Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тирпейлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тирпейлӗ (тĕпĕ: тирпейлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тухтӑрсемпе фельдшерсем урамсене, ҫӑлсене, пасар вырӑнӗсене, площадьсене тирпейлӗ те таса тытасси, чирлӗ ҫынсен япалине дезинфекцилесси ҫине уйрӑмах тимлӗ пӑхнӑ.

Помоги переводом

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

3) Пӳртпе хуралтӑсене, пурӑнма лайӑх, тирпейлӗ пултӑр тесен, мӗнле лартмалла?

Помоги переводом

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Унӑн таса та тирпейлӗ хваттерӗ мана В. И. Чапаевӑн пӗчӗкҫӗ музейӗ пек туйӑнчӗ.

Помоги переводом

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Хулан тӗп пуянлӑхӗ – унӑн ӗҫчен те тӳрӗ кӑмӑллӑ, Ҫӗнӗ Шупашкара пурӑнас тата пултаруллӑн ӗҫлес килсе тӑракан чи тирпейлӗ те хӑтлӑ хулана ҫавӑрма тӑрӑшакан хастар чунлӑ ҫынсем.

Богатство города – его люди, трудолюбивые, честные, стремящиеся сделать Новочебоксарск самым благоустроенным и комфортным городом, где хочется жить, любить и творить.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/26/gla ... aet-s-dnem

Хамӑр пурӑнакан, ӗҫлекен, канакан вырӑнсене тирпейлӗ тытасчӗ.

Помоги переводом

Ҫырмасене каяшпа варалар мар // Ремис Шарафутдинов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d1%8 ... %b0%d1%80/

Хамӑр пурӑнакан вырӑн тирпейлӗ те илемлӗ пулни чун-чӗресене савӑнтарать.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, ялсем илемленччӗр // Владимир Акчурин. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d3%9 ... %bb%d0%b5/

«Хӗр туприне пире, йӑмӑкпа иксӗмӗре, аттепе анне тӗрлесе панӑ. Вӗсен аллипе тирпейлӗ тӗрленӗ минтер пичӗсемпе, чӳрече каррисемпе, вырӑн ҫиттисемпе, алшӑллисемпе качча кайнӑ эпир», — тет аслӑ хӗрӗ Надя.

Помоги переводом

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Вӗсене ытларах спорта аталантарассипе, таса та тирпейлӗ пурӑнассипе, малашлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусем интереслентерни паллӑ пулнӑ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен форумӗ – 14-мӗш хут // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/c%d0%b0%d0% ... %83%d1%82/

«Улӑп» физкультурӑпа спорт комплексӗнче ҫутӑ та тирпейлӗ.

Помоги переводом

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Вӗсем ачасене вӗренме тата тивӗҫлӗ воспитани пама пултарнипе пӗрлех шкула тата унӑн территорине таса та тирпейлӗ тытаҫҫӗ, ачасене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтереҫҫӗ.

Помоги переводом

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

– Ача сачӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 10 ҫул ҫитрӗ пулсан та ӑна тивӗҫлӗ тытса тӑнӑран вӑл ӗнер тунӑ евӗр ҫӗнех, тирпейлӗ, таса тӑрать.

Помоги переводом

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Вӑл тирпейлӗ хуҫа аллинче пулни пӗрре курсах паллӑ.

Помоги переводом

Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/

Калаҫӑва Ершовсен иккӗмӗш хӗрӗ Антонина та хутшӑнчӗ: «Аттепе анне — питӗ тирпейлӗ ҫынсем. Пире те ҫапла пулма хӑнӑхтарнӑ, Турӑ ҫулӗпе утма вӗрентнӗ».

Помоги переводом

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Вӗсен кил-ҫурчӗ тирпейлӗ, хуҫалӑхӗ ҫирӗп, алӑкӗ яланах уҫӑ.

Помоги переводом

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Мӗншӗн тесен тирпейлӗ, перекетлӗ пулнине, ҫӗннишӗн кӗрешнине, ҫынсене шухӑшлама, стройкӑн чӑн-чӑн хуҫи пулма вӗрентнине шута илме йывӑр, ӑна хӗрлӗ хӑма ҫине ҫырса хураймӑн, ун ҫинчен докладра та пуҫа ватмасӑр ҫавӑрса калаймӑн.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗрле пурӑнакан ҫынсен ҫи-пуҫӗ те пӗр пекех тирпейлӗ пулмалла».

Помоги переводом

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ак ӗнтӗ авкаланса выртать умра анлах мар тирпейлӗ урам.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫамрӑксен пӗлесчӗ ҫавна, вӗсем тирпейлӗ пулнине курасчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тирпейлӗ ҫын вара — пур ҫӗрте те тирпейлӗ, килте те, ытти ҫӗрте те.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пурлӑх пухма вӗрентсе, тирпейлӗ пулма та вӗрентрӗ мана атте.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней