Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тулса (тĕпĕ: тул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир халь иксӗмӗр вӑрманта тулса ҫитнӗ йӗкӗр мӑйӑр-иҫ.

Помоги переводом

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Машина патӗнче аппаланнӑ хушӑра заместителӗн пӳлӗмӗ бензин пӑсӗпе тулса ларма та ӗлкӗрнӗ иккен: вара, шӑрпӑк пӑрр туса хыпса илнӗ-илмен, пӗтӗм пӳлӗм ҫурӑлса кайнӑ чухнехи пек хаплатса хыпса каять.

Помоги переводом

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Стервиз, сывлӑш уҫласа кӗртме тытӑннӑ мечӗк евӗр, тулса та тулса пырать.

Помоги переводом

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Водоканал» тулли мар яваплӑ обществӑн техники Хӗрлӗҫырти пӗр урама кӗрейменрен ӑпӑр-тапӑр пухмалли контейнер площадки ытлашши тулса кайнӑ пулнӑ.

Помоги переводом

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

Ҫавӑ кӗске «е?», йӗпрен те шӗвӗртерехскер, яш чӗрене вӑрӑммӑн чиктерет, ҫавӑ ытла та кӗске «е?», эсремет, армути шывӗ тулса ларнӑн, хул-ҫурӑмра тӑкӑскӑ йӳҫеклӗхе вӑйлата-вӑйлата ярать.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кун хыҫҫӑн кун — эрне тӗвӗленет, эрне хыҫҫӑн эрне — уйӑх калӑпланать, уйӑхсем, уйӑхсем — ҫулталӑк курланки, тутӑ мӑйӑр пек, тулса ҫитет.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— У-у-а-и! — йӗрет вӑрҫӑ инкекӗ-синкекӗпе тулса ларнӑ ял урамӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Шак-шак! — илтӗнет юмахпа тулса ларнӑ пӳртре.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑл сӑмахсене вуламассерен кашни ҫыннӑн кӑмӑлӗ тулса килет; вӑл сӑмахсене пирӗн парти пирӗн вӑхӑтра ҫырнӑ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Сӑлтав ҫине сӑлтав тулса тӑраттӑм.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Тавралӑх мотор сассипе тулса ларчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурхи шывпа тулса сарӑлать те ҫу варринче ҫеҫ типет.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗве тулса татӑлсан, ҫӗмӗрӗлет чул ҫыран!..

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн мӗнпур ырӑ кӑмӑлӗ Ҫтаппан ҫывӑххипе, унӑн савӑнӑҫӗпе тулса пычӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алӑкран квартальнӑйпа городовой кӗчӗҫ те, пӳлӗм тӑруках тулса ларчӗ.

Помоги переводом

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ҫӑвара шыв тулса тӑпра тӗттӗмлӗхне выртсан мӗн кӗтӗ-ши?..

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов ӑшӗнче халь тулса тӑкӑнас пек кулӑш вӗресе хӑпарчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чун тӗпӗнчи ҫилленӳ, кӳренӳлӗх туйӑмӗ ерипен, сийӗн-сийӗн тулса ҫын кӑмӑлне йывӑрлатса пырать.

Помоги переводом

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Пылак сӗткенпе тулса ҫитнӗ пахча ҫимӗҫсем йӑваннӑ кутамккаран хӑма сарнӑ пульница урайӗпе именсе, вӑраххӑн кӑлтӑртатса айккинелле тара пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Сала варрипе Тӗрер юхан шывӗ, ҫырмасенчи ҫумӑрлӑ кунсенчи те ҫурхи юр шывӗсемпе тулса, Кӗҫӗн Ҫавала васкать.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней