Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать

Автор: Николай КОНОВАЛОВ

Источник: «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Добавлен: 2016.03.22 11:46

Предложений: 85; Слово: 1192

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Политика

Кун йӗркинче пӗтӗмпе те ултӑ ыйту кӑна пулчӗ, анчах ЧР Правительствин ытларикунхи черетсӗр ларӑвӗ самай вӑраха кайрӗ. Республика Конституцине улшӑнусем кӗртессине ырларӗҫ, ҫапах калаҫтараканни Чӑваш Енӗн 2016 ҫулхи бюджетне улшӑнусем кӗртесси пулчӗ.

Компенсаци пурин валли те мар.

Тӗп Саккуна илес-тӗк — сӗннӗ улшӑнусем темле пысӑк пӗлтерӗшлӗ тееймӗн. Вӗсемпе паллаштарнӑ май юстици министрӗ Надежда Прокопьева кашнин ҫинче пайӑррӑн чарӑнса тӑчӗ. Ҫав шутра — республика Пуҫлӑхне РФ Правительствин членӗсем валли палӑртнӑ чарусем те пырса тивни. Ҫавӑн пекех ЧР Министрсен Кабинечӗн тивӗҫӗсем ҫӗнӗ тепӗр полномочипе хушӑнаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш улшӑну республика Пуҫлӑхӗн тата Патшалӑх Канашӗн РФ Генпрокурорӗ сӗннипе ЧР прокурорне, ҫын прависем тата ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйсене ҫирӗплетмелли полномочийӗсемпе ҫыхӑннӑ.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсен капиталлӑ юсавӗшӗн тӳлес енӗпе граждансен уйрӑм категорийӗсене пулӑшмалли саккун проекчӗ пирки нумайӑшӗ кӗтнӗскер темелле. Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев федерацин тивӗҫлӗ саккунне иртнӗ ҫулхи раштав вӗҫӗнчех йышӑннине аса илтерчӗ. Республикӑра 1-2-мӗш ушкӑнсенчи инвалидсене, инвалид ачаллӑ ҫемьесене асӑннӑ тӳлев тӗлӗшпе компенсаци тӳлесси ӗҫе кӗнӗ. Ҫӗнӗ саккун проекчӗ вара хушма ҫӑмӑллӑх парать: 70 тата 80 ҫул тултарнӑ ватӑсем те компенсаци илме пуҫлӗҫ. Виҫи — ҫынсен ҫулне кура. Анчах ҫак ҫӑмӑллӑхпа кашни ватӑ усӑ кураймӗ — сӑмахран, ӗҫлекен пенсионерсем. Компенсаци илмешкӗн ҫавӑн пекех хваттер ватӑ ҫын харпӑрлӑхӗнче пулмалла, вӑл хайхи хваттерте пӗччен пурӑнмалла. Ҫавӑн пекех коммуналлӑ тӳлевсем тӗлӗшпе парӑмсем пулмалла мар. Ҫак самантсем депутатсене калаҫтарма пултарассине палӑртнӑ май ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫирӗплетсех каларӗ: «Ыйтӑва политизацилемешкӗн сӑлтавсем ҫук».

Вӑл ҫӑмӑллӑх валли пӗтӗмпе мӗн чухлӗ укҫа кирлипе кӑсӑкланчӗ. Компенсаци илме пултаракансем пӗтӗмпе 23 пин ҫын-мӗн — ҫулталӑкра 30 млн тенкӗ кирлӗ пулать. Анчах, министр палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ йышри кашни ҫын шӑпах ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курасси иккӗленӳллӗ, вӗсем пӗр-пӗр урӑх ҫӑмӑллӑхпа усӑ кураҫҫӗ-тӗк /тӗслӗхрен, ӗҫ ветеранӗ пулнӑ май ҫакӑншӑн пособи илсе тӑрсан/ — капиталлӑ юсав тӳлевне саплаштармалли компенсацие илеймӗ. Саккун проектне Патшалӑх Канашӗн ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уҫӑлакан сессийӗнче пӑхса тухасшӑн, анчах тӳлеве ҫитес уйӑх пуҫламӑшӗнченех вӑя кӗртесшӗн.

Укҫа хушӑнать.

Республика бюджетне кӗртме сӗнекен улшӑнусем ҫинчен Михаил Игнатьев малтан хӑй тӗплӗн каласа пачӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, «Мускавпа тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫленӗ май республикӑна хушма укҫа илсе килме май килет». Ҫапла вара республика бюджечӗ федераци шайӗнчен куҫаракан каялла тавӑрса памалла мар укҫа шучӗпе 2,4 млрд тенкӗ ытларах хушӑнать. Ҫавна май Мускав паракан укҫан пӗтӗмӗшле виҫи 12,2 млрд тенкӗ пулать. Ҫапах Михаил Васильевич ҫакӑнпа кӑна ҫырлахасшӑн мар, тӗллев палӑртрӗ: ку виҫене 15 млрд тенкӗрен кая мар пысӑклатмалла.

Хушма укҫа ӑҫта кайӗ-ха? 1 млрд та 81 млн тенкӗ ытларах — агропромышленноҫ комплексне аталантарма. Ҫав шутран 895 млн тенке яхӑн кредитсен процент виҫисене субсидилеме ярӗҫ. 364 млн тенке яхӑн — онкологи диспансерӗн хирурги корпусне тума. Кун пирки каланӑ май Михаил Игнатьев ҫак укҫана илсе килнине хӑшӗсем хӑйсен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ вырӑнне хурасшӑн пулнине палӑртрӗ, ҫавна май «эпир хирурги корпусне тӑвас енӗпе нумай ӗҫлемен-тӗк укҫа та пулмастчӗ» тени хайхи «мухтанчӑксене» вырӑна лартниех пулчӗ-тӗр. Корпуса хута янӑ май унта ҫулталӑкра 5 пин операци тума май пулӗ — онкологи енӗпе чирлисене пысӑк технологиллӗ медпулӑшу парас ыйту татӑлать. Ҫав вӑхӑтрах Михаил Васильевич укҫапа тирпейлӗ пулмалли пирки те асӑрхаттарчӗ: «Сапаласа пӗтерме юрамасть, коррупци ан пултӑр — йӗркене пӑснин уйрӑм тӗслӗхӗсем пур...»

Канашсемпе Вӑрнарсемшӗн савӑнӑҫлӑ хыпар: икӗ стадион тума укҫа пулать «ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле стадионсем ӗҫлесе каясса шанатӑп». Ҫурт-йӗр строительствине те хушма укҫа тӗревлӗ — 368 млн тенке яхӑн. Ку укҫапа вӑрҫӑ ветеранӗсене, ҫамрӑк ҫемьесене хваттерсемпе тивӗҫтерӗҫ. Пӗтӗмӗшле илсен вара бюджетра тӗрлӗ строительство ӗҫӗ валли 8,5 млрд тенкӗ пулать. Ҫав шутра 2 млрд тенкӗ — пурӑнмалли ҫурт-йӗр валли. Ҫак укҫапа 70 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хута ярса 6,2-6,3 пин ҫынна «телейлӗ тӑвӑпӑр».

Ҫул-йӗр фончӗ те пысӑкланать — 3 млрд тенкӗ урлӑ каҫать. ЧР Пуҫлӑхӗ ҫак виҫе те юлашки пулмасса, тата «темиҫе ҫӗр пин тенкӗ» хушӑнасса шанать. Раҫҫей транспорт министрӗн ячӗпе тав сӑмахӗ каларӗ те — федераци министерствипе пӗр чӗлхе тупни ҫак шанӑҫа тӳрре кӑларасса кӗтни вырӑнлӑ пек туйӑнать. Мускавран татах укҫа илмелли майсем пуррине палӑртнӑ май «ҫак тӗллеве тӳрре кӑларатпӑр — пирӗн команда вӑйлӑ» тесех каларӗ.

Финанс министрӗ Светлана Енилина бюджетӑн ҫӗнелекен пӗтӗмӗшле параметрӗсене пӗлтерчӗ: тупӑш тӗлӗшпе — 34,53 млрд, тӑкаксем енӗпе — 37,297 млрд тенкӗ. «Укҫа ҫитмест, ҫитмӗ те», — ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемеллине палӑртса бюджет ыйтӑвне пӗтӗмлетнӗн каларӗ Михаил Игнатьев. Анчах пӗтӗмлетме иртерех иккен-ха...

Ытлашши миллионсем ҫук.

Экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин сӑмах илчӗ. Калаҫӑва «бюджет ҫивӗч, йывӑр» тенинчен пуҫларӗ те — министерствӑна пырса тивекен ӗҫ валли хушма укҫа ыйтрӗ. Бизнес представителӗсем валли нумай функциллӗ центр уҫасшӑн — 10 млн тенкӗ кирлӗ. Хальлӗхе бизнес ҫыннисем ахаль граждансемпе пӗрлех МФЦна ҫӳреҫҫӗ, пӗр черетре тӑраҫҫӗ — вӗсене уйӑрсан лайӑх пулмалла. Анчах министр бизнес валли уҫакан МФЦ кайран хӑех ҫулталӑкра 25 млн тенкӗ ӗҫлесе илме пуҫласси ҫинчен каласан та регион ертӳҫине ӳкӗте кӗртеймерӗ.

— Эпӗ сире алкоголь рынокӗнче йӗрке тума хушнӑччӗ, — министра пӳлчӗ Михаил Игнатьев. — Вӑт, унта мӗн чухлӗ укҫа тупатӑр — ҫуррине МФЦ валли илме пултаратӑр. Патшалӑх учрежденийӗсен шутне ӳстернин тухӑҫлӑхне курмастӑп. Бизнес валли Аталану корпорацине йӗркелерӗмӗр — укҫа уйӑртӑмӑр, пурлӑхпа тивӗҫтертӗмӗр — усси «ҫурма нуль» шайӗнче тейӗттӗм. Гаранти фончӗ, ыттисем — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫӗнӗ учрежденисем йӗркелеме укҫа пулмасть. Илтрӗр-и, мӗншӗн сӑнӑр тӗксӗмленчӗ?

Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен министерствин тӗпчев лабораторийӗ валли хушма 3 млн тенкӗ кирлипе ҫыхӑннӑ ыйтӑвне те ҫак шӑпах кӗтрӗ — министр заместителӗ финанс министрне ӳкӗте кӗртеймерӗ. Михаил Игнатьев вара бюджетран укҫа уйӑрмалли чылай объект шӑпипе кӑсӑкланчӗ. Нумай калаҫтарнӑ экопоселени патне пыракан ҫулпа кӑсӑклансан культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев ҫула туса пӗтерме, ҫурла уйӑхӗнчех унта туристсен пирвайхи автобусӗсем пырасса шантарчӗ те — ку хурав ЧР Пуҫлӑхне тивӗҫтерчӗ. Маунтинбайк центрӗ Республика кунӗ тӗлне уҫӑлӗ — эппин, Спорт министерствине те ӳпкелеме сӑлтав ҫук.

Чиновниксен йышне чакарасси вара уксахлать иккен. Светлана Енилина ку енӗпе «пӗр муниципалитета та тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартаймастӑп» тесен Михаил Васильевич сасӑ хӑпартнӑ пек те пулчӗ: «Эпир 2 ҫулта йыша 10% пӗчӗклетме йышӑннӑччӗ. Ҫакна ҫирӗп сӑнаса пырӑпӑр. Ку чи малтанах хуласемпе районсен администрацийӗсен штачӗсене пырса тивет. Тӗп хула уйрӑмах хӑйӗн интересӗсене хӳтӗлеме юратать. Хӑйӗнне мар, патшалӑх интересӗсене хӳтӗлемелле. Вӑхӑт — утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен».

Медстрахованипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва та ЧР Пуҫлӑхӗ ҫивӗч ҫӗклерӗ. Чӑваш Енре, тӗлӗнмелле те, страхланӑ ҫынсен шучӗ республикӑра пурӑнакансен йышӗнчен пысӑкрах иккен. «Ҫын пуҫне уйӑхсерен 6,3 пин тенкӗ ытла тӳлемелле. Тӗрӗссипе, сывлӑшшӑн тӳлемелле. Кун пирки ҫур ҫул калаҫатпӑр — улшӑну ҫук», — кӑмӑлсӑрланчӗ вӑл. Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова федераци шайӗнче ӗҫлекен тата ӗҫлемен ҫынсен пӗрлехи списокӗ ҫуккипе тӳрре тухма тӑнине йышӑнмарӗ, кун хыҫҫӑн министрӑн «йӗрке тӑвӑпӑр» темелли ҫеҫ юлчӗ.

Вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов кӑҫал шкулсенче 24 спорт залӗ уҫӑласси ҫинчен пӗлтерчӗ. Ӑшӑ туалетсен ыйтӑвӗ вара халех татӑлаймӗ: кӑҫал 30 шкулта йӗркелӗҫ, тата ҫавӑн чухлӗ юлать... Ялсенчи культура ҫурчӗсене илес-тӗк — вӗсене юсаҫҫӗ-ха, анчах Михаил Игнатьев ҫирӗппӗн каларӗ: «Ҫынсем интересленеҫҫӗ, вӗсемпе усӑ кураҫҫӗ пулсан — пулӑшмалла. Анчах клуб алӑкӗ ҫинче пысӑк ҫӑра кӑна ҫакӑнса тӑрать-тӗк — пулӑшни те кирлӗ мар».

Камӑн мэрӗ лайӑхрах — Хусанӑн-и, Шупашкарӑн-и?

Обязательнӑй медстраховани фончӗн бюджетне 0,3% пысӑклатасси тавлаштармарӗ. Чӑваш Енӗн «тӗп тухтӑрӗ» Алла Самойлова «Земство тухтӑрӗ» программӑна халь хула йышши поселоксем те /Вӑрнар, Вӑрмар, Кӳкеҫ.../ хутшӑннипе, асӑннӑ программӑпа укҫа илме пултаракансен ҫулне 50 ҫул таран ӳстернипе укҫа хушӑннине сӑлтавларӗ. Тивӗҫлӗ саккун проектне ырларӗҫ. Ҫапла вара кӑҫал ялсене ӗҫлеме куҫакан врачсен шучӗ 60 таран пулӗ.

Юлашки ыйту, пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталшӑн пурӑнма кирлӗ виҫене ҫирӗплетесси, тавлаштарасса кӗтменччӗ. Шӑпах вӑл хивре калаҫу ҫуратрӗ. Ӗҫлев министрӗ Сергей Димитриев асӑннӑ виҫе умӗнхи кварталтинчен 1,5% /120 тенкӗ/ пӗчӗкленсе 8071 тенкӗпе танлашасси ҫинчен каларӗ. Ҫакӑ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче апат-ҫимӗҫ хакӗсем пӗчӗкленнипе сӑлтавланнӑ имӗш. Хаксем чӑнласах чакни пирки тавлашма пулать, анчах Михаил Игнатьев урӑххи пирки кӑмӑлсӑрланчӗ. Пирӗн хайхи пурӑнма кирлӗ виҫе темшӗн Тутарстанринчен пысӑкрах иккен. «Тутарстанра ӗҫ укҫи те чылай пысӑкрах», — тенӗ май Шупашкарта хаксем пысӑкраххишӗн, суту-илӳри хаксене сӑнаса тӑманшӑн тӗп хула пуҫлӑхне Леонид Черкесова сӑмах тиврӗ: «Апла-тӑк Хусан мэрӗ сирӗнтен лайӑхрах ӗҫлет пек пулса тухать вӗт! Е Хусанта пурӑнакансем пахалӑхӗпе япӑхрах, ҫавӑнпа йӳнӗрех апат-ҫимӗҫ ҫиеҫҫӗ-и? Апла мар... Саратов, Саранск, Самар мэрӗсем те лайӑхрах ӗҫлеҫҫӗ — вӗсен хакӗсем пӗчӗкрех. Е унта статистика урӑхларах шутлать-и?» Ӗҫӗ, паллах, статистикӑра мар...

Сайт:

 

Статистика

...подробней