Поиск
Шырав ĕçĕ:
Газик ту ҫине хӑпарса ҫитсен, Сергей мӗн пӗчӗкрен палланӑ вырӑнсене курчӗ: шыв хӗррипе сип-симӗс шел тутӑр пек пахчасем сарӑлса выртаҫҫӗ, тӑваткӑл лаптӑк, шуратнӑ пӳртсем, карта-хура, хӗрлӗ чултан тунӑ ҫӳллӗ собор тавра ӳсекен кӗмӗл пек шурӑ тирексем — пурте куҫа илӗртсе лараҫҫӗ.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Ҫав ҫыннӑн тискер ӗҫӗсем тулса тӑкӑнас сехет ҫитсен, ҫав тарӑн шырланран чи ҫӳлӗ ту ҫине хӑпарт эс мана, турӑҫӑм, ут утланса хӑпармалла ту, вара вӑл ман патӑма пытӑр, эп ӑна ҫав ту ҫинчен чи тарӑн шырлана пӑрахӑп, вилесем вара, пурте, унӑн аслашшӗсемпе вӗсен ашшӗсем, виличчен кирек ӑҫта пурӑннӑ пулсан та, ҫӗршывӑн пур кӗтессисенчен те пӗр ҫӗре пухӑнччӑр, вӑл кӳнӗ асапсемшӗн кӑшлаччӑр ӑна, ӗмӗр-ӗмӗр кӑшлаччӑр, савӑнам эп вӑл асапланнине курса!
XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Инҫетре, ҫуталма ӗлкӗрнӗ пӗлӗт ҫинче, Змейкӑпа Железная тусен умӗ пӑхӑрла-кӑвакӑн курӑнать, инҫетри шурӑмпуҫ ҫути ӳкнипе вӗсем ҫинчи вӑрмансем те кӗмӗл тӗслӗн ҫуталса лараҫҫӗ; Ирина тусем хушшинче ӳснӗ пулсан та, ҫакӑн пек илемлӗ ту умӗсене курман…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл карапа япӑхтарса янӑ, икӗ авари тунӑ, ҫак кунсенче тӳрӗ моряка тивӗҫсӗр ӗҫ тунӑ: вахтӑна ӳсӗрпе тухса, карапа чул ту ҫине тӑрӑнтарса ҫӗмӗрнӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Малтан лапидарий ҫийӗпе вӗҫсе иртрӗ, унтан ӑна ҫӳлелле хӑпаракан сывлӑш юхӑмӗ чарлана ҫавӑрса илнӗ пек, кӑштах аяккалла вӗҫтерсе кайрӗ те, ту тавра йӗр туса ҫаврӑннӑ пек, анлӑ кукӑр турӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Терек шывӗнчен кӑнтӑралла — Аслӑ Чечня, Кочкалык хысакӗ, Хура тусем, унтан тата темӗнле ту хысакӗ, юлашкинчен вара юрпа витӗннӗ, куҫа ҫеҫ курӑнакан, анчах та никам нихҫан пулса курман тусем.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ту ҫинчен кӗмсӗртетсе анакан чул катӑкӗн сасси ҫеҫ мана тӑна кӗртрӗ, ҫавӑн чухне ман пуҫа хӑрушӑ шухӑш пырса кӗчӗ: «Ҫуртӑм ҫине ту ишӗлсе ансан, ман япаласене, апат-ҫимӗҫе, кунта пурӑнма кирлӗ ытти мӗнпур япаласене те ту хупласа лартсан, манӑн мӗнле пурӑнас?»
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Туйӑм ӑс-тӑна мӗн чухлӗ илӗртнине пӗлес пулать, мӗншӗн тесен тӳрӗлӗх калать: тӑвас килнӗ пек ан ту, ун чухне эсӗ ху ырӑ тӑвасса ытларах шанма пултаратӑн.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тусем пирӗн паталла силлене-силлене ҫывхарнӑн туйӑнаҫҫӗ, ак халӗ-халь пирӗн пуҫсем ҫине йӑванас пек шывалла усӑнаҫҫӗ — шурӑ хумсем пирӗн ӳт-пӗве пӗр аялалла, пӗр ҫӳлелле ывӑтаҫҫӗ, кимӗ атӑ кӗли айне пулнӑ мӑйӑр пек ҫатӑртатать, эпӗ кимӗрен уйрӑлса кайнӑ, тӑрмаланса пӗтнӗ хура ту хысакӗсене куратӑп, вӗсем ҫӗҫӗ пек ҫивӗч, хамран таҫта ҫӳлте атте пуҫне, унтан — армак-чармак чӗрнеллӗ ҫав тусем ҫинче мӑйракаллисене куратӑп.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
… Эпӗ куратӑп: вӑрӑм сухаллӑ ватӑ улӑпсем, хаваслӑ ачасенни пек пысӑк куҫлӑскерсем, тусем ҫинчен анса ҫӗре илемлетеҫҫӗ, пур ҫӗре те тӗрлӗрен тӗслӗ пурлӑх-ырлӑха хӗрхенмесӗр акаҫҫӗ, ту тӑррисене хулӑн кӗмӗл сийпе витеҫҫӗ, ту сакӑлтакӗсене темӗн тӗрлӗ йывӑҫсен чӗрӗ кавирӗпе витеҫҫӗ; вара — тулӑх ҫӗрӗн ҫакӑ пӗр кӗтесӗ пушшех хӑтсӑр илемлӗ курӑнать.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Кӑнтӑрти хӗвелпе хӗрелнӗ кӑтра ту тӑррине курсан, кӑвак пӗлӗте курсан е пӗр чул ту ҫинчен тепӗр чул ту ҫине сикекен юхан шыв сассине илтсен, эпӗ хӗрарӑмсем ҫинчен пӗтӗмпех манса каятӑп.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗвеланаҫӗнче пилӗк тӑрӑллӑ Бешту кӑвакарса ларать, «палланӑ тӑвӑлӑн юлашки пӗлӗчӗ» пек, ҫурҫӗр енче перссен ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ евӗрлӗ Машук тӑвӗ ҫӗкленет, ҫак енчи тӳпене вӑл пӗтӗмӗшпех хупӑрласа илнӗ; хӗвелтухӑҫнелле пӑхма савӑнӑҫлӑрах: ман умра аяларахра вӗр-ҫӗнӗ хула тӗрленсе ларать, симлӗ ҫӑл куҫӗсем юхаҫҫӗ, тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑх шавлать, — лере тата, катара, амфитеатр пек кӗпӗрленсе, кӑвакарса, тӗтреленсе тусем тӑсӑлаҫҫӗ, тавра курӑм хӗрринче юрпа витӗннӗ ту тӑррисен кӗмӗл тӗпекӗ тӑсӑлать.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Койшаур тӑвӗ патне ҫитсен, эпир духан умне чарӑнтӑмӑр, унта грузинсемпе горецсем пӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ, вӗсенчен инҫе те мар тӗве караванӗ ҫӗр выртма чарӑннӑ: хамӑн урапана ҫак ҫӗр ҫӑтасшӗ ту ҫине сӗтӗрсе хӑпартма манӑн вӑкӑрсем тытмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен кӗр вӑхӑчӗ ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, ҫулӗ те пӑрланнӑччӗ — тӑвӗ тата икӗ ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлатчӗ-ха.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
1. Эпӗ каллех пуҫӑма ҫӗклерӗм те — куратӑп: акӑ икӗ ту варринчи хушӑкран тӑватӑ ҫар урапи тухать; тӑвӗсем вара пӑхӑр тусемччӗ.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫакӑ ту ҫинче пур халӑхсем валли чи паха апатран, паха эрехрен, шӑмӑ ҫӑвӗнчен тата чи таса эрехрен ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлӗ; 7. ҫакӑ ту ҫинче Вӑл пур халӑхсене витсе тӑракан вителӗке, мӗнпур ӑру ҫинче выртакан вителӗке, тӗп тӑвӗ.
Ис 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ырӑ тӑвас тесессӗн, кама ырӑ тумаллине пӗлсе ту, вара ырӑ ӗҫӳшӗн сана пархатар пулӗ.1. Если ты делаешь добро, знай, кому делаешь, и будет благодарность за твои благодеяния.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӑрттӑн тумалли ӗҫе ют ҫын умӗнче ан ту: вӑл мӗн тӑвассине пӗлместӗн эсӗ.21. При чужом не делай тайного, ибо не знаешь, что он сделает.
Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй ҫӳллӗ тусем, мӗншӗн эсир Турӑ патшара ларма кӑмӑл тунӑ, ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа пурӑнас ту ҫине вӗчӗрхенсе пӑхатӑр?
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн ҫарунти кашни ҫын чӗрӗ юлтӑр тесен, эсӗ хӑвӑн тапӑрунтах тӑр, сан чурусем вара ту тӗпӗнчен юхса выртакан ҫӑлкуҫне ярса илччӗр, 13. мӗншӗн тесессӗн Ветилуя ҫыннисем шыва ҫавӑнтан ӑсаҫҫӗ, вӗсем шывсӑр асапланма пуҫлӗҫ те хулине хӑйсен ирӗкӗпех пире парӗҫ; эпир вара хамӑр халӑхпа пӗрле ҫывӑхри тусен тӑррине хӑпарӑпӑр та унта хурал тӑрӑпӑр, ҫапла тусассӑн пӗр ҫын та хуларан тухаймӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара патша килӗн пуҫлӑхӗ, хула пуҫлӑхӗ, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тата Ахав ачи-пӑчине пӑхса ҫитӗнтерекенсем Ииуй патне ҫапла калама ҫын янӑ: эпир — санӑн чурусем, пире мӗн калатӑн — ҫапла тӑватпӑр; эпир никама та патшана лартмастпӑр, мӗн тӑвас тетӗн, ҫапла ту, тенӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.