Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пысӑк йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе, хӑйсен таса та ҫутӑ туйӑмне сыхласа хӑвараҫҫӗ.Преодолевая большие трудности, они сохраняют свои чистые и светлые чувства.
Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Амӑшӗ виле ҫинче макӑрнӑ пекех макӑрать, ашшӗ ун ҫине кураймасӑр, сиввӗн пӑхать: часах уйрӑлмалла пулни ӑна та тертлентерет, анчах вӑл хӑйӗн тивӗҫӗ, кӳрентернӗ ашшӗн тивӗҫӗ вырӑнне хурса, хӑйӗн туйӑмне — хӑйӗн ачашлӑхне палӑртмарӗ.
XXXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унӑн тачка тутисем сӗмсӗррӗн кулаҫҫӗ, пит-куҫӗ пӗтӗмӗшпех хӑйӗн туйӑмне, хуйхӑсӑрлӑхне, ырӑ кӑмӑллӑ маттурлӑхне палӑртса тӑрать.
XX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Ҫурма тӗрӗс систерсе калани, тетӗн-и эсӗ?.. — Шубин хыттӑн каланӑ ҫак сӑмахсем сасартӑк Елена туйӑмне вӑратрӗҫ.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Халь эсӗ шӑпах пӗр-пӗччен ҫыннӑн туйӑмне каласа кӑтартрӑн, ҫав ҫын пурӑнмасть, таврана пӑхса хавасланнипе ирӗлсе кӑна тӑрать.Ты описал ощущения одинокого человека, который не живет, а только смотрит да млеет.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эсӗ, иртен-ҫӳрен ҫын, хӑвӑн хӗрхенӳ туйӑмне, кашкӑр пек, хӑйӗн ҫинчен суйса улаканшӑн мар, хӑйӗн хуҫине ҫухатса, халӗ ӗнтӗ кама шанчӑклӑ парӑнма пӗлмесӗр улакан йытӑшӑн упра.
VI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Анчах эсӗ, иртен-ҫӳрен ҫын, ҫав мӗскӗн сасӑпа уланине илтсе хӗрхенессӳ килсен, хӑвӑн хӗрхенӳ туйӑмне ан шан: этемӗн чи шанчӑклӑ тусӗ йытӑ мар, ку — кашкӑр, этемӗн чи усал тӑшманӗ улать.
VI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Авланасси унӑн принсипӗсем шутне кӗмест, анчах пӗртанлӑх туйӑмне тивет ку.Брак не в его принсипах, зато чувство равенства будет в нем польщено.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Кӑнтӑрлахи апат умӗн общество каллех е калаҫса ларма, е вулама пуҫтарӑнать; каҫхине уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ, картла выляса, музыка итлесе ирттереҫҫӗ; вунӑ сехет ҫурӑра Анна Сергеевна хӑй пӳлемне каять те, ыран валли хушусем парса, ҫывӑрма выртать, Базарова ҫак кулленхи пурӑнӑҫӑн виҫелӗхе, кӑштах хаваслӑ тӗрӗслӗхе килӗшмен: «рельсӑсем тӑрӑх пынӑ пек пыраҫҫӗ», — тенӗ вӑл ливрей тӑхӑннӑ лакейсем, мӑнкӑмӑллӑ кил пӑхакансем унӑн демократилле туйӑмне кӳрентернӗ.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Ан пӑлхан, — терӗ вӑл, — Эпӗ господин… господин доктор ҫав тери хаяррӑн мӑшкӑлланӑ тивӗҫлӗх туйӑмне пула та манӑҫас ҫук.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Тарҫи, хӑйӗн типтерлӗх туйӑмне пула-и е улпут куҫӗ умӗнче тӑрас мар тесе-и, хапха хутлӑхне кӗчӗ те чӗлӗм туртма пуҫларӗ.
I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Пӗрремӗшӗнчен, мана Зинаида Александровна тесе чӗнӗр, иккӗмӗшӗнчен, мӗнле йӑла вӑл ачасен (вӑл йӑнӑшне тӳрлетрӗ) — ҫамрӑк ҫынсен — хӑйсен туйӑмне пытарасси?
IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Темшӗн вара сасартӑк, ҫав сӑмахсене татӑклӑн каланӑ хыҫҫӑн, хӑйӗн кӑмӑлне пӑтратакан туйӑмне кама та пулин каласа парас килни иртсе кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ун, тен, ҫакнашкал ирӗккӗн те сарлакан, шавласа та кӗрлесе тӑракан чӗрине йӑпатса лӑплантарас, халь-халь тапса тухасшӑн пулса шаккакан таҫта шала вырнаҫнӑ чи хаклӑ туйӑмне каласа парас килет-и.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
«Ку палӑк хӑйӗн юратӑвне, туйӑмне, сӑвӑ-юрӑ ҫырса парнеленӗ поэта кӑна мар, ку палӑк вӑрҫӑра аманнӑ, сусӑрланнӑ фронтовикпа унӑн вӑрҫӑран таврӑннӑ е таврӑнайман юлташӗсене те асӑнса уҫнӑ палӑк тесе шутлатӑп.
Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.
Мажаров пӗртте, малтанхи каҫах виличчен юратма тупа туса, тӳрех ыталама хӑтланакан сӳтӗк каччӑсем пек пулман: вӑл Ксюшӑна куҫ шӑрҫи пек упранӑ — те, хӑйӗн туйӑмне ытлашши уҫҫӑн палӑртса, ӑна кӳрентересрен хӑранӑ вӑл, — куна ӑнланма пулман, — те хӑйне хӑй чарса тӑнӑ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аксиньйӑн нумай ҫул хушшинче юр кӗрчӗ ҫапла пӗрчӗн-пӗрчӗн хӗвӗннӗ пек пӗчӗккӗн капланнӑ туйӑмне те кӑшт сӗртӗнни кӑна кирлӗччӗ, вӑл вара Григорипе тӗл пулни, Григорий ӑна ҫепӗҫҫӗн: «Сывӑ-и, хаклӑ Аксинья!» тесе сӑмах хушни пулчӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Этемлӗх туйӑмне ҫухатмалла мар.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ефим ӗҫе питӗ пӗлекен ҫын иккен, Рагулин сайра хутра ҫеҫ кӗвӗҫме пултарнӑ ҫын, — хӑй чӗринче кӗвӗҫӳ туйӑмне сиссе илчӗ, хӑйӗн ҫӗнӗ тусӗ ӑслӑ та питӗ аван ҫын тесе шухӑшларӗ…
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Анчах, кунта, хӑйӗн ентешӗсем хушшинче, — вӗсен влаҫ умӗнчи темиҫе ӗмӗр капланса пынӑ шиклӗх туйӑмне аркатса яма, авалтан юлнӑ юрӑхсӑр йӑлисене салатса тӑкма, хӑйсен чӑн-чӑн тӗрӗс ӗҫӗ ҫинчен ӑнлантарса пама тата пӗрле ертсе кайма, — ҫав манӑҫа пуҫланӑ урӑх чӗлхене лайӑхрах пӗлни, калаҫура пиҫӗрех пулни, калас сӑмахсен витерӳллӗ хӑватне малтан ӗненсе тӑни кирлӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.