Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юр сенкер тӗслӗ курӑнчӗ, анчах та хӗрарӑм пӗлмерӗ: ку юр те чӑнах та сенкер, те ывӑлӗн ним хусканмасӑр тӑсӑлса выртнӑ, известка пек шура, хӑрушӑ урисен ӳчӗсем ҫине шӑнса кӗрсе ларнӑ материн сенкер тӗсӗ ҫине пӑхса тӑнипе унӑн куҫӗсем ҫавӑн пек куракан пулнӑ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Птаха Олесӑна аран-аран лаша урисен айне пуласран ҫӑлма ӗлкӗрчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Урисен хуҫисем, ыталанса, хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлчеҫҫӗ.Хозяева этих ног сидели в обнимку, энергично щелкая семечки.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Урисен айӗнче ҫӗре ҫухатнӑ вӑкӑрсем фургона хӑйсемпе сӗтӗрсе, айӑккине сиксе ӳкрӗҫ.Быки, потеряв почву под ногами, бросились в сторону от брода, увлекая за собой фургон.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӗрлӗ кӑшкарлӑ, сӑмсасӑр тӑла картуз тӑхӑннӑ нимӗҫ, пӑшалне урисен хушшине тӑратса, сайра-хутра ҫеҫ паровоз ҫинче ӗҫлекен рабочисем ҫине пӑхкаласа, тендер хӗрринче сигар туртса ларать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Унӑн урисен айӗнчи чулсем шӑкӑртаттарса кусса анса кайрӗҫ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Эпӗ каллех тарантасран тухса итлерӗм; эпӗ кӳме айӗнче ларса пыма пултарнӑ пулӑттӑм, анчах халӗ, инҫетрен пулин те, ман хӑлхамсем патне урапа кусатӑранӗсен сасси, ҫынсем шӑхӑрни, шӑнкӑравсен сасси пырса ҫитрӗ, лаша урисен сасси те илтӗнсе кайрӗ; юрланипе кулни те илтӗннӗ пек туйӑнчӗ мана.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Вӑл, хӑйӗн чӗри тапнӑ пекех хӑвӑртланнӑ утӑмне чакарасшӑн пулса, ним курмасӑр, ним илтмесӗр, ним чухламасӑр пикен илемлӗ урисен йӗррипе утрӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Кайӑк шӑши пек упа урисен хушшинчен сиксе тухрӗ те йывӑҫ ҫине вӗҫсе хӑпарчӗ.А задерихвост мышонком проскользнул у него между ног и вспорхнул на дерево.
Кукӑркут // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 39–40 с.
Вӑл час-часах вӗри хӑйӑр ҫине пичӗпе ӳкрӗ, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ пӳс кӗпин таса мар лӑстӑкӗсене ҫил тӑрмаларӗ, ҫавӑн чух вара конвоирсене унӑн ӳчӗ карӑнса туртӑннӑ сарлака шӑмӑллӑ ҫурӑмӗпе чармакласа хунӑ урисен ҫуркаланса пӗтнӗ хура тупанӗсем курӑнчӗҫ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӗпӗнчен шыв ҫисе якатнӑ ҫӳхе пӑр катрамӗ, кӗсре урисен айӗнче ҫемҫен ҫатӑртатса ҫурӑлса, юрлӑ сӑмсипе ҫӳлелле ҫӗкленчӗ.Под ногами ее мягко хрупнул источенный из-под испода лед, отвалился оснеженной краюхой.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн кӗске ҫӑм чӑлха тӑхӑннӑ урисен чӗркуҫҫийӗсем чӗтреме тытӑнчӗҫ.И ноги его, обутые в шерстяные короткие чулки, дрожали в коленях.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Степан, пӗтӗм пичӗ-куҫӗпе йӑлтӑртатса кулса, хулпуҫҫийӗсене чарусӑррӑн вылянтарать; ҫул тӑрӑх тӗмескеленсе тусан шӑвӑнать, питӗ вӑрӑм та йӳле пилӗк кӗпеллӗ Христоня, тӑрмаланчӑк та йӗпе тара ӳкнӗскер, куклене-куклене ташша ҫапать, сулмак урапи пек ҫаврӑнать, курнӑҫланкаласа та ахлатса, «казачока» тӗпретет, ҫул тусанӗн сӑрӑ пурҫӑнӗ ҫине унӑн ҫара урисен тӗлӗнмелле лаптӑм-лаптӑм йӗрӗсем юлаҫҫӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗвел ҫути хӗрӗн шурӑ кӗпине витӗр ҫутатрӗ те, Митька унӑн тулли урисен тӗксӗм кӳлепине тата аялти кӗпен вылянса пыракан чӗнтӗрне курса юлчӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл иртсе кайсан вара, халӑх каллех пӗрлешме тытӑнчӗ, анчах пит вӑраххӑн пӗрлешсе пычӗ: Ольховка ҫыннисем унӑн ҫара урисен йӗрӗсем ҫинелле, ҫӑра пылчӑклӑ ҫӗр ҫине пӑт-пат тӑрса юлнӑ йӗрӗсем ҫинелле хӑраса пӑхрӗҫ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Килти ҫӑмӑл пушмак тӑхӑннӑ хурӑрах ӳтлӗ вӑрӑм урисен мускулӗсене ерипен пружинӑлатса, Марийка каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, хуллен ҫеҫ крыльца ҫине хӑпарчӗ те ҫенӗк алӑкӗ умӗнче, сирсе те сирӗлми шухӑшне сирсе ярас тенӗ пек, сылтӑм хулпуҫҫийӗпе мӑнкӑмӑллӑ пуҫне силлентерсе илчӗ.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Катрашкаллӑ шатрапа витӗнтерсе, парӑнӑҫлӑ, телейлӗ хаваслӑх сиввӗн чупса кайрӗ сасартӑк ун аллисемпе урисен тулаш пайӗсем тӑрӑх.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ун урисен ҫӑмӑл, васкавлӑ сассине аякранах уйӑрса илтӗм эпӗ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Иртсе каякан патруль салтакӗсен урисен сасси хыттӑн илтӗнет.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чул сарнӑ урам, вут кӑларса пыракан лаша таканӗсен сасси, урапасем шатӑртатни, трамвайсем чанкӑртатни, тротуар ҫинче ҫӳрекен этем урисен сассисем — ача хӑлхине пӗтӗмпех питӗрсе илнӗ.
IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949