Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пирӗн картина, — терӗ вӑл, эпӗ, капла каласан, кӑштах ҫухӑрса ямарӑм, мӗншӗн тесен, «пирӗн» тени мана та ҫак картинӑна ӳкерекен вырӑнне хуни пулчӗ, — пирӗн картина хамӑр халӑх ҫинчен, халӑхӑн тулса ҫитнӗ тарӑхӗ ҫинчен, ахаль ҫынсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мӗн-мӗн ҫинчен ҫеҫ ыйтса тӗпчемест тетрадь: эпӗ ҫутӑ тӗнчере кама пуринчен ытларах юратни, ҫакӑ тетрадӗн хуҫинче, тӳрӗрех каласан — Тятюкра, мана мӗн-мӗн ытларах кӑмӑла кайни, — ку страница вара пӗтӗмӗшпех Тятюка мухтаса пӗтернипе тулса ларнӑ: ӑсӗ, илемӗ, куҫӗ, ҫӳҫӗ, савӑк кӑмӑлӗ, лайӑх характерӗ — пурте пур кунта.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫиленнипе ман ӑшчикӗм тулса ҫитрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗрисем хула тавралли канава тулса ларнӑ ҫӳп-ҫапа пӗчӗк урапасемпе турттарса тӑкаҫҫӗ, теприсем кӗреҫесемпе ҫӗр чаваҫҫӗ; хӑш-пӗрисем, каменщиксем, вӑл ҫине кирпӗч ҫӗклесе, хула хӳмине юсаҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӳлӗм пӗтӗмпех вилӗ ӳтсемпе тулса ларчӗ пек.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тӗлӗкре хам ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн халӑм пӗтни тата хӗрхенӳпе тулса тӑракан тӗлсӗр аса илӳ ҫеҫ.Одна усталость, как после ночной битвы с привидением, и смутное воспоминание, исполненное сожалений.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ку ҫырӑвӑмра ӗнтӗ уйрӑлни те, ҫылӑх каҫарттарни те пулӗ: чӗрем сана юратма пуҫланӑранпа унта мӗн тулса ҫитнине йӑлтах кӑтартмалла манӑн.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сывлӑш электричествӑпа тулса тӑрать.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Мӗн чухлӗ ырӑ, туслӑ сӑнсем пӑхса, кулса тӑчӗҫ тӗттӗмлӗхрен, вӗсем темӗн чухлӗ асаилӳ ҫуратрӗҫ, ахаль те тулса ҫитнӗ чӗрене ӑшӑпа тултарчӗҫ!
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тулса ларнӑ пӳртсем тӑрӑх вӗсен нумай вӑхӑт ҫӳремелле пулчӗ, хӑйсене кӳртесшӗн мар пулнӑ ҫынсемпе темиҫе хутчен те хаяррӑнах калаҫса илмелле килчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫар ҫынни ӑнланмалла пулнӑ паллӑсем тӑрӑх: хӑйсем арми штабӗнчен «сасӑлас» меслетпе, машина ҫинчен машина ҫине куҫса ларса килнӗ ҫулсем тулса ларнинчен, ҫӗрле ҫул ҫинче часовойсем тӗллӗн маскировка тума хушнинчен, маскировкӑна пӑсакансене машина кустӑрми шинисенчен перессипе хӑратнинчен, фронт ҫулӗсенчен аякра тӑракан ращасенче танксем, грузовиксем, артиллери пухӑннипе шавлӑ та тӑвӑр пулнинчен тата уйри пушӑ ҫул ҫинче вӗсене паян нимӗҫсен «ухатникӗсем» атакӑлани тӑрӑх та — Мересьев фронтра лӑпкӑ вӑхӑт иртнине, шӑп ҫак вырӑнсенче нимӗҫсем пирӗн ҫине вӑйлӑн тапӑнма шут тытнине, ҫав тапӑну часах пулмаллине, анчах Хӗрлӗ Ҫар командованийӗ ун ҫинчен пӗлнине, тӑшмана тивӗҫлӗ ответ пама хатӗрленсе ҫитнине ӑнланчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ҫилӗпе тулса ҫитнӗ, хӑйӗн зоилне «упа» тесе тата «провинциал» тесе чӗне пуҫланӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Унӑн куҫӗсенчен каллех куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухнӑ, ӑшчикӗ тулса ҫитнипе тухнӑ куҫҫуль пулнӑ вӑл.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Сӑмахран, тӗтӗмпе тулса ларнӑ: камерӑна пырса кӗрет.
Тӗрмери фельдшер // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Алексейӑн чунӗ ӑшӑ туйӑмпа тулса ларчӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр сӑмахпа каласан, ӑш тулса ҫитрӗ манӑн: пултараймастӑп, ҫӑва патне кайтӑр ку!
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн кӗлетки ытларах та ытларах хӑрушла сарӑхнӑ шыҫӑпа тулса пычӗ, аллисем аран-аран хутланчӗҫ, вӗсем ӗнтӗ карандаша та, апат ҫинӗ чух кашӑка та тытайми пулчӗҫ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Амӑшӗн пӗчӗкҫеҫ виҫӗ кӗтеслӗ ҫырӑвӗ, ытти салтаксем хӑйсен амӑшӗсенчен илекен ҫырусем пекех, кӗске пулнӑ, вӑл ҫыру ҫурри таран тӑванӗсен саламӗсемпе тулнӑ, — килте, тав турра, пурте йӗркеллӗ пулнӑ ҫинчен, унӑн, Алёшӑн, амӑшӗ пирки пӑшӑрханма кирлӗ марри ҫинчен каланисемпе тулса тӑнӑ, ҫурри — хӑйне упрама, шӑнса пӑсӑласран сыхланма, нимӗҫсен тискер чеелӗхӗнчен асӑрханма (ун ҫинчен амӑшӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗсенчен нумай илтнӗ), тата урасене йӗпетме кирлӗ марри ҫинчен ыйтса ҫырнисемпе тулнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Шыв чашласа илчӗ те, шурӑ пӑс пӳрте пӗлӗт пек тулса ларчӗ.Целая туча пара шибанула к потолку, расползлась по нему, переходя в белые курчавые клубы.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пурте тенӗ пекех чӗлӗм туртнӑ, вӗри пуличченех хутнӑ блиндаж ҫирӗп салтак сывлӑшӗпе тулса ларнӑ, — ун пек чух «хуть те пуртӑ ҫакса яр», теҫҫӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948