Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. [Мардохей халӑхне хӑш кунра, хӑш уйӑхра пӗтермеллине палӑртас шутпа] Артаксеркс вуниккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, пӗрремӗш уйӑхра, нисан ятлӑ уйӑхра, [канаш ирттернӗ,] Аман умӗнче кашни кун тӗлӗшпе, кашни уйӑх тӗлӗшпе пур сиктернӗ, урӑхла каласан шӑпа янӑ, шӑпи вуниккӗмӗш уйӑха, адар уйӑхне, тухнӑ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Уйӑх та хӑй вӑхӑтӗнче тухать, вӑхӑта кӑтартса тӑрать, вӑл — ӗмӗр палли: 7. уйӑх хӑҫан уяв ҫитессине пӗлтерет; тулса ҫитсессӗн, вӑл чакма пуҫлать; 8. ҫулталӑкри уйӑха унӑн ятне панӑ; хушӑнса пынӑҫемӗн вӑл туп-тулли тулса ларать; 9. уйӑх — ҫӳлти ҫутӑсенчен пӗри; вӑл тӳпе тӗрекӗ ҫинче ҫуталса тӑрать; 10. вӑл — тӳпе илемӗ, ҫӑлтӑрсенӗн мухтавӗ, Ҫӳлхуҫа тӳпинчи йӑлтӑркка эреш!
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Тӑваттӑмӗш ҫулхине, зиф уйӑхӗнче, [иккӗмӗш уйӑхра,] Соломон ӗнтӗ Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, 38. вуннӑмӗш ҫулхине вара, бул уйӑхӗнче, — ку уйӑх саккӑрмӗш, — вӑл ӑна мӗнпур хатӗрӗ-хӗтӗрӗпе пӗрле, Ҫурчӗ мӗнле пулмаллине малтан пӗтӗмпе палӑртса хунӑ пек туса пӗтернӗ; ҫичӗ ҫул тунӑ ӑна.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».
Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Кун хыҫҫӑн кун — эрне тӗвӗленет, эрне хыҫҫӑн эрне — уйӑх калӑпланать, уйӑхсем, уйӑхсем — ҫулталӑк курланки, тутӑ мӑйӑр пек, тулса ҫитет.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫулталӑкри чи сивӗ уйӑх — кӑрлач уйӑхӗ (13-20°С), чи ӑшши — авӑн уйӑхӗ (18-26°С).Самый холодный месяц года — январь (13-20 °C), самый тёплый — сентябрь (18-26 °C).
Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0
Метеоритсем Уйӑх ҫине ӳкесрен Уйӑх сыхланаймасть, мӗншӗн тесен Уйӑхӑн атмосфери ытла та ҫӳхе.И эта бомбардировка ничем не смягчалась, так как атмосфера Луны имеет ничтожную плотность.
Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Уйӑх тӗттӗмлентӗр тесен, Хӗвел, Ҫӗр, Уйӑх пӗр тӳрӗ йӗр тӗлне килмелле, Ҫӗр Хӗвелпе Уйӑх хушшинче пулмалла.
Уйӑх тӗттӗмленни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
1471 ҫулхине летопиҫре ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «Ҫурҫӗр вӑхӑтӗнче Уйӑх ҫутатмарӗ, Уйӑх чылайччен юн пек хӗрелсе тӑчӗ, каярахпа ҫеҫ васкамасӑр ҫутатрӗ…» — тенӗ Уйӑх кашни тӗттӗмленмессеренех ҫапла халӑх пурнӑҫӗнче пысӑк событи пулни пек ҫыра-ҫыра хунӑ.
Уйӑх тӗттӗмленни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Унтан Уйӑх ҫийӗ Хӗвелтен пӑрӑнма тытӑнать: каллех эпир унӑн ҫуррине кӑна куратпӑр; ун пеккине чӑвашла «Уйӑх катӑлать» тетпӗр, ку — Уйӑхӑн юлашки чӗрӗкӗ.
Уйӑха тӗпчесе сӑнани // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ун чухне маншӑн кирек мӗнле япала та урӑх пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать: ватӑ хурӑнсен, уйӑх ҫутатнӑ енче хӑйсен кӑтра турачӗсене йӑлтӑртаттараканскерсен, тепӗр енче — тӗмсемпе ҫула хӑйсен хура мӗлкисемпе салхуллӑн хупласа хунӑскерсен сӑнарӗсем те, пӗве шывӗн сасӑ евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан лӑпкӑ, чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ те, галерея умне илемлӗ мӗлкесем ӳкерекен чечексем ҫинчи сывлӑм тумламӗсем уйӑх ҫутипе йӑлтӑрани те, пӗве леш енче аҫа путене пӗтпӗлтӗклетни те, мӑн ҫул ҫинчи ҫын сасси те, икӗ ватӑ хурӑн пӗрне-пӗри перӗнсе хуллен, илтӗни-илтӗнми чӗриклетни те, вӑрӑмтуна утиял ӑшӗнче хӑлха ҫывӑхӗнчех сӗрлени те, туратсенчен ҫаклана-ҫаклана типӗ ҫулҫӑсем ҫине панулми ӳкни те, хӑш чухне терраса картлашкисем патнех ҫитсе, хӑйсен симӗс ҫурӑмӗсене уйӑх ҫутинче асамлӑн йӑлтӑртаттаракан шапасем сиккелени те, — ҫаксем пурте маншӑн тӗлӗнмелле пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ — ытла та чаплӑ илеме тата вӗҫне тухман темле телее пӗлтерме тытӑнаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Стройкӑн пурнӑҫӗнче ҫакӑн пек тапхӑр пур: вӑхӑт нумай юлман калӑпӑр, вуникӗ уйӑхран тӑватӑ уйӑх ҫеҫ юлнӑ, анчах ӗҫӗ ҫурри кӑна пулнӑ, — вара тепӗр ҫуррине тӑватӑ уйӑхра, унтан та маларах туса пӗтереҫҫӗ!
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫулла унта кӗске: июнь уйӑхӗн вӗҫӗнче тин пӑрсем юхма тытӑнаҫҫӗ, октябрь уйӑхӗнче вара ҫил-тӑвӑлсем пуҫланса каяҫҫӗ, ҫанталӑк сивӗтет, пӑхӑсӑн, уйӑх пӗтнӗ тӗлелле пӑр шӑнса та ларать.
Ионы утравӗ ҫинче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 148–155 с.
Государственнӑй совет пӳлӗмӗнче капуцинсем питӗ те йышланччӗ; вӗсем ӑслӑ ҫынсем; эпӗ «господасем, уйӑх ҫине ҫӗр чӑмӑрӗ ларасшӑн, хӑтарӑр уйӑха!» тесе кӑшкӑрса ярсанах вӗсенчен нумайӑшӗ, манӑн, монархӑн, кӑмӑлне тултарас тесе, уйӑха тытма стенасем ҫине хӑпарса кайрӗҫ, анчах ку вӑхӑтра аслӑ канцлер кӗчӗ.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Аялтах, хӗвеланӑҫ енче, уйӑх тӑнӑ, уйӑх ҫути чалӑш ӳкнипе пӳрт ҫийӗсен пӗр енӗ тӗттӗм пулнӑ, уйӑх ҫути ӳкнӗ ҫӗрте юр ҫав тери йӑл-йӑл ҫиҫсе тӑнӑ.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«9. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн инвалид шутланакан чӗнсе илӳ сасӑлавҫисен тивӗҫлӗ территорири хисепӗ ҫинчен калакан сведенисене, кӳме креслӑпа тата ертсе ҫӳрекен йытӑ пулӑшӑвӗпе усӑ куракан инвалидсене кӗртсе, инвалидлӑх ушкӑнӗсем тата организм сусӑрлӑхӗн ҫак тӗсӗсем тӑрӑх: куҫ курни (суккӑррисем тата япӑх куракансем), хӑлха илтни (хӑлхи илтменнисем), тӗревпе куҫӑм аппарачӗ сиенленни (аллисем е урисем самаях ӗҫлемен ҫынсем) – кашни ҫул кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тата утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Раҫҫей Федерацийӗн Пенси фончӗ федерацин инвалидсен реестрне кӗртнӗ сведенисене тӗпе хурса тивӗҫлӗ уйӑх тӑршшӗнче тӑратать:
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №13 от 30 марта 2018 г.
«13. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн инвалид шутланакан суйлавҫӑсен тивӗҫлӗ территорири хисепӗ ҫинчен калакан сведенисене, кӳме креслӑпа тата ертсе ҫӳрекен йытӑ пулӑшӑвӗпе усӑ куракан инвалидсене кӗртсе, инвалидлӑх ушкӑнӗсем тата организм сусӑрлӑхӗн ҫак тӗсӗсем тӑрӑх: куҫ курни (суккӑррисем тата япӑх куракансем), хӑлха илтни (хӑлхи илтменнисем), тӗревпе куҫӑм аппарачӗ сиенленни (аллисем е урисем самаях ӗҫлемен ҫынсем) – кашни ҫул кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тата утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Раҫҫей Федерацийӗн Пенси фончӗ федерацин инвалидсен реестрне кӗртнӗ сведенисене тӗпе хурса тивӗҫлӗ уйӑх тӑршшӗнче тӑратать:
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №13 от 30 марта 2018 г.
Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравӗ пуҫланасси уйӑх юлчӗ (утӑ уйӑхӗн 1-ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче иртет).До Всероссийской сельскохозяйственной переписи остался месяц (проводится с 1 июля до 15 июля).
Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
12. Хӗрарӑма илем кӗртес тесе мӗн тумаллине туса ҫитерсен, хӗрсене вуникӗ уйӑх хушши хатӗрлесен — шӑпах ҫак вӑхӑт хушши сӗрӗннӗ вӗсем: ултӑ уйӑх мирӑ ҫӑвӗпе, ултӑ уйӑх ырӑ шӑршӑллӑ ҫусемпе тата тӗрлӗ сӗрӗшпе сӗрӗнсен — 13. хӗрӗн Артаксеркс патша патне кӗмелли вӑхӑт ҫитнӗ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; ку сирӗншӗн трупа сассийӗн кунӗ пултӑр; 2. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр, вӗсем пурте айӑпсӑр пулччӑр, 3. ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, 4. ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр, 5. тата ҫылӑх каҫарттарма, хӑвӑра тасатма, пӗр качака таки кӳрӗр, 6. ҫакна ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса, йӗрке тӑрӑх памалла, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Йыш 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.