Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ӑна хӑй пурӑннӑ хваттерӗн алкумӗнче тӗл пулнӑ, ӑнсӑртран перӗннӗ те, ҫавӑрӑнса, каҫару ыйтасшӑн пулнӑ, вара: «pardon, monsiur», тесе мӑкӑртатма анчах пултарнӑ, лешӗ пуҫне уснӑ та ӑшӑ кулӑпа кулнӑ, унтан сасартӑк хӑраса ӳкнӗ пек чупса тухса кайнӑ, вара, картлашкапа ҫавӑрӑнса кайнӑ чухне ун ҫине алхапӑллӑн пӑхса илнӗ те, хӑйне тӑп тытса хӗрелсе кайнӑ.
XI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ася манӑн асра эпӗ ӑна хам пурнӑҫӑн чи лайӑх вӑхӑтӗнче мӗнле курнӑ ҫапла, юлашки хут курнӑ чухнехи пек, лутра йывӑҫ тенкел хыҫӗ ҫинелле пуҫне уснӑ хӗрача пулса сыхланса юлчӗ.
XXII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Хӑть пит-куҫне пӗркелесе илинччӗ, ҫук, пысӑк хӑлхисене уснӑ, чӗлхине кӑларнӑ, чӳречерен пӑхать, мужик пекех ҫав!Хотя бы поморщился! высунул свой язык, повесил огромные уши и глядит в окно — такой мужик!
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Старикпе хӗрарӑмсем хӑйсен шалтӑртатакан урапине сӗтӗрсе айлӑмалла, шлагбаум патнелле чупса кайрӗҫ, сӑрт леш енчен тепӗр «тройкӑн» уснӑ пуҫӗсем курӑнса кайрӗҫ; унта икӗ хӗрарӑм та, тата вунвиҫӗ ҫулалла ҫитнӗ хӗрача пырать.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Чӗркуҫленсе ларнӑ ҫынсем пуҫӗсене салхуллӑн уснӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Боецсем пуҫӗсене уснӑ, пичӗ-куҫӗ вӗсен салху.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Яшка тутине уснӑ, пичӗ хӗрелнӗ, куҫӗ йӑлтӑртатать.Нижняя губа у Яши отвисла, красное лицо перекосилось, глаза блестели.
VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Тепри вара уснӑ чӗлхи пекех усӑнса аннӑ.
III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Хӗрелсе кайнӑ Дима хӑй питӗ ӑста каласа кӑтартнипе хавасланса, кепкипе сулкаласа тӑрать, Вася пуҫне уснӑ, ҫак темиҫе минут хушшинчех пӗтсе кайрӗ тейӗн ӗнтӗ, ун ҫине пӑхсан.
Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.
Хуҫи унӑн пуҫне блюдечка патнелле уснӑ та сӑмсине шыва чикнӗ, анчах хурӗ ӗҫмен, ҫунаттисене тата сарлакарах тармакланӑ та, унӑн пуҫӗ ҫаплипех блюдечка ҫинчен ҫӗкленеймен.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
— Вара ҫапла ҫынсенчен ялан тарса ҫӳрӗпӗр-и эпир? — палламан ҫуртӑн подъездне вӑркӑнса кӗрсе тӑрсан, ыйтрӗ пуҫне уснӑ Таня.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Сергей курпунне кӑларса, уксахласа пырать, пуҫне аялалла уснӑ.
17 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вӑл аллисене лӑштӑрах уснӑ та ҫатан карта ҫумне сӗвенсе тӑрать.Она стояла, прислонившись к плетню, безжизненно опустив руки.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ун вӑрӑм та шӑнӑрлӑ, ярт уснӑ аллисем вӗттӗн-вӗттӗн чӗтренӗ, куҫӗсенче темскерле шутсӑр хытӑ хаярлӑх чӳхеннӗ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Дон ҫумӗнчи ту юпписен шурӑ тӑмлӑ тӑвайккийӗсем, шӑрӑхпа шанса кайнӑ хӗвелҫаврӑнӑшсем, ҫулҫисене уснӑ тырӑ калчисем тӑрӑх тӗксӗм шурӑ хумлӑн ташлаттарса илсе ҫӳрерӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑйӗн ӗмӗрне пурӑнса ирттернӗ пӗлтӗрхи хытхура, хумхах кӑна ҫеҫенхирте пӑт-пат курӑнакан хурал куринкисен тайлӑмӗсенче хурлӑхлӑн пӗкӗрӗлсе пуҫне уснӑ, хӳтлӗх шыраса, хевтесӗррӗн ҫӗр ҫумнелле лӑпчӑннӑ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗтесре Рябчиков, тӑрмаланчӑк пуҫне сак ҫинчен уснӑ та, аллипе пылчӑклӑ урайне чӗрмелесе, хурлӑхлӑн шӑрантарать:
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сӑртсем ҫинче ӗнсе кайнӑ телейсӗр армути пуҫне уснӑ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шапкин тухнӑ, пуҫне уснӑ, хӗрелсе кайнӑ.
Медаль // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Каллех куҫӗсене хупнӑ салтак, пуҫне уснӑ.
Раҫҫей салтакӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.