Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тухнинчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫураҫнӑ хӗр амӑшӗпе тӗл пулни уншӑн качча тухнинчен те савӑнӑҫлӑрах пулӑм пулнине пирки каласа панӑ.

Невеста рассказала, что встреча с матерью была для нее даже более счастливым событием, чем сама свадьба.

Китайри хӗрарӑм ывӑлне авлантарнӑ май кинӗнче хӑйӗн хӗрне палласа илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28307.html

Ҫак тема ҫине куҫнӑ май хушса калас пулать: вӗсен унпа ҫывӑхрах паллашма май килсе тухас пулсан, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ун пек май килсе тухнинчен пӑрӑнса юлма тӑрӑшас ҫукчӗ пулӗ тетӗп.

И, поскольку мы уже коснулись этой темы, я должен добавить, что вряд ли они, по крайней мере некоторые из них, стали бы избегать возможности познакомиться с ним поближе, если бы только эта возможность им представилась.

LXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ой, мистер Морис, усал тухнинчен те хӑрушрах.

— О, мастер Морис, хуже привидения!

VII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Дина, Виталий ҫӑварӗнчен капла сӑмахсем шутсӑр хӑвӑрт сирпӗнсе тухнинчен тӗлӗнсе, кӑн-кан пӑхкаларӗ, йӗпе куҫ хупанкисене мӑч-мӑч Хупа-хупа илчӗ.

Дина с удивлением слушала, как слетают с уст Виталия, только что разливавшегося соловьем о любви, злые слова.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑнпа пуянлӑх кӗтмен ҫӗртен килсе тухнинчен Василий ашшӗ тӗлӗннӗ.

Тем удивительнее казалось отцу Василия неожиданное богатство.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Сас тухнинчен хӑранипе Димка самантрах ҫӳлелле сикрӗ.

Испугавшись произведенного шума, Димка быстро юркнул наверх.

1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Кулатӑп хам, алӑсене пӗр-пӗринпе сӑтӑратӑп, ҫапла хам тӗрӗс тавҫӑрма пултарнине ӗнентерекен ӗҫ кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнинчен тӗлӗнетӗп (тавҫӑрулӑхӑм тӗрӗс пирки эпӗ пӗрре те иккӗленмен-ха), анчах пурпӗр манан чӗре питӗ йӑшкарӗ.

Я улыбался, потирал руки, удивлялся случаю, внезапно подтвердившему мои догадки (я ни на одно мгновенье не усомнился в их справедливости), а между тем на сердце у меня было очень горько.

VI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

— Хамӑрӑннисем! — терӗ Зимин, уҫланка хӑвӑрт ҫитсе тухнинчен тӗлӗннӗ май.

— Свой! — вздрогнув, отозвался Зимин, удивленный тем, что так быстро пришел к поляне.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӗрхенсе пӑрахнипе, Дуняшка ӑна хулпуҫҫийӗнчен чуптуса илчӗ, темшӗн вара куҫҫуль пӑчӑртанса тухнинчен аванмарланса, хӑвӑрт тепӗр майлӑ ҫаврӑнса тӑчӗ те лашана выльӑх карти еннелле ҫавӑтса кайрӗ.

Движимая чувством сострадания, Дуняшка поцеловала его в плечо и, отчего-то смутившись до слез, быстро отвернулась, повела коня к скотиньему базу.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Карчӑкӑн сасси хыпӑнчӑклӑн пӑлханса тухнинчен тӗлӗннӗ Пантелей Прокофьевич ҫавӑнтах пӳртелле лӑкӑштатса кӗчӗ.

В голосе старухи прозвучали нотки нескрываемой тревоги, и удивленный Пантелей Прокофьевич тотчас направился в хату.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫакӑн пек килсе тухнинчен ытла та тӗлӗннипеле, Пантелей Прокофьевич тепӗр чухне хӑй тӗллӗн савӑнса калаҫрӗ:

Пантелей Прокофьевич, дивясь такому случаю, сам с собою рассуждал:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урасем хытӑрах сурса ыратнӑ самантсенче шӑрҫа пек шултра тар тумламӗсем тӑнлавӗ ҫинче пӑчӑртанса тухнинчен ҫеҫ сиссе илетчӗ унӑн асапне Ильинична, сиссе илетчӗ те, пуҫне пӑркаласа, хӑтӑранҫи тӑватчӗ:

В минуты, когда особенно сводило ноги, на висках бисером проступал пот; лишь по этому догадывалась Ильинична; качая головой, ругалась:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ ӑна хирӗҫ чӗнтӗм те хам сассӑм улшӑнмасӑрах тухнинчен хам та тӗлӗнсе кайрӑм.

Я ответил и сам удивился натуральности своего голоса:

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫав вырӑнта турӑ ҫынни пурӑннине тӗтӗм тухнинчен ҫеҫ чухласа илме май пулнӑ.

Только по дыму и можно было узнать, что живет там человек божий.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Сӗтел патне пӗр самант хушшинче тырӑ тултарнӑ михӗсем — лармалли ҫемҫе вырӑнсем — йӑтса пынинчен те, тенкелсем лартса, сӗтел хушшине пурте йӗри-тавра типтерлӗ ларса тухнинчен те Кондратьев сӗнӗвӗ пурне те кӑмӑла кайни курӑнчӗ.

Кондратьев понял, что его предложения понравилось всем от поведения присутствующих: мешки с зерном за минуту стали стулом — мягким местом для сидения, быстро расставили скамейки, и все быстро и аккуратно уселись за столом.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тӗлӗнмелле ҫӑлӑнса тухнинчен!

Просто чудо, что унес ноги!

XXVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Эпӗ хӗр ятне янӑ чыслӑ ҫыннӑн ҫав хӗршӗн мӗн-мӗн тумалли ҫинчен каламӑп: ыйтӑва ҫакӑн пек пӑхса тухнинчен усӑ пулассине кӗтместӗп, мӗншӗн тесен хамӑрӑн светски ҫамрӑксене питӗ лайӑх пӗлетӗп.

Я не буду говорить об обязанностях честного человека относительно девушки, имя которой он компрометировал: я слишком хорошо знаю нашу светскую молодежь, чтобы ждать пользы от рассмотрения этой стороны вопроса.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Мӗн чухлӗ тухнинчен тата ӗҫе вӗҫне мӗнле ҫитернинчен: халӑх умӗнче хӑвна мӗнле тытнине кура тӳлеҫҫӗ, — темле кавар тунӑ чухнехи пек пӑшӑлтатрӗ Антип.

— От выходки и от развязки платят: как будешь себя на народе держать, — заговорщицки прошептал Антип.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫапах та, мӗншӗн тухатӑн-ха эсӗ? — тӗпчесех ыйтрӗ Давыдов, ҫакӑн пек чухӑн ҫын — чӗмсӗр активист колхозран тухнинчен тӗлӗнсе.

— Так почему ты все-таки выходишь? — допытывался Давыдов, пораженный выходом бедняка — молчаливого активиста.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫсем ҫавӑн пек килсе тухнинчен тӗлӗнмесӗр тӑма пултараймарӑм эпӗ: пӗр ҫапкаланчӑка хамӑн ача чухнехи тӑлӑпа пани мӑйкӑҫран ҫӑлса хӑварчӗ, постоялӑй дворсенче ҫапкаланса ҫӳрекен ӳсӗр ҫын халӗ ӗнтӗ крепӑҫсене тытса илсе государствӑна кисрентерет.

Я не мог не подивиться странному сцеплению обстоятельств: детский тулуп, подаренный бродяге, избавлял меня от петли, и пьяница, шатавшийся по постоялым дворам, осаждал крепости и потрясал государством!

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней