Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку сӑнлӑхра ҫыранӗсене курӑк пусса илнӗ пӗчӗкҫӗ пӗве пур, ун леш енче ҫыран ҫумӗнченех чӑнкӑ ту ҫӳлелле кармашать, тӑва ешӗл тумӗсене хутӑштарса янӑ акӑш-макӑш пысӑк ватӑ йывӑҫсемпе тӗмсем сӑрса илнӗ, ту пуҫланакан ҫӗртен пӗве ҫинелле ватӑ хурӑн ӳпӗннӗ, вӑл хӑйӗн хулӑн тымарӗсен пӗр ушкӑнӗпе пӗвен нӳрлӗ ҫыранӗнче тытӑнса тӑрать, тӑррипе йӑрӑс пӳллӗ ҫӳлӗ ӑвӑс ҫумне сӗвӗннӗ, кӑтра турачӗсене шыв тӳремӗ тӗлне уснӑ, ҫак туратсем ытти ешӗл йывӑҫсемпе пӗрле хӑйсен мӗлкисене шыв ҫине ӳкернӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл чӗлхене пӑсса ҫав сӑмахсене каланӑ хушӑра эпӗ унӑн аялалла уснӑ куҫӗсем ҫине анранӑ евӗр пӑхса тӑтӑм.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Катя урапа ҫинче манпа юнашар ларать, вӑл хӑйӗн чипер пуҫне уснӑ та кустӑрмасем айӗнче шӑвӑнса тӑрса юлакан тусанлӑ ҫула пӑхса пырать.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хура кӗпи ҫумне хуйха палӑртакан шараҫсем ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ Люба, йӗрсе супнӑскер, пуҫне уснӑ, сайра хутра кӑна тупӑк ҫине пӑхкаласа илет, пичӗ вара ҫав вӑхӑтра вӑл ачалла ҫеҫ хӑранине палӑртать.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн пуҫӗ ҫинчи виҫ кӗтеслӗ сенкер тутара ҫил вӗлкӗштерет; пуҫне уснӑ хӑй, питне аллипе хупласа, крыльца ҫине хӑпарать, Фока ӑна тытса пырать.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Жиренше, хӑй чухӑннине аса илсе, хурлӑхлӑн пуҫне уснӑ.Жиренше, вспомнив о своей бедности, печально опустил голову.
Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.
Вӑл пуҫне уснӑ, йӗри-тавра пухӑнса тӑнӑ ҫынсем ҫинелле сайра хутран ҫеҫ пӑхкаласа илет.Низко опустив голову, он лишь изредка бросал угрюмые взгляды на окружавших его людей.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл пуҫне уснӑ та, мӗн тумалла-ши ӗнтӗ халӗ ман тесе, васкасах шухӑшлать.Низко опустив голову, он лихорадочно думал о том, что ему делать.
Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Мана урӑх нимӗн те курӑнмасть, хӑйӗн айӑпа кӗнӗ пуҫне Лобов ҫав тери аяла уснӑ.Больше мне ничего не видно, так низко опустил Лобов свою повинную голову.
13 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Экэчо пуҫне уснӑ, нимӗн те чӗнмен.
Шамана хирӗҫ кайни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Унтан вӑл, аллисене кӗсйине чиксе лартса тата куҫ айӗн Бурмистров ҫинелле пӑхса, нумайччен пӳлӗм варринче нимӗн шарламасӑр тӑчӗ, — лешӗ ҫурӑмне кукӑртса хунӑ та пуҫне уснӑ, пӗр хускалмасӑр ларать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӗсен шутӗнче сарӑ ҫӳҫлӗ ҫамрӑк йӗкӗт пулнӑ; вӑл хӑйӗн пысӑк сенкер куҫӗсемпе Аттоль ҫине пӑхнӑ, унӑн куҫӗнче, ӳпкелешнипе пӗрлех, вӑл йӗрӗнни ҫав тери вӑйлӑн палӑрса тӑнӑ, ҫавӑнпа та Анатоль, тӳсеймесӗр, пуҫне уснӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Пуҫне уснӑ та хӑрах куҫӗпе сӗтел ҫине, командир умне купаласа хунӑ пистолетсем хушшинче выртакан хӑйӗн пистолечӗ ҫине пӑхать.Он низко опустил голову и все щупал глазом свой пистолет, лежавший в куче на столе перед командиром.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӑл Юлбарсӑн ҫилхине перӗнмеллех уснӑ пуҫне ерипен ҫӳлелле ҫӗклесе пӑхрӗ.
Х // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Сервантес пуҫне уснӑ та Педро патӗнчен тухса утнӑ.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Аранда юнланнӑ пуҫне уснӑ, анчах вӑл ура ҫинче тӑнӑ-ха.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Анна Ильинична хулпуҫҫийӗсене хурлӑн уснӑ, шальпе пӗркеннӗ.
Йывӑр ҫухатусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Анна Ильинична кӗтесе хӗсӗннӗ, хулпуҫҫийӗсене хурлӑн уснӑ.
Йывӑр ҫухатусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Мӗн те пулин ҫӗнни уснӑ этем хӑйне еплерех туйни ку таранччен маншӑн паллӑ марччӗ-ха.До сих пор мне было неведомо состояние человека, сделавшего открытие.
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӗсем ҫинелле ӑвӑс хӑйӗн ҫара турачӗсене хуйхӑллӑн уснӑ.
Расстанная урамӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.