Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ

Автор: Владислав АНТОНОВ

Источник: «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Добавлен: 2016.05.11 10:55

Предложений: 20; Слово: 180

Тип текста: Новость

По-русски Тема: Природа

Тирпейлӗх ял чысне ҫӗклет, тасамарлӑх ята ярать. Ҫак каларӑшпа килӗш-месӗр май ҫук, мӗншӗн тесен Куракӑш ялӗнче пурӑнакансем тасалӑхпа тирпейлӗхе малти вырӑна хураҫҫӗ.

Ялти урама, ҫӑвана тирпей-илем кӗртме кашни ҫулах пысӑк йышпа тухатпӑр. Акӑ 3-4 ҫул каялла килӗренех 500-шер тенкӗ пухса ҫӑва ҫинче тимӗр карта лартрӑмӑр. Пӗлтӗр те ял ҫыннисем 250-шар тенкӗ укҫа пухрӗҫ. Асӑннӑ укҫапа сӑрӑ туянса ҫӑва пӳртне сӑрласа илемлӗ сӑн кӗртрӗмӗр. Ҫӗнтерӳ кунне анлӑ паллӑ турӑмӑр.

Хӑтлӑх пирки сӑмах хускатсан чи малтанах хамӑр пурӑнакан кил таврашӗ ҫинчен шутлатпӑр. Уншӑн вара эпир яваплӑ. Урамри тасалӑхпа тирпейлӗх те вырӑнти халӑхран ҫеҫ килет. Ют ҫӗрте пурӑнакан кунта килсе ҫӳп-ҫап пӑрахмасть-ҫке. Нумаях пулмасть ял ҫыннисем пӗрле пухӑнса Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне ҫӑва ҫинче йывӑҫсене касса тирпейлерӗҫ. Нимелле ӗҫлесе ҫӑвана тирпей кӗртесси кашнин тивӗҫӗ шутланать, мӗншӗн тесен унта пирӗн тӑвансемпе юлташсем чун канлӗхне тупнӑ. Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ пулнине палӑртма кӑмӑллӑ. Сӑваплӑ ӗҫе 40-е яхӑн ҫын пуҫтарӑнчӗ. Уйрӑмах 80-ран иртнисене асӑнса хӑварас килет: Елизавета Силина, Лидия Егорова, Елизавета Афиногентова, Анастасия Парамонова. Шкул ачисем те аякра тӑрса юлмарӗҫ. Николай Иванов, Оксана Иванова, Сергей Николаев аслисемпе танах тӑрӑшрӗҫ. Ӑҫта тирпейлӗ - унта илемлӗ. Эпир вара ял хӑтлӑхӗшӗн хамӑр тӑрӑшатпӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней