Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аппӑшӗ ӑна чугун ҫул урлӑ каялла каҫма хушать пулӗ тесе, вӑл ҫул урлӑ каҫа пуҫланӑ.
Кӑмпана кайнӑ хӗрача // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хастар лейтенант Камерон Унияниембе, Угунду витӗр Кагуэлене ҫитнӗ, унта вӑл Ливингстон ҫырса пынисене тупнӑ, Танганьика кӳллине ишсе каҫнӑ, Бамбаре тӑвӗсем урлӑ, Луалаба шывӗ урлӑ каҫнӑ, анчах юхӑма ман ку юханшывпа аялалла анайман.
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Вутлӑ шыв урлӑ каҫатпӑр, хӑюллисем кӑна ун урлӑ каҫаҫсӗ, хӑравҫисем малтанах анса юлччӑр.
Хӗллехи каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ваҫҫук тӳрех уй урлӑ утать, тирексем айӗпе иртет те ҫатан урлӑ каҫса кӗрет.Васек идет прямиком через скошенное поле, проходит под тополями, перелезает через плетень.
23 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Уссури крайне урлӑ та пирлӗ утса тухнӑ вӑл, темиҫе хут Сихотэ-Алинь текен ту хырҫи урлӑ ҫуран каҫнӑ, ту-сӑртсем хушшинчи шыв-шурсем тӑрӑх кимӗпе ишнӗ, ӗмӗрхи Уссури тайгинче ҫитмен вырӑн та хӑварман темелле.
Инҫет хӗвелтухӑҫ тишкеревҫи // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 3–7 с.
Ҫитмӗл те ҫич ҫырма урлӑ каҫса, ашапатман карчӑк сӑрчӗ урлӑ иртмелле, тет.Семьдесят семь рек и озер надобно пересечь, да еще перейти через гору, где сидит старуха-колдунья.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ман сӑввӑм йышлӑ ӗмӗр урлӑ каҫӗ, поэтсемпе правительствӑсем урлӑ.Мой стих дойдёт через хребты веков и через головы поэтов и правительств.
Пӗтӗм сасӑпа // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 3–11 с.
Инҫетрен кӑшкӑрса калаҫни — пысӑк сӗтел урлӑ, коридор пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне, подъездри аялти картлаҫ ҫинчен ҫӳлелле, урам урлӑ, чӳречерен урамалла кӑшкӑрни т. ыт. те — сӑлайсӑр, илемсӗр.
3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вӗсем пӗр кӗпер урлӑ каҫса кайрӗҫ, унтан иккӗмӗш урлӑ каҫрӗҫ.
13. Машина ҫинче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Ҫак сӑрт урлӑ каҫни партишӗн кирлӗ, — эпир ун урлӑ епле пулсан та каҫатпӑр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Кӗнеке урлӑ мар-тӑк, драматурги урлӑ.
Артист пьеса ҫырса стипендие тивӗҫнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/26588.html
Унтан йӑвӑ чӗкӗнтӗр йӑранӗсем урлӑ, тутлӑ кӑшман йӑранӗсем урлӑ тӳрех мӑкӑнь лартнӑ вырӑна тухрӗҫ.Потом пробрались через густые свекольные грядки и черед грядки с брюквой — прямо к маковой делянке.
Дёма Снежока хӑналани // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.
Картасем урлӑ каҫ, уй-хир урлӑ тӳррӗн ут.
II. Мужик ӑс-тӑнӗ полководец пӗлнин тӗшне тӑрать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Марка вара ют ҫӗршывран инҫе ҫула тухрӗ, вӑл тинӗссем урлӑ, океансем урлӑ, караппа, самолётпа, поездпа килчӗ, тинех вара Саша патне ҫитрӗ.
11 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Хӳмесем урлӑ каҫа-каҫа, вӗсем парксем урлӑ чупса иртеҫҫӗ те каллех ҫуртсене кӗрсе пытанаҫҫӗ.Перелезали через ограды, перебегали через парки и опять укрывались в домах.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Часах пирӗн каллех темиҫе пӗчӗк фиордсем урлӑ, юлашкинчен тепӗр тинӗс пырӗ урлӑ каҫмалла пулчӗ.
XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Шенкурска Хӗрлӗ Ҫар виҫӗ енчен пырса тухмалла: пӗр колонни — хӗвеланӑҫӗнчи, вӑл Вологда чугун ҫулӗ ҫинчи Няндома станцийӗнчен тухса, вӑрмансем витӗр, шурлӑхсем урлӑ каймалла; тепӗр колонни — хӗвелтухӑҫӗнчи, Кодема ялӗнчен тухса, ҫавӑн пекех вӑрмансем урлӑ каймалла; виҫҫӗмӗш колонни — вӑтаҫӗрти, тӗп вӑйсен линийӗ, вӑл Вельск ятлӑ пӗчӗк хулапа Благовещенск ялӗ хушшинче Вага шывӗн сулахай ҫыранӗ тӑрӑх выртакан Вельск — Шенкурск почта тракчӗ тӑрӑх пымалла.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хӑйсем Хӑвалӑхра чухнех курма ӗмӗтленнӗ яла ӗнтӗ, ҫав ял пиркиех ӗнтӗ Хӑвалӑх мӗскӗннӗн те кичеммӗн курӑннӑ, ҫав ял пиркиех вӗсем тинӗспе нумай ҫӗр урлӑ каҫнӑ, вӗсен тӗтреллӗ ӗмӗчӗсенче унти вырӑн пур енчен те ҫителӗклӗ ҫӗршыв пек, хӑйсем ҫуралнӑ кӗтес пекех хаклӑ та тӑван ҫӗршыв пек туйӑнса, вӗҫӗ-хӗррисӗр океан урлӑ курӑнса тӑнӑ…
X // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Таня ҫул урлӑ каҫрӗ те лагере чупса кӗчӗ, йӑрӑ та вӑр-варскер, канавсемпе тӗмескесем урлӑ ҫӑмӑллӑн сике-сике каҫрӗ.
I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Манӑн чӗре вар-хырӑмалла анса кайса, пыршӑсем хушшине хӗсӗнсе ларнӑнах туйӑнчӗ, маис пашалӑвӗн татӑкӗ те пыра урлӑ ларчӗ; эпӗ ӳсӗрме тытӑнтӑм, татӑк каялла пӗрхӗнсе тухрӗ, вара сӗтел урлӑ ыткӑнса пӗр ачин куҫне лекрӗ, ачи вӑлта ҫинчи ӑман евӗр авкаланса илчӗ те пырӗ ҫурӑласла кӑшкӑрса ячӗ; Том хӑранипе йӑлт кӑвакарса кайрӗ.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.