Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. ху вара Эпӗ вӗрентнине кураймастӑн, Ман сӑмахӑмсене хыҫна пӑрахатӑн; 18. вӑрра курсассӑн, унпа килӗштеретӗн, аскӑн ҫынсемпе хутшӑнатӑн; 19. ҫӑварна усал сӑмах калаҫма каратӑн, чӗлхӳ ултавлӑ хавха тӗвӗлет; 20. тӑванна ҫисе калаҫса ларатӑн, аннӳ ывӑлӗ ҫинчен элек саратӑн; 21. ҫавӑн пек турӑн эсӗ, Эпӗ чӗнмен пулсассӑн эсӗ Мана ху пек тесе шухӑшлаттӑн. Тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑп сана, [ҫылӑхусене] куҫу умне тӑратӑп. 22. Эй Турра манакансем, ӑнласа илӗр ҫакна, Манӑн сире пӗтерсе тӑкмалла ан пултӑр — хӑтаракан пулмӗ. 23. Мана кам мухтав парнийӗ кӳрет, Мана ҫавӑ хисеплет, кам хӑй ҫул-йӗрне астуса пырать, ҫавна Эпӗ Турӑ ҫӑлнине кӑтартӑп» тет.
Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӑйлисене Вӑл тӗпчесе тӑмасӑрах аркатать, вӗсем вырӑнне урӑххисене лартать: 25. Вӑл вӗсен ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать, хӑйсене ҫӗрле сирпӗтет те — вӗсем тӗп пулаҫҫӗ.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сирӗн ҫине тинкерсе пӑхса тӑтӑм, акӑ ӗнтӗ эсир пӗри те Иова тӑрӑ шыв ҫине кӑлараймастӑр, унӑн сӑмахӗсене хирӗҫ тавӑрса калаймастӑр.12. Я пристально смотрел на вас, и вот никто из вас не обличает Иова и не отвечает на слова его.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унта Мардохей патшанӑн икӗ хайранне — алӑк урати сыхлакан Гавафӑна тата Фаррана, Артаксеркс патшана вӗлерме каварлашнӑскерсене — тӑрӑ шыв ҫине кӑларни ҫинчен те ҫырнӑ пулнӑ.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Шӑматкун валли Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ ҫумӗнче ятарласах тӑрӑ витнӗ вырӑн пулнӑ, тата унта патшанӑн Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӳремелли ҫулӗ пулнӑ — патша ҫакна пӗтӗмпе ҫӗмӗрттернӗ, ҫакна вӑл Ассири патшине юрас тесе тунӑ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Пӑлтӑр юписен кӑшӑлӗсене вара лили евӗрлӗ тунӑ, вӗсем тӑватӑ чике ҫӳллӗш пулнӑ, 20. ҫапла ӗнтӗ икӗ юпи ҫинче те, виткӗҫ хӗрринчи мӑкӑрӑлчӑкран ҫӳлерех тӑрӑ кӑшӑлӗсене йӗри-тавра икӗ ӗретӗн икҫӗр нар улми капӑрлатса тӑнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те камӑн та пулин арӑмӗ тӗрӗс тӑмасассӑн, хӑйӗн упӑшкине улталасассӑн, 13. кам та пулин ҫав арӑмпа ҫывӑрса хӑйӗн вӑрлӑхне юхтарса кӑларсассӑн, арӑмӗ ҫакна упӑшки куҫӗнчен пытарса вӑрттӑн ирсӗрленсессӗн, ҫак ӗҫе куракан пулманнипе ҫав арӑма тӑрӑ шыв ҫине кӑлараймасассӑн, 14. упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, вӑл арӑмӗ ирсӗрленнӗ хыҫҫӑн кӗвӗҫе пуҫласассӑн е тата арӑмӗ ирсӗрленмен чухнех упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, ҫапла арӑмне кӗвӗҫе пуҫласассӑн, 15. упӑшки хӑй арӑмне священник патне илсе пытӑр та арӑмӗшӗн ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ урпа ҫӑнӑхӗ парне кӳтӗр, анчах вӑл ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ ан ятӑр, ливан та ан хутӑр, мӗншӗн тесессӗн ку кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен парне, йӗркесӗр ӗҫе астутарма асӑнса кӳрекен парне.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
ФСКН управленийӗ пӗлтӗр наркотик суту-илӗвӗпе ҫыхӑннӑ уйрӑмах йывӑр 447 преступление тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ.
Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫапах та, хама хам тӑрӑ шыв ҫине кӑларса, Дмитрий Сергеич пекех, эпӗ хамшӑн ҫеҫ усӑ тӑватӑп, кайран: кунта эпӗ айӑплӑ мар, ку ӗҫ пӗтӗмпех мана ним чухлӗ те пӑхӑнман япаларан килнӗ, теме май пултӑр тесе тӑрӑшатӑп.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑнтӑр апачӗ ҫинӗ хыҫҫӑн Машӑна лавҫӑ тытма 80 пус кӗмӗл укҫа параҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл тӑватӑ ҫӗре ҫитмелле тухса каять, пур ҫӗрте те унӑн Лопухов запискине кӑтартмалла, — господа, манӑн пушӑ вӑхӑт пур, эпӗ сире курма хавас; вара пӑртак вӑхӑт иртсен, хӑрушӑ Рахметов килсе кӗрет, ун хыҫҫӑн майӗпен ҫамрӑксем пӗр ушкӑн пухӑнса ҫитеҫҫӗ те… вара ӑслӑ калаҫу пуҫланса каять, унта кашнинех тӑрӑ шыв ҫине кӑлараҫҫӗ, пулма пултарнӑ тӗрлӗрен тӗрес мар ӗҫсемшӗн ыттисем пурте тенӗ пекех ятлаҫҫӗ, хӑшӗсем тата, хавхаланса тавлашассинчен пӑрӑнса, Вера Павловнӑна каҫа мӗнле те пулин кӗскетме пулӑшаҫҫӗ, вара вӑл чылай ларнӑ хыҫҫӑн Маша ӑҫта кайса ҫухалнине, упӑшки епле ырӑ пулнине ӑнланса илет.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑсӗ катӑк пулсан та, Михаил Иваныч ӗҫе питӗ тӗплӗн татса пама пултарчӗ, ҫакна Марья Алексевна курмасӑр тӑма пултараймарӗ; анчах та Марья Алексевна ӗҫе тӑрӑ шыв ҫине кӑларчӗ-кӑларчех.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унӑн кӗрен чӗлхи ҫинчен шӗвӗр сухалӗ ҫине тумлам-тумлам тӑрӑ сӗлеке юхса анать.С лилового языка его мелкими каплями сбегала на бороденку светлая слюна.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ыттисем хӑйсен вӑрттӑн шухӑшӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларасран хӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та ман сӑмахсене илтсен вӗсем, хӑйсене тыткалама манса, ҫаплипех ҫӑварӗсене уҫмасӑр сиввӗн йӗлпӗрсе кулаҫҫӗ.
X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Малтанах пичче сиввӗн кулса илчӗ, эп каланӑҫемӗн хаяртарах та хаяртарах пӑхма тытӑнчӗ, эп вӗсен вӑрттӑн шухӑшӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларма пикенсен, ун сӑн-пичӗ тӗксӗмленчӗ.
X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Разметнов йӑл кулса ячӗ, ӑна ӑнланса куҫ хӗсрӗ, Давыдов пуҫне сӗтел ҫинелле пӗкрӗ, Макар шурса кайнӑ сӑмси ҫунаттисене карӑнтарса хучӗ, унӑн тӑрӑ мар куҫӗсенче тилӗрӳ ҫиҫсе ялкӑшрӗ:
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959