Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тирпейлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тирпейлӗ (тĕпĕ: тирпейлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Маттур тракторист техникӑна яланах юсавлӑ та тирпейлӗ тытать.

Хороший тракторист держит технику всегда в исправном и чистом виде.

Ӗҫчен пулнипе хисеплӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Ӑна тирпейлӗ ҫӳретнӗ, тракторпа ӗҫлекенскере яланах ҫуса якатнӑ кӗпе тӑхӑнтартнӑ, таса вырӑн ҫинче ҫывӑратнӑ.

Он ходил ухоженный, работающего на тракторе всегда одевала в чистую глаженную рубашку, спать укладывала в чистую постель.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Экипаж ҫар хатӗрне тирпейлӗ тытнӑ.

Экипаж аккуратно обращался с армейскими принадлежностями.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ӑҫта тирпейлӗ - унта илемлӗ.

Где чисто - там красиво.

Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ // Владислав АНТОНОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Унта питӗ таса та тирпейлӗ пулнине палӑртать, йӗри-тавра симӗс курӑк ӳсет тетчӗ.

Помоги переводом

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Сӑваплӑ вырӑнсенче яланах тирпейлӗ, таса пулма тивӗҫ.

Помоги переводом

Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

40. Анчах пурте тирпейлӗ, пурте йӗркеллӗ пулса пытӑр.

40. только все должно быть благопристойно и чинно.

1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вӑл сире ҫӳлти пӳлӗме — пысӑк та тирпейлӗ пӳлӗме — кӑтартӗ; ҫавӑнта хатӗрлӗр, тенӗ.

12. И он покажет вам горницу большую устланную; там приготовьте.

Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Таврӑнсассӑн ҫурчӗ таса та тирпейлӗ тӑнине курать.

25. и, придя, находит его выметенным и убранным;

Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Вӑл сире ҫӳлти пӳлӗме — пысӑк та тирпейлӗ пӳлӗме — кӑтартӗ; ҫавӑнта хатӗрлӗр, тенӗ.

15. И он покажет вам горницу большую, устланную, готовую: там приготовьте нам.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Таврӑнсассӑн ҫурчӗ пушӑ, таса, тирпейлӗ тӑнине курать.

И, придя, находит его незанятым, выметенным и убранным;

Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Лешӗсем пурте пиллӗхлӗ ҫынсем пулнӑ, вӗсен сӑваплӑ ӗҫӗсем манӑҫмаҫҫӗ; 10. вӗсен ачисене ырӑ еткерлӗх тивӗ; вӗсен тӑхӑмӗсем халала упраса пурӑнаҫҫӗ; 11. вӗсен вӑрлӑхӗ тӗреклӗ пулӗ, ачи-пӑчи вӗсене хывӗ; 12. вӗсен вӑрлӑхӗ ӗмӗре пырӗ, вӗсен чапӗ ҫухалмӗ; 13. вӗсен ӳтне тирпейлӗ, хисеплесе пытарнӑ, вӗсен ячӗсем сыпӑкран сыпӑка пыраҫҫӗ; 14. халӑхсем вӗсен ӑслӑлӑхне асӑнса калаҫӗҫ, пухура вӗсене мухтавлӗҫ.

9. Но те были мужи милости, которых праведные дела не забываются; 10. в семени их пребывает доброе наследство; потомки их - в заветах; 11. семя их будет твердо, и дети их - ради них; 12. семя их пребудет до века, и слава их не истребится; 13. тела их погребены в мире, и имена их живут в роды; 14. народы будут рассказывать о их мудрости, а церковь будет возвещать их хвалу.

Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ӳлӗм Израиль ывӑлӗсене Турӑ ҫилли ан ҫиттӗр тесе, сӑваплӑ вырӑнта тата парне вырӑнӗ умӗнче кӗлӗ йӗркисене ҫапла туса тӑрӑр, 6. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗн тӑванӑрсене, левитсене, Израиль ывӑлӗсенчен уйӑрса илсе, Ҫӳлхуҫана халалласа, вӗсем пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑччӑр тесе сире патӑм; 7. парне вырӑнӗ умӗнче тата шалта чаршав хыҫӗнче священник тумалли пӗтӗм ӗҫе эсир — эсӗ те, санӑн ывӑлусем те — тимлӗ, тирпейлӗ туса тӑрӑр; Эпӗ сире священник пулма халаллатӑп, урӑх ҫынна вара ҫакӑнта ҫывӑхарсассӑн вӗлерме тытса парӗҫ, тенӗ.

5. Так отправляйте службу во святилище и при жертвеннике, дабы не было впредь гнева на сынов Израилевых; 6. ибо братьев ваших, левитов, Я взял от сынов Израилевых и дал их вам, в дар Господу, для отправления службы при скинии собрания; 7. и ты и сыны твои с тобою наблюдайте священство ваше во всем, что принадлежит жертвеннику и что внутри за завесою, и служите; вам даю Я в дар службу священства, а посторонний, приступивший, предан будет смерти.

18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫав вӑхӑтрах Михаил Васильевич укҫапа тирпейлӗ пулмалли пирки те асӑрхаттарчӗ: «Сапаласа пӗтерме юрамасть, коррупци ан пултӑр — йӗркене пӑснин уйрӑм тӗслӗхӗсем пур...»

Помоги переводом

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ялсенчи пусӑсене, Елчӗкри канализаци тытӑмне тирпейлӗ тытмалла.

Помоги переводом

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Шалта хӑтлӑ та тирпейлӗ.

Помоги переводом

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫавна май пирӗн пушшех тирпейлӗ, перекетлӗ пулмалла, пур-ҫук укҫапа тухӑҫлӑ усӑ курса пӗтӗм ӗҫе тӗплӗ тумалла пек.

Помоги переводом

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

«Сӑн ӳкерчӗкре чӑнах та ашшӗн, Степанӑн шӑллӗ Осип, – ҫирӗплетрӗ вӑл. – Хаҫата тирпейлӗ пуҫтарса хутӑм».

Помоги переводом

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫул ҫинче пӗр чарӑнура та тирпейлӗ туалет ҫук.

На дороге ни на одной остановке чистого туалета нет.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Апла пулин те вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнисене сурансем, кӑвак беретпа тельняшка, темиҫе сӑнӳкерчӗк, «Хӑюлӑхшӑн» медаль тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, тирпейлӗ пуҫтарса хунӑ сержант пакунӗсем сӑртлӑ-туллӑ ҫӗршыв ҫинчен манма памаҫҫӗ.

И все же не дают забыть о горной стране, прошедшим через огонь войны о ранах, голубой берет с тельняшкой, несколько фотографий, медаль "За отвагу" и орден Красной Звезды, аккуратно сложенные сержантские погоны.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней