Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ахӑртнех, савӑш уйӑх ирттернӗ ҫынсемпе те ҫавӑн пек пулса тухать пулмалла: вӗсем ҫав уйӑхӑн мӗнпур ирсӗрлӗхне курнӑ, анчах каласа парса ҫынсен ӗмӗтне татасшӑн мар.
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Уйӑх календарӗ тӑрӑх пӗрремӗш уйӑхра ваттисен сӑнӗсем умне парне памалли япаласене — чи хитре чашӑк-тирӗке тултарнӑ тӗрлӗ апат-ҫимӗҫе — хураҫҫӗ; пуҫҫапакансем ҫав тери нумаййӑн пухӑнаҫҫӗ, вӗсем мӗн те пулин ҫаклатса каясран яланах сыхӑ пулмалла: пирӗн пӗр вӑхӑтлӑх тарҫӑ кӑначчӗ.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Кунсӑр пуҫне, Эрне мана «Уйӑхӑн леш енче», урӑхла каласан, уйӑх анса ларакан вырӑнта, тепӗр майлӑ каласан, вӗсем пурӑнакан вырӑнтан хӗвеланӑҫ енче, ман пек сухаллӑ шурӑ ҫынсем пурӑнни ҫинчен каласа пачӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Чиперччӗ-и ҫут уйӑх, чипер-и уйӑх ҫурли, Чипер-и уяр тӳпе, чипер-и йӑлтӑр ҫӑлтӑр, Чипер-и, хӗрпе каччӑ, чипер-и, уйрӑлман-и-ха, Чипер лараҫҫӗ ҫуммӑн, чипер тек калаҫаҫҫӗ, Чипер-и тулли витрисем, чипер-и шывӗ пӑрланнӑ, Чипер-и кӗвенти, чипер-и вӗрене кӗвенти, Чипер-и, хӗрпе каччӑ, чипер савӑшаҫҫӗ-и.
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Миҫе уйӑх иртрӗ пуль, Огнянов хулана килсенех темелле, — ҫаплах каланӑччӗ-ха Стефчов та, — пур ҫӗрте те тӑшманпа кӗрешес туртӑм ҫӗкленчӗ, вӑл ӳссе-хӑпарса пычӗ, Стара-Загорӑри авӑн уйӑхӗнчи пӑлхавран вара ытла та ӳсме тытӑнчӗ.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫакӑн пек истори ҫинчен илтсен, пурте ҫав вӑхӑтра Рахметов пӗр уйӑх ҫурӑ е икӗ уйӑх хушши, тен, унтан та ытларах-и, ахаль чухнехинчен салхурах, тӗксӗмрех ҫӳренине, ӑна унӑн сӗмсӗр ачашлӑхӗпе, сигарӑсемпе, — куҫранах ятланӑ пулсан та, хӑйне хирӗҫ хӗрсе кайманнине, ӑна Никитушка Ломов тесе чӗннӗ чухне сарлакан та пылаккӑн йӑл кулманнине аса илнӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Нивушлӗ кирлӗ-кирлӗ маршӑнах, Кирсанова пӗр уйӑх, нумайран икӗ уйӑх, тунсӑхлама тивнӗшӗнех, нивушлӗ ҫак кирлӗ-кирлӗ маршӑнах хӗрарӑма нервисене пӑстармалла, сывмар ҫын кравачӗ патӗнче лартса, ӑна хытах чирлеттермелле?
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Стрелок виҫӗ утӑм малалла утрӗ, уйӑх ҫавӑн чухлӗ каялла чакрӗ, И ун хыҫҫӑн утӑмларӗ, уйӑхӗ вара хӑйӗн малтанхи вырӑнне пырса тӑчӗ.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Тарҫӑсем хӑранипе шари ҫухӑрса ячӗҫ: уйӑх мӗнле чӗтренсе илнине те курчӗҫ, вӑл кӗҫ-вӗҫ персе анассӑн туйӑнчӗ, — анчах ӳкмерӗ уйӑх, тӳпере халичченхи пекех лӑпкӑн ҫакӑнса тӑчӗ, малтанхинчен те ӑшшӑн та ачашшӑн ҫутата пуҫларӗ, ӑна нимӗн те сусӑрлатман, тейӗн.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Вӗсем иккӗш уйӑх хушшинче 80 т. илчӗҫ; ку укҫапа чаплах пурӑнма ҫук ӗнтӗ, ҫапах та вӗсене нуша курма лекмерӗ, вӗсен пурлӑхӗ ерипен ӳссе пычӗ, вӗсем тепӗр виҫӗ уйӑхран е унтан та маларах хуҫалӑх тытма пуҫлатпӑр тесе шухӑшларӗҫ (ку кайран чӑнах та ҫапла пулчӗ).
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пурнӑҫ ҫавӑн пек йӗркепе пынӑ чухне ҫыннӑн виҫӗ уйӑх ҫеҫ мар, тӑватӑ уйӑх пурӑнмалӑх та вӑй ҫитнӗ.При таком устройстве были в готовности средства к жизни на три, пожалуй, даже на четыре месяца.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Уйӑх чулӗ, уйӑх ҫутатӑвӗ пекех, шупка та йӑваш, — халдейсемпе Вавилон асамҫисен чулӗ ку.Лунный камень, бледный и кроткий, как сияние луны, — это камень магов халдейских и вавилонских.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах ҫав ӗне, ытти мӗнпур ватӑ ӗнесем пекех, пӑрулас умӗн пӗр уйӑх малтан, — ноябрь уйӑхӗн вӗҫӗнче, тапратма пуҫларӗ.Но она започинала в конце ноября, как и все старые коровы, — за месяц перед отелом.
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӑна чунтанах ырӑ сунакансем унпа ҫине тӑрсах калаҫнисем те пулчӗҫ: — Мӗн вӑт пӗр уйӑх сана, Нунча, — уйӑх иртет те пуян пулса тӑратӑн! — тетчӗҫ вӗсем.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Сакӑрвунӑ пин чулҫӑпа йӑтса-тултса тӑракан ҫитмӗл пин ҫын пӗр чарӑнмасӑр ӗҫленӗ тусем ҫинче тата хула ҫывӑхӗнче, вӑтӑр сакӑр пин вӑрман касаканҫӑран вуншар пинӗн кӑлара-кӑлара янӑ Ливана черетпе, унта пӗр уйӑх калама ҫук йывӑр ӗҫре ирттернӗ хыҫҫӑн икшер уйӑх канма тивнӗ.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫак ҫӗршывра вара уйӑх тени мӗн иккенне те пӗлмеҫҫӗ, — пурте ӑна уйӑх теҫҫӗ.А в этом краю никто и не знал, что за луна такая, — все называли ее месяцем.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакӑн пек канӑҫа пӗлмесӗр тимлесе тӗрлӗ-тӗрлӗ ыйтусен хуравӗсене шыраса, наукӑра ҫӗнӗлӗхсем уҫса уйӑх хыҫҫӑн уйӑх, ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫурла уйӑхӗнчи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май рекордла ӗҫлени пирки асӑннӑччӗ — уйӑх хушшинче 21,6 пин куҫару кӗртнӗччӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ авӑн уйӑхӗнче рекорда ҫӗнетрӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23215.html
Пиҫиххисене салтса ятӑм — ҫав кунхи пӗтӗм ӗҫӗм ҫавӑ кӑна пулчӗ пуль, ҫав кунхи кӑна та мар, ҫав эрнери, ҫав уйӑхри, ҫак тӑватӑ уйӑх хушшинчи пӗтӗм ӗҫӗм…
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсен моторӗсем хулӑн сасӑпа кӗрлерӗҫ, анчах уйӑх ҫутипе тата шӑпчӑксен юррипе тулнӑ вӑрманта вӗсен сасси те май уйӑхӗнчи нӑрӑсем мирлӗн нӑрлатнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950