Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗнтӗм (тĕпĕ: тӗлӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Доктор пӳлӗмӗнче эпӗ халиччен пулманччӗ-ха, унта нимӗн йӗрки те ҫукран тӗлӗнтӗм кайрӑм.

Я в первый раз был у доктора и удивился, что в комнате такой беспорядок.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах та эп кайса ҫирӗм, ҫирӗм те тӗлӗнтӗм, юр та ӑшӑ пек туйӑнчӗ мана.

Все-таки я пошел и поел, и, странно, снег показался мне теплым.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытла вӗриленсе ҫитнӗччӗ пулмалла эпӗ, мӗншӗн тесен урама тухсан хам сивӗпе чӗтресе ӳкнинчен тӗлӗнтӗм.

Должно быть, у меня был уже сильный жар, потому что, выйдя на улицу, я удивился, что так холодно.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав вӑхӑтра эпӗ пӑлхавҫӑ старшинисем хушшинче, казак сӑкманӗ тӑхӑннӑ, ҫӳҫне ҫавӑрттарса кастарнӑ Швабрина курах кайса, калама ҫук тӗлӗнтӗм.

Тогда, к неописанному моему изумлению, увидел я среди мятежных старшин Швабрина, обстриженного в кружок и в казацком кафтане.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл хӑйӗн бархӑтран ҫӗлетнӗ тусанлӑ сюртукне аялти тӳмисемпе ҫеҫ тӳмеленӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑй ҫине чӑлт шурӑ кӗпе тӑхӑннине лайӑхах курмӑ пулать, ку тирпейлӗ ҫыннӑн йӑлине кӑтартать ӗнтӗ, вараланса пӗтнӗ перчеткисем хӑйӗн аристократла пӗчӗк аллисем валли ятне ҫӗлетнӗн туйӑнаҫҫӗ, хӑрах перчеткине хывсан, эпӗ унӑн шупка пӳрнисем ытла ырханнинчен тӗлӗнтӗм.

Пыльный бархатный сюртучок его, застегнутый только на две нижние пуговицы, позволял разглядеть ослепительно чистое белье, изобличавшее привычки порядочного человека; его запачканные перчатки казались нарочно сшитыми по его маленькой аристократической руке, и когда он снял одну перчатку, то я был удивлен худобой его бледных пальцев.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Куртӑм та — тӗлӗнтӗм: мӗн тери хитре вӗсем, куҫ илми пӑхас килет, сӑнанӑҫемӗн кӗлӗ вулама кӑмӑл ҫуралать.

Увидела и - удивилась: до того красивые они, глаз не оторвать, все больше присматриваясь появляется желание помолиться.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

90-мӗш ҫулсенче Мускав варринче Чӑваш Енрен тухнӑ 500-е яхӑн ҫын тӗл пулать, тӑван чӗлхепе калаҫать, тӗп хулана килекен пултарулӑх коллективӗсен чӑваш юррисене итлет, фольклор ушкӑнӗсене хутшӑнать — ҫакна пӗлсен ҫав тери тӗлӗнтӗм.

Помоги переводом

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Пӗр класра вӗреннӗ каччӑсене шеллерӗм, вӗсен пултарулӑхӗнчен тӗлӗнтӗм.

Пожалела одноклассников, восхитилась их талантом.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Пӑхса ҫаврӑнсан тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм.

Помоги переводом

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫав арӑма курсан эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм.

и видя ее, дивился удивлением великим.

Ӳлӗм 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. «Эпӗ юхтаркӑчра пӗчченех ӗҫлерӗм, халӑхсенчен никам та Манпа пӗрле пулмарӗ; Эпӗ вӗсене ҫиллӗмпех таптарӑм, вӗсене хаярлӑхӑмпах пусартӑм; вӗсен юнӗ Манӑн тумтир ҫине сирпӗнчӗ, Эпӗ Хамӑн мӗнпур тума вараласа пӗтертӗм: 4. тавӑру кунӗ — Манӑн чӗремрехчӗ, Манӑн тавӑру ҫулталӑкӗ ҫитрӗ. 5. Пӑхрӑм та — пулӑшакан пулмарӗ; хунтӑлакан ҫуккинчен тӗлӗнтӗм Эпӗ; анчах Мана Хамӑн вӑй-халӑм пулӑшрӗ, Хамӑн хаярлӑхӑм хунтӑларӗ Мана; 6. халӑхсене Эпӗ Хамӑн ҫиллӗмпех таптарӑм, вӗсене Хамӑн хаярлӑхӑмпах аркатрӑм, вӗсен юнне ҫӗр ҫине тӑкрӑм».

3. «Я топтал точило один, и из народов никого не было со Мною; и Я топтал их во гневе Моем и попирал их в ярости Моей; кровь их брызгала на ризы Мои, и Я запятнал все одеяние Свое; 4. ибо день мщения - в сердце Моем, и год Моих искупленных настал. 5. Я смотрел, и не было помощника; дивился, что не было поддерживающего; но помогла Мне мышца Моя, и ярость Моя - она поддержала Меня: 6. и попрал Я народы во гневе Моем, и сокрушил их в ярости Моей, и вылил на землю кровь их».

Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней