Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен урисен тӗлӗнче шурӑ тӗтре — ҫӗрле шурлӑхран пӑсланнӑ тӗтре йӑсӑрланать.
XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӗсем ҫапӑҫнӑ тата вӑрҫнӑ вӑхӑтра ял енчен, сӑрт ҫинчен ӗрӗхсе килекен лаша урисен сассисем илтӗнчӗҫ.Пока они дрались и переругивались, с холмов, со стороны деревушки, донесся топот скачущих лошадей.
V сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Фома ҫак ушкӑн хушшинче хӑй палланӑ сӑн-питсене курнӑ: акӑ унӑн ашшӗ, таҫталла талпӑнса пырать, паттӑррӑн тӗрткелешсе, ыттисене ҫул ҫинчен сирпӗтсе, кӑкӑрӗпе ҫул хывать, аслати саслӑн кулать… унтан, ҫын урисен айне анса кайса, куҫран ҫухалать.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Старик калаҫӑвӗ ӑна таҫтан аякран вӗҫсе килнӗ пек туйӑннӑ, вӑл сасӑ чашӑк-тирӗксен янӑравӗпе, лакей урисен чӑштӑртатӑвӗпе тата такамӑн ӳсӗр кӑшкӑравӗпе хутшӑнса илтӗннӗ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Саша, хулпуҫҫийӗсем ҫине сарлака шупка капот уртса янӑ та, пӳлӗм варринче тӑрса, хӑйӗн урисен вӗҫӗнче выртакан ҫынна: — Ман чун ҫинчен калаҫма пултараймастӑн эсӗ… — тенӗ пусӑрӑнчӑк сасӑпа.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Юлашкинчен ӑна аранах лешӗнчен хӑйпӑтса илнӗ, такамсем ун ҫине выртса уртӑннӑ, вара вӑл урисен вӗҫӗнче, урайӗнче, хӑй хӗнесе пӑрахнӑ ҫынна, хӗрлӗрех тӗтре витӗр курнӑ пек, асӑрханӑ.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӑштах вӑхӑт иртсен, урамра сиккипе чупакан лаша урисен сасси илтӗнчӗ.Несколько минут спустя на улице послышал топот лошади, скакавшей бешеным галопом.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унӑн урисем айӗнче, кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле чӑштӑртатса, хӑйӑр юхать, Костьӑна вара хӑй пӗрре — явкаланса выртакан лианӑсем урлӑ, тепре — сывлӑшранах тымар ярса ӳсекен мангр йывӑҫҫисен хушшипе иртсе пынӑ пек туйӑнать, унӑн урисен айӗнче вулкан пӗрӗхтерсе кӑларнӑ та кайран хытса ларнӑ лава шатӑртатса тӗпренсе пынӑ пек е юхса тӑракан ултавлӑ хӑйӑр пӑшӑлтатнӑ пек туйӑнать.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Иха та Ҫывӑраканӑн урисен тӗлне ларчӗ, вӗсене ытамласа пичӗпе пӑчӑртанчӗ.Иха тоже присела у ног спящего, обхватила их, прижалась лицом.
Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Лосьӑн капмар урисен айӗнчен чул муклашкисем куса-куса ӳкеҫҫӗ, ахратлӑхра ахрӑмланса янӑраҫҫӗ.Из-под его огромных ног летели камни, отдавались в пропасти эхом.
Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Лось васкамасть-ха, урисен тӗлӗнче темӗскере тӗпчет тейӗн.
Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑл ман патра яланах пӗр пек ларатчӗ: алӑ лапписене чӗркуҫҫи хушшине чиксе, вӗсене урисен шӗвӗр шӑммисемпе хӗстерсе, малалла тайӑлса ларатчӗ: кӑкӑрӗ унӑн ҫукчӗ, хулӑм пир кӗпе витӗр аяк пӗрчисем, хавшаса кайнӑ пичке кӑшӑлӗсем пекех, палӑрса тӑратчӗҫ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Граб ҫурӑмӗ ҫинче каҫнӑ пиллӗкмӗш ҫыннӑн йӗрӗ: ку — урисен, ку — аллин.— Отпечатки ног и кисти руки того, пятого нарушителя, который сидел на спине Граба.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сывламасӑр тенӗ пек тӑракан ачасен куҫӗ умӗнче, тарӑн ҫырма урлӑ ҫинҫе кашта тӑрӑх пынӑ пекех аллисемпе сулкаласа, Колышкин ҫемҫетнӗ ҫӗр тӑрӑх пырать, Король урисен йӗрӗсем ҫине тӗп-тӗрӗс лексе пыма тӑрӑшать.
30 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӗчӗк йывӑҫ кӗпер лаша урисен айӗнче тӑнкӑртатса илчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Подрывник-саперсем пушӑ дотсем айне вуншар килограмм тол хураҫҫӗ те, дотсем ҫӗр ӑшӗнчен мӗкӗрсе ҫӗкленеҫҫӗ, вара, пӗр ванмасӑр тенӗ пек, юмахсенчи хӑрушӑ пысӑк чӗрчунла, кукӑр урисен тимӗр тыткӑчӗсене сарса пӑрахса, хӑяккӑн ҫаврӑнса ӳкеҫҫӗ.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пӳрт умӗнчи пахчасенче кайӑксем чӗвӗлтетни тата хӑма тротуар тӑрӑх утакан Залкиндпа Алексей урисен сасси ирхи ыйхӑллӑ шӑплӑха сирет.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тетӗшне простыньпе витсе вырттарнӑ, унӑн пуҫӗ ҫинче янахне ҫыхса лартнӑ тутӑр вӗҫӗн тӗвви мӑйрака пек мӑкӑрӑлса тӑнӑ, урисен пуҫ пӳрнисем простыне ҫурса кӑларасшӑн пулнӑ пекех карӑнтарса тӑнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Иоҫка лаша урисен хушшине кӗрсе каять, анчах ҫав вӑхӑтра Тёма татах кӑшкӑрса калать ӑна:Иоська лезет между ног лошади, но в это время Тёма опять кричит ему:
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Унтан вӑл урисене хуҫлатса лапчӑнчӗ те, профессорӑн вӑрӑм урисен хушшинчен вӑштах шуса тарчӗ.Наконец, она подогнула ноги и проскользнула между длинными ногами профессора.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.