Ӗнер ӗҫсе ярайман пӗр кӗленче эрех тупрӗ, стакана тултарчӗ те шалттин ӳпӗнтерчӗ, ӳпӗнтерсен, хунӗш патне тухса утрӗ.

Нашел не допитую вчера бутылку водки, налил стакан, выпил и пошел к тестю.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Том малта утрӗ.

Том шел впереди.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шыв урлӑ каҫмашкӑн пӗчӗк кивӗ пӑрахут тытрӗҫ, — леш еннелле ялан ҫав пӑрахутпа каҫса ҫӳренӗ, — часах вара савӑнӑҫлӑ ушкӑн, карҫинккасемпе апат-ҫимӗҫ йӑтса, аслӑ урам тӑрӑх утрӗ.

Для такого случая наняли старенький пароходик, и скоро веселая толпа повалила по главной улице, таща корзинки с провизией.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл васкаса ирхи апат ҫирӗ те Гека шырама тухса утрӗ.

Он наскоро позавтракал, а потом пошел разыскивать Гека.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл Джо Гарпера шырама тухса утрӗ, анчах ӑнӑҫу пулмарӗ.

Он отправился разыскивать Джо Гарпера, но безуспешно.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том пӗтӗмпех телейсӗр пулса килнелле утрӗ.

Том вернулся домой очень грустный.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бен Роджерса шырама утрӗ вӑл, Бен чухӑнсем патне кайса ҫӳрет иккен, тӗн кӗнекисемпе тулли карҫинкка сӗтӗрет.

Он разыскал Бена Роджерса, и оказалось, что тот навещает бедных с корзиночкой душеспасительных брошюр.

22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл шкул картишӗ патнелле салхуллӑн утрӗ, Бекки арҫын ача пулманшӑн пӗрмай кулянса тӑчӗ, — арҫын ача пулнӑ пулсан, Том ӑна лайӑх тытса хӗртӗччӗ.

Том пошел к школьному двору, эх, если бы она была мальчишкой, уж и отлупил бы он ее!

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Альфред пушанса юлнӑ шкулалла салхуллӑн утрӗ.

Альфред, не зная, что и думать, побрел обратно в пустую школу.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Макӑрма тапратрӗ те вӑл аяккалла тӑрса утрӗ.

— Она расплакалась, вскочила и убежала от него.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Татах та Бекки чӗрине вӗчӗлтеттерес тесе, вӑл ӑна юри шырама утрӗ.

Однако он все время старался разыскать Бекки и нанести ей удар в самое сердце своим поведением.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах Томӗ сӑмахлама пӑрахмасӑрах лӑпкӑн аяккалла утрӗ, хӑйпе пӗрле Эммине ертсе кайрӗ.

Тогда Том спокойно повернулся к Бекки спиной и, продолжая разговаривать, увел с собой Эми Лоуренс.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Карчӑкӗ тӗлӗнмелле тӗрӗс тӗлӗкне каласа кӑтартмашкӑн миссис Гарпер патне, вӑл хӑватсем таврашне ӗненменничен кулма тесе, ун патнелле васкаса утрӗ.

А тетя Полли отправилась навестить миссис Гарпер с целью побороть ее неверие удивительным сном Тома.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан ӑна кичем пек пулчӗ те, вӑл юлташӗсене шырама утрӗ.

Потом соскучился и пошел разыскивать своих друзей.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн вӑрӑ-хурахсен пӗтӗм шайкки хӑйӑрлӑ ӑшӑх вырӑн патнелле тимӗршапа ҫӑмартисене шырама утрӗ.

После обеда вся шайка отправилась на отмель за черепашьими яйцами.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑйӗн куртка кӗсйине хыпашласа пӑхса, вӑл йывӑҫ хуппи ҫухалманнине пӗлчӗ те шыв хӗрринчи вӑрман тӑрӑх малалла утрӗ.

Сунув руку в карман куртки, он уверился, что кусок коры цел, и зашагал через лес, держась поближе к берегу.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл ҫӗр ҫинчен тӑчӗ те, хуйхӑллӑскер тата хӑйне таптаса лапчӑтнӑ пек пулнӑскер, аяккалла утрӗ.

Он поднялся с земли и побрел прочь, уничтоженный, совсем упав духом.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том та хӑйӗн ыратакан чӗри ҫинчен мансах, халӑх хыҫҫӑн утрӗ — вӑл хӑйӗн каяс килнипе каймарӗ: ун шучӗпе, халӗ ҫакӑнтан пӗр пин миля аякра пулнӑ пулсан, лайӑхрахчӗ.

Том забыл о своем горе и присоединился к шествию: не потому, что ему туда хотелось, — он в тысячу раз охотней пошел бы еще куда-нибудь.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней