Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Давидӑн Хевронра ҫуралнӑ ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: малтанхи ывӑлӗ Амнон, унӑн амӑшӗ — Изреельрен тухнӑ Ахиноама; иккӗмӗшӗ — Далуия, унӑн амӑшӗ — Кармил тӑвӗ ҫинчен тухнӑ Авигея; 2. виҫҫӗмӗшӗ — Авессалом, унӑн амӑшӗ — Мааха, Гессур патшийӗн Фалмайӑн хӗрӗ; тӑваттӑмӗшӗ — Адония, Аггифа ывӑлӗ; 3. пиллӗкӗмӗшӗ — Сафатия, Авитала ывӑлӗ; улттӑмӗшӗ — Ифреам, унӑн амӑшӗ — Аглая, Давид арӑмӗ, — 4. ҫаксем унӑн Хевронра ҫуралнӑ ултӑ ывӑлӗ; унта Давид ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх хушши патша пулнӑ; Иерусалимра вӑл вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.
1 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патшана ларнӑ чухне Иехония вунсаккӑрта пулнӑ, Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Нехушта, вӑл Иерусалимри Елнафан хӗрӗ пулнӑ.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Патшана ларнӑ чухне Иоахаз ҫирӗм виҫҫӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Селлум, Иавис ывалӗ, Иудея патши Азария вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне патша пулса тӑнӑ, Самарире вӑл пӗр уйӑх хушши патша пулнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Азариян, Иудея патшийӗн, вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫулӗнче Самарире Израиль патшине Захария, Иеровоам ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл ултӑ уйӑх хушши патша пулнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Упӑшки каланӑ: унта сан мӗн тума каймалла? паян ҫӗнӗ уйӑх кунӗ те мар, шӑматкун та мар, тенӗ.23. Он сказал: зачем тебе ехать к нему? сегодня не новомесячие и не суббота.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Унччен, Давид Идумейӑра пулнӑ чухне, унта Иоав ҫарпуҫ вӑрҫӑра вилнисене пытарма пынӑ пулнӑ, Идумейӑра вӑл пӗтӗм ар халӑха вӗлерсе тухнӑ, 16. Иоавпа Израиль ҫыннисем унта ултӑ уйӑх, Идумейӑри пӗтӗм ар халӑха тӗппипе пӗтериччен, пурӑннӑ, 17. ҫавӑн чухне ҫак Адер хӑй ашшӗ патӗнче ӗҫлесе тӑнӑ темиҫе идумейпа Египет ҫӗрне тухса тарнӑ; Адер ун чухне ача кӑна пулнӑ-ха.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Гад вара Давид патне пынӑ та ӑна ҫапла пӗлтерсе каланӑ: суйласа ил — санӑн ҫӗршывунта ҫичӗ ҫул хушши выҫлӑх пулмалла-и, санӑн хӑвӑн тӑшманусенчен виҫӗ уйӑх тарса ҫӳремелле-и, вӗсем сана йӗрлеччӗр-и е санӑн ҫӗршывунта виҫӗ кун хушши мур чирӗ ҫӳретӗр-и? халӗ шутла та хама Янӑскерне манӑн мӗнле хуравламаллине татса пар, тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем Иордан урлӑ каҫнӑ та Гад айлӑмӗн варринче, Иазер енче вырӑнаҫнӑ Ароер хулинче, унӑн сылтӑм хутлӑхӗнче, чарӑнса тӑнӑ; 6. унтан Галаада тата Тахтим-Ходши ҫӗрне ҫитнӗ; Дан-Яан хулинче пулнӑ, Сидон тавра ҫаврӑннӑ; 7. Тир керемӗ патне ҫитнӗ, хивейсемпе ханаансен мӗнпур хулинче пулнӑ, Иудейӑн кӑнтӑр енне Вирсавияна тухнӑ; 8. пӗтӗм ҫӗре ҫаврӑнса тухнӑ та тӑхӑр уйӑх та ҫирӗм кунран Иерусалима таврӑннӑ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи Геф ҫынни Аведдар ҫуртӗнче виҫӗ уйӑх пулнӑ, Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Аведдара тата унӑн пӗтӗм килне пилленӗ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хевронра вӑл ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх таран Иудея патши пулнӑ, пӗтӗм Израильпе Иудея патши пулса вӑтӑр виҫӗ ҫул Иерусалимра патшара ларнӑ.
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид Хевронра иудейсен патшинче ларнӑ вӑхӑт пӗтӗмпе ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх пулнӑ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид Филисти ҫӗршывӗнче пурӗ ҫулталӑк та тӑватӑ уйӑх пурӑннӑ.7. Всего времени, какое прожил Давид в стране Филистимской, было год и четыре месяца.
1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ионафан, хытах ҫилленсе кайса, сӗтел хушшинчен тухнӑ, ҫӗнӗ уйӑх уявӗн иккӗмӗш кунӗнче вӑл апат та ҫимен, мӗншӗн тесессӗн Давидшӑн хуйхӑрнӑ, тата хӑйне ашшӗ кӳрентернӗшӗн куляннӑ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӗнӗ уйӑх уявӗн иккӗмӗш кунӗ те ҫитнӗ, Давид вырӑнӗ вара ҫаплах пушӑ пулнӑ.27. Наступил и второй день новомесячия, а место Давида оставалось праздным.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӗнӗ уйӑх уявӗ ҫитнӗ, акӑ патша апатланма ларнӑ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ионафан ӑна каланӑ: ыран ҫӗнӗ уйӑх уявӗ, сан ҫинчен ыйтӗҫ, мӗншӗн тесессӗн санӑн вырӑну пушах пулӗ; 19. ҫавӑнпа та виҫҫӗмӗш кунне эсӗ аяла ан та ху унччен пытаннӑ вырӑна васка, Азель чулӗ патне пырса лар; 20. эпӗ, тӗл пеме тухнӑ пек, ҫав еннелле виҫӗ ҫӗмрен вӗҫтерӗп; 21. тарҫӑма ҫӗмренсене илме ярӑп: «пыр, ҫӗмренсене илсе кил» тейӗп, эхер те ӑна: «авӑ ҫӗмренсем хӑвӑн хыҫӑнтах, ил вӗсене» терӗм пулсассӑн, эсӗ ман патӑма пыр, мӗншӗн тесессӗн сана татулӑх кӗтет, Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, сана нимӗн те пулмӗ; 22. эхер те тарҫӑма: «авӑ ҫӗмренсем хӑвӑн умӑнтах» терӗм пулсассӑн, каях вара: Ҫӳлхуҫа сана кайма хушать; 23. эпир санпа мӗн калаҫнине курса-итлесе тӑраканӗ Ҫӳлхуҫа пулчӗ, Вӑл ӗмӗрлӗх кӳнтелен, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид Ионафана каланӑ: ыран акӑ ҫӗнӗ уйӑх уявӗ, манӑн патшапа юнашар сӗтел хушшинче лармалла; мана тытса ан тӑр, каям, эпӗ виҫминехи каҫчен хирте пытанса пурӑнӑп.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа арчи Филисти ҫӗрӗнче ҫичӗ уйӑх пулнӑ, [ӗнтӗ ҫав ҫӗрте шӑши ӗрчесе тулнӑ].1. И пробыл ковчег Господень в области Филистимской семь месяцев, [и наполнилась земля та мышами].
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. [Чӗрӗ юлнисем,] ултҫӗр ҫын, пушхире, Риммон ту хысакӗ патне, тарса кайнӑ, ҫавӑнта, Риммон чул ту хушӑкӗнче, тӑватӑ уйӑх пытанса пурӑннӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.