Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Вара патшапа пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫана парне кӳме тытӑннӑ.4. Царь же и весь народ стали приносить жертвы пред лицем Господа.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара кил-йыш пуҫӗсемпе Израиль йӑхӗсен пуҫӗсем, пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем, патша хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗсем парне кӳме тытӑннӑ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫулталӑкран, патшасем вӑрҫӑ хускатас вӑхӑт ҫитсессӗн, Иоав ҫара ертсе тухнӑ та аммонсен ҫӗрне тустарма тытӑннӑ, унтан Равва хулине хупӑрласа илнӗ.
1 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Адраазар тарҫисем, хӑйсене израильсем ҫӗмӗрсе тӑкнине курсассӑн, Давидпа килӗшӳ тунӑ, ӑна пӑхӑнма тытӑннӑ.
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла вара вӗсем Самари ҫӗрне йышӑннӑ та унӑн хулисенче пурӑнма тытӑннӑ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче — хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен, Египет патшийӗн, фараонӑн, аллинчен хӑтарса илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче — ҫылӑха кӗме пуҫласа, урӑх турӑсене пуҫҫапма тытӑннӑ, 8. вӗсем Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа кӑларса янӑ халӑхсен тата Израиль патшисенӗн йӑли-йӗркипе пурӑнма пуҫланӑ, 9. Израиль ывӑлӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тума тытӑннӑ, хӑйсен мӗнпур хулинче чӳк тумашкӑн тӳпем вырӑнсем туса лартнӑ, хурал пашнисенчен пуҫласа тӗреклӗлетнӗ хуласем таран чӳк вырӑнӗсем туса тултарнӑ, 10. кашни ҫӳллӗ сӑрт тӑрринчех, кашни лаштра йывӑҫ айӗнчех чул палӑксемпе Астарта юпине лартнӑ, 11. хӑйсем патӗнчен Ҫӳлхуҫа хӑваласа янӑ халӑхсем пек, тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме, Ҫӳлхуҫана ҫиллентермелли киревсӗр ӗҫсем тума пуҫланӑ, 12. Ҫӳлхуҫа «апла ан тӑвӑр» тесе асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах, йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, 13. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мӗнпур пророкӗ урлӑ, витӗркурансем урлӑ Израиле тата Иудӑна ҫапла асӑрхаттарса каланӑ: хӑвӑр суйласа илнӗ киревсӗр ҫултан пӑрӑнӑр, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса, Эпӗ каланисене пӑхӑнса пурӑнӑр, Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тата сире хӑвӑра Хамӑн пророк чурамсем урлӑ вӗрентсе кӑтартнӑ ҫул ҫине каялла таврӑнӑр, тенӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32-33. Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа Израиль ҫыннисен ҫӗрне касса илме тытӑннӑ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Халӑх ӗнтӗ хуларан тухнӑ та Сири тапӑрне ҫаратма тытӑннӑ; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, пӗр виҫе чи паха ҫӑнӑхшӑн — пӗр сикль, икӗ виҫе урпашӑн пӗр сикль тӳленӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара вӗсемпе пӗрле кайнӑ; вӗсем Иордан хӗррине ҫитнӗ те йывӑҫ касма тытӑннӑ.4. И пошел с ними, и пришли к Иордану и стали рубить деревья.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израильсем кар тӑнӑ та моавсене хӗсме тытӑннӑ, лешӗсем вара тарма пикеннӗ, израильсем хӗснӗҫемӗн хӗссех пынӑ, моавсене ҫапса салатнӑ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Лешӗсем вара тата хытӑрах кӑшкӑрма тытӑннӑ, хӑйсен йӑлипе, хӑйсене ҫӗҫӗпе, сӑнӑпа чике-чике амантнӑ, ӗнтӗ вӗсем тӑрӑх юн шапӑртатнӑ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Нават ывӑлӗ Иеровоам пек пурӑнни, унӑн ҫылӑхӗсене туса тӑни сахал пулнӑ-ха уншӑн, вӑл тата Иезавеле — Сидон патшийӗн Ефваалӑн хӗрне — качча илнӗ, вара Ваала ӗҫлесе тӑма, ӑна пуҫҫапма тытӑннӑ; 32. Вӑл Самари хулинче Ваал кӗлеткин ҫуртне тутарнӑ, унта Ваала чӳк вырӑнӗ лартса панӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла Израиль патши Вааса Иудейӑна хирӗҫ тапранса тухнӑ та, Иудея патши Аса патӗнчен никам та ан каяйтӑр, ун патне никам та ан килейтӗр тесе, Рама хулине тума тытӑннӑ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Филистимсем Фирияна кайма тухнӑ чухне ясмӑк акнӑ ана патӗнче халӑх филистимсенчен тарма тытӑннӑ, 12. Шамма вара ясмӑк ани варрине тӑнӑ та анине те сыхласа хӑварнӑ, филистимсене те аркатса тӑкнӑ.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ун хыҫҫӑн Елеазар — Ахоха ывӑлӗн Додонӑн ывӑлӗ; вӑл — вӑрҫа пуҫтарӑннӑ филистимсене тӑрӑхласа-илӗртсе кӑларнӑ чухне Давидпа пӗрле пулнӑ виҫӗ паттӑртан пӗри; 10. израильсем вӗсене хирӗҫ тухнӑ та, вӑл филистимсене аркатма тытӑннӑ, ӗшеннӗ алли хӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ларичченех ҫапӑҫнӑ.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара пысӑк кавар тунӑ, ҫынсем Авессалом тавра пуҫтарӑнма тытӑннӑ, нумайлансах пынӑ.И составился сильный заговор, и народ стекался и умножался около Авессалома.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вӑл ҫакна калама ӗлкӗрнӗ ҫеҫ — акӑ патша ывӑлӗсем ҫитнӗ те кӑшкӑрашса макӑрма тытӑннӑ.36. И едва только сказал он это, вот пришли царские сыновья, и подняли вопль и плакали.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Давид ӗнтӗ Саул патне ҫитнӗ те уншӑн ӗҫлесе пурӑнма тытӑннӑ, Саул ӑна питех те килӗштернӗ, Давид унӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ пулса тӑнӑ.21. И пришел Давид к Саулу и служил пред ним, и очень понравился ему и сделался его оруженосцем.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Самуил Ҫӳлхуҫа пророкӗ пулнине Израильре пур ҫӗрте те, ҫӗрӗн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитиех, ӗненме тытӑннӑ. Илий ӗнтӗ питӗ ватӑлса ҫитнӗ, унӑн ывӑлӗсем вара ҫаплах Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйсенӗн юрӑхсӑр ҫулӗпе ҫӳренӗ.]
1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вениамин ывӑлӗсем халӑха хирӗҫ тухнӑ, хуларан аякка кайса, унчченхи пекех, Вефиль еннелле каякан тата хир урлӑ Гива еннелле каякан ҫулсем ҫинче халӑха вӗлерме тытӑннӑ, израильсене вӑтӑр ҫын таран вӗлернӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.